Шырав
Шырав ĕçĕ:
Абрумка, арӑмӗн пуҫӗ ҫине минтер пусса хурса, хӑй минтер ҫине улӑхса ларнӑ пулать те, арӑмӗ мӗн хӑрӑлтатма чарӑничченех минтер ҫинчен анман пулать.
Тара панӑ картишӗ // Уйӑп Мишши. Гарин-Михайловский Н.Г. Тёмӑн ача чухнехи пурнӑҫӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 164 с. — 3–157 с.
Ӑҫтан пӗлен, вӑхӑт иртнӗҫем, арӑмӗ ӑна каллех ирсерен ӑшӑ шывпа пит ҫутарма пуҫлӗ, пӗчӗк минтерне те юсаса парӗ, ун ҫине вӗр-ҫӗнӗ, чечеклӗ минтер пичӗ тӑхӑнтарӗ.
XXXII сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.
Эпӗ вут пек ҫуннӑ чух тӗк минтер ҫинче выртайман, мана вара вӗсем ҫав чей валли пухнӑ курӑкран минтер туса вырттарнӑ.
Эпӗ чӗрӗлсен // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.
Халиччен чӑх тӗклӗ минтер ҫинче выртса ҫывӑрнӑ пулсан, халӗ Микулай Уҫӑпӑч хӑй ҫывӑракан минтерӗсене хур мамӑкӗ чыштарчӗ.
3 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.
Городовиксем матраца хыпашласа тӑракан кровать ҫинчен Нюра ним васкамасӑр минтер илчӗ, ҫаннине тавӑрнӑ аллипе минтерне тӗккелесе юсарӗ, диван ҫине пӑрахрӗ.
XII сыпӑк // Петр Золотов. Мстиставлский С.Д. Курак — ҫурхи кайӑк: повесть. Вырӑсларан П. Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 366 с.
Бауманпа Бобровский хӑйсен пӳлӗмне кӗчӗҫ, туфяк ӑшӗнчен пусма, минтер ӑшӗнчен ҫеклешке туртса кӑларчӗҫ, ӑна ирхине чечексенчен пушатса минтер ӑшне пытарса хунӑ пулнӑ.
ХL сыпӑк // Петр Золотов. Мстиставлский С.Д. Курак — ҫурхи кайӑк: повесть. Вырӑсларан П. Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 366 с.
Ну, эпӗ ӑна ҫӑвар тулли пӗрре вӑрҫса пӑрахасшӑнччӗ, минтерпе те яра парасшӑнччӗ, анчах сасартӑк вӑй пӗтсе килчӗ те, ну, вӑй пӗтсе килчӗ те чӗтресе кайрӑм, ҫав минтер ҫинех тӗршӗнсе ӳкрӗм.
Пакет // Николай Степанов. Пантелеев А.И. Пакет: калав. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 67 с.
Кӗтерне инке пӗр минтер ҫинче, Марфут икӗ минтер ҫинче ҫывӑрать.
Ҫулла Ленӑпа Чижик // Тани Юн. Карнаухова И. В. Туслӑ ачасем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 256 с.
Катя повойникпе пулнӑ, платьи ӑшне минтер чикнӗ, минтерӗ ӳкесрен икӗ аллипе вӑл ӑна хырӑмӗ ҫинче тытнӑ.
Вунҫиччӗмӗш сыпӑк // Николай Пиктемир. Голубева, Антонина Георгиевна. Уржум ачи: повесть; вырӑсларан Н. Пиктемир куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1953. — 194 с.
Минтерӗсем — ҫемҫе, хӗррисем тӗрӗллӗ, вӗсен айӗнчен ҫутӑ сенкер минтер пичӗсем курӑнаҫҫӗ.
Вунсаккӑрмӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.
Унӑн пуҫӗ кӑшт аяккалла, стена еннелле чалӑшнӑ; кӑвакарса кайнӑ ҫамки шурӑ минтер пичӗпе минтер ҫинчи пит ҫӑмартине тӗксӗмлетсе кӑтартать.
XV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
Форш-тевен ҫине, сӑмса вӗҫне ҫыпӑҫтарнӑ пек, канатран ҫыхса тунӑ хулӑн минтер тӑхӑнтарнӑ пӗчӗк буксирлӑ катер, «Красин» борчӗ ҫумне минтерӗпе тӗкӗнчӗ те, карапа ансӑр бухтӑран кӑларас тесе, тӗртме пуҫларӗ.
Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
Захар, шӑлас тенӗ чух, тусан шӑлать, ун шӑласси килмен чух — Анисья ҫил-тӑвӑл пек вӗҫсе кӗрет те пӑртак сапунӗпе, пӑртак ҫара аллипе, сӑмсипе тенӗ пекех, йӑлт шӑлса, вӗрсе, туртса антарса тасатать те ҫухалать; е, тата, Обломов сада тухсан, кил хуҫи арӑмӗ ун пӳлӗмне кӗрет, йӗркесӗрлӗхе курсан, пуҫне пӑркалать те, тем мӑкӑртатса, минтерӗсене хӑпартлантарса хурать, ҫав хушӑрах минтер пичӗсене пӑхать те: каллех улӑштармалла, тесе пӑшӑлтатать, вара вӗсене хывса илет, чӳречесене шӑлса тасатать, диван хыҫне тӗрӗслет те тухса каять.
I сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Унтан манӑнне минтер ҫиттине илесшӗн пулчӗҫ; «Эх, айван, пуҫу айне ҫеҫ хуратпӑр вӗт», тесе килӗштересшӗн пулчӗҫ вӗсем мана, анчах эп минтер ҫиттине ҫатӑрласа тытнӑ та паман.
Вунпӗрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Ҫӗрле Алексей журнала минтер айне чиксе хучӗ те хӑй ача чухне, пиччӗшӗсемпе пӗрле лапка ҫинче ҫывӑрнӑ чух, минтер айне амӑшӗ хӑйӗн кивӗ кофтинчен ҫӗлесе панӑ хӑрах хӑлхаллӑ упана ҫакӑн пек чиксе хунине аса илчӗ.
8 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Минтер айне пӗр ывӑҫ хӑмла пучахӗ хума е хӑмла тултарнӑ минтер ҫинче ҫывӑрма юрать.
Хӑмла — пирӗн тус // Сывлӑх. «Сывлӑх», 2016.09.28. 38№
Тин кӑмакаран пӗҫерсе кӑларнине, минтер пек кӑпӑшкине, йӳҫӗкрех вӗри шӑршӑ сараканнине, хӗвел ҫути пек ӑшшине…
Е машина, е хӑпарту // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 280–284 с.
Тин кӑмакаран кӑларнине, минтер пек кӑпӑшкине, хӗвел ҫути майлах ӑшшине…
Е машина, е хӑпарту // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 280–284 с.
Вовӑн Мами хваттерӗнчи йыттине минтер ҫинче вырттарса усрать, тӑван ачине вара ют ҫӗршыв чӑмлакне тыттарса урам йыттипе ҫывӑрма кӑларса ярать.
Юлашкинчен калани // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 209–250 с.
Ӑна валли вырӑн пултӑр тесе урайне ятарласах ҫемҫе минтер те пӑрахса панӑччӗ.
Вовӑн хулари тусӗсем // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 209–250 с.