Шырав
Шырав ĕçĕ:
Ҫавӑнпа юлашки апат-ҫимӗҫе масар ҫине кӗрсе Масар пуҫлӑхӗпе хуралҫине асӑнса хывнӑ е ҫерем ҫине кайӑк-кӗшӗк валли купаласа хӑварнӑ.
Чӑвашсем Сӗренре усал вӑйсенчен хӑтӑлнӑ // Игорь ПЕТРОВ. https://ursassi.ru/articles/y-la-y-rke/2 ... ln-3814456
Чӑваш Тӑрӑмӗ ялӗнчи масар патне каякан ҫула та вак чул сарма ӗлкӗрнӗ (проект хакӗ — 330009 тенкӗ), масар ҫинчи картана юсаса хапха тӑвас ӗҫе паян-ыран вӗҫлеҫҫӗ (645826 тенкӗ).
Халӑх пуҫаруллӑ пулнӑран ӗҫ кал-кал пырать // Е.ПЕТРОВА. http://елчекен.рф/2023/05/23/%d1%85%d0%b ... %82%d1%8c/
Хӗрарӑмсем нимӗн тӗлне пӗлмесӗр калла-малла чупкалама пуҫлаҫҫӗ, мӗншӗн тесен, хула тӗрминчен кӗреҫесем турттарса тухрӗҫ пулсан, масар шӑтӑкӗ чавтарма шутлаҫҫӗ, масар шӑтӑкӗ чаваҫҫӗ пулсан — каллех «тӗрмене пушатаҫҫӗ», урӑхла каласан — каллех вуншар-ҫирӗмшер ҫын персе пӑрахаҫҫӗ.
«Усачсемпе» тӗлпулни // Илле Тукташ. Ковпак С.А. Путивльрен Карпата ҫитиччен: повесть. Вырӑсларан И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 128 с.
Итали Бренн галӗсемшӗн, Пирр грекӗсемшӗн, карфагенянсемшӗн, Итали ҫӗрӗ ҫинче вӑрҫнӑ мӗнпур ют халӑхсемшӗн масар пулса тӑнӑ пекех, халь Итали гладиаторсемшӗн масар пулса тӑма пултарать.
XIX сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.
Масар ҫинчен эпир пуринчен те кайран, унтӑ полици тата масар тӑприсем ҫинче макӑракан хӗрарӑмсемпе ачасем юлсан ҫеҫ тухса кайрӑмӑр.
7 // Леонид Агаков. Жарков Л.М. Хастар тусӑм ҫинчен ҫырнӑ повесть. Вырӑсларан Л. Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 300 с.
Вӗсем малтан тӗттӗмре, масар ҫинчи шуралса выртакан виҫ кӗтеслӗ чулсем лартса тухнӑ мусульмансен масарӗ айӑккипе иртнӗ, унтан сулахаялла пӑрӑннӑ та ту ҫине улӑхма пуҫланӑ.
Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Сергей Мерчен. Выгодская Э.И. Алжир тыткӑнӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1946. — 112 с.
Анчах ҫавӑнтах кулса илчӗ те, хӑй кулнине ывӑлӗсем асӑрхасран, ҫӑварне аллипе хупларӗ; ҫак самантра вӑл хула ҫыннисемпе Алексей масар пирки мӗн тери хӑюллӑн та ӑслӑн тавлашнине аса илчӗ: Дрёмов ҫыннисем Артамонов рабочийӗсене хӑйсен масарӗ ҫине пытарттарасшӑн пулман.
I сыпӑк // Леонид Агаков. Горький М. Артамоновсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 300 с.
Пысӑк хуласенче масар инҫетре, хула хӗрринче пулать, пытарма каякансем масар ҫине уйрӑм автобуссемпе каяҫҫӗ.
Вилӗм, пытару тата асӑну // Роза Митрушкина. Аасамаа И. Т. Хӑвна мӗнле тытмалла. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 192 с.
Хамӑр учителӗмӗр тата тусӑмӑр масарӗ ҫинче эпир вӑл вӗрентнисене нихҫан та манмӑпӑр тесе, пирӗнтен кашниех, ӗмӗр тӑршшӗпех пирӗн тӑван ҫӗршыв валли пур хурлӑха кӑларса тӑракан ҫӑлкуҫа ӑна пусмӑрлакан усал вӑя — самодержавие пытарма ывӑна пӗлмесӗр масар шӑтӑкӗ алтса пырӗ тесе тупа тӑвар!
XII // Леонид Агаков. Горький, Максим. Амӑшӗ: [Роман] / М. Горький. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 362 с.
Вӗсем пире пурсӑмӑра та масар ҫине тытса кайрӗҫ, масарӗ юханшыв хӗрринче, миля ҫурӑ анатарах; пирӗн хыҫҫӑн пӗтӗм хула ерсе пычӗ, мӗншӗн тесен эпир самаях шӑв-шав кӑлартӑмӑр; вӑхӑт нумаях марччӗ-ха, тӑхӑр сехет кӑначчӗ.
Ҫирӗм тӑххӑрмӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.
Чӑнах та ҫулҫӳревҫӗсен куҫӗ умӗнчех туземецсен масарӗ выртать, анчах вӑл питӗ ешӗл, питӗ чӗрӗ сӑнлӑ, унта ушкӑн-ушкӑн йывӑҫсем илемленсе лараҫҫӗ, вӗсен сулхӑнӗнче кайӑксем савӑнса шӑпӑлтатаҫҫӗ, масар ҫинче нимӗнле салхуллӑ хуйӑх та ҫук теме пулать.
Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.
Вӑл тӗксӗмленсе курӑнакан вӑрман хӗрринчи масар ҫине пӑхса илчӗ, унта Ожерелки ҫыннисен аслашшӗсем, ашшӗсем выртаҫҫӗ, вӑл чӑнах та ҫак, хӑй тӑракан «масар» евӗр туйӑнать.
Вуниккӗмӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.
Масар тӗмески ҫинчи нӳрӗ сарӑ тӑма вӑл тимлесе ывӑҫӗсемпе йӑваларӗ, пуҫне чиксе, ерипен сулкаланса, масар ҫумӗнче чылайччен чӗркуҫленсе тӑчӗ.
XVII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Каҫ пуласпа тасатнӑ тулла тутӑр ҫине пуҫтарса илсе масар ҫине кайрӗ, ирхине тӑван вилтӑприсем ҫине кайӑксем вӗҫсе пыччӑр тесе, Петр, Наталья, Дарья масарӗсем ҫине сапа-сапа тухрӗ.
I // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Тепӗр ҫур уйӑхран пӗчӗкҫӗ масар тӗмескине ҫул курӑкӗпе ҫамрӑк армути пусса илчӗ, унтан хир сӗлли пуҫ кӑларчӗ, кӑшт айккинерех анра ҫарӑк сарӑ ҫеҫке ҫурса чечекленчӗ, шерепеллӗ чечекӗсене масар тӑпри ҫинелле усӑнтарса, илепер ӳсрӗ, чапӑр, хурхух, ӗмкӗч курӑкӗн шӑршисем сарӑлчӗҫ.
XXXI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
Шумилин Мартин, хулсӑр Алексейӗн тӑванӗ, ҫак ылханлӑ кайӑка масар карти ҫумӗнче икӗ каҫ хуралласа тӑчӗ, анчах та ӳхӗ — куҫа курӑнми ытарлӑ кайӑк — нимӗн сасӑсӑр ун пуҫӗ ҫинченех вӗҫсе каҫать, масарӑн тепӗр пуҫӗнчи хӗрес ҫине кайса ларать, ыйхӑллӑ хутор ҫине каллех хӑйӗн сехрене хӑпартакан сассисене сапалама тытӑнать.
1 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Тата тепӗр кунтан Болотнӑй варринче, ӗлӗк праҫникре митингсем туса ирттерекен площадьре, масар пулса тӑчӗ, — ун пек масарсем пирӗн ҫӗр ҫинче темиҫе пин те пулнӑ.
XX // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.
Масар ҫинче, хулари пекех, аслӑ урам, собор площачӗ, центр, бульвар тата масар хӗрри пур.Кладбище, как и город, имело главную улицу, соборную площадь, центр, бульвар, предместья.
XLIII. Парус // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Ун ҫине Мала Страна идиллине юратакан ҫын текен ярлык ҫыпӑҫтарса хунӑ та, вӑл ҫав кивӗлле пурӑнакан «идиллиллӗ» Мала Странашӑн «шарлатан» пулнине, вӑл Смихов хӗрринче, рабочисем пурӑнакан центрта ҫуралнине, хӑйӗн «Масар ҫинчи чечексене» ҫырма вӑл Мала Страна масарӗ ҫине Рингхоферовка урлӑ ҫӳренине курман.
Манӑн халал // Леонид Агаков. Юлиус Фучик. Асаплӑ вилӗм уменхи сӑмах. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953
Унта вӗсем Масар пуҫлӑхӗпе хуралҫине тата ял-йышран тухнӑ вилесене асӑнса хывнине туса ирттерчӗҫ – кашни апата ҫерем ҫине тата-тата пӑрахрӗҫ, унтан ҫапла майпах ҫӗр ҫине сӑмакун, сӑра, шыв тӑкрӗҫ.
Чӑвашсем Сӗренре усал вӑйсенчен хӑтӑлнӑ // Игорь ПЕТРОВ. https://ursassi.ru/articles/y-la-y-rke/2 ... ln-3814456