Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Маккавейпа (тĕпĕ: ) more information about the word form can be found here.
19. Маккавейпа пӗрле пулнӑ ҫулпуҫсем Досифей тата Сосипатр ҫавӑнта кайнӑ та Тимофей керемре хӑварнӑ ҫынсене, вунӑ пин ытла ҫынна, тӗп тунӑ.

19. Посему Досифей и Сосипатр, из бывших с Маккавеем вождей, отправились и побили оставленных Тимофеем в крепости людей, более десяти тысяч.

2 Мак 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

6. Маккавейпа унӑн ҫыннисем, хӑйсен керемӗсене ҫавӑрса илнине пӗлсессӗн, халӑхпа пӗрле куҫҫулӗпе йӗрсе Ҫӳлхуҫана Израиле ҫӑлмашкӑн ырӑ Ангел ярса пама тархасланӑ.

6. Когда Маккавей и бывшие с ним узнали, что он осаждает твердыни, то с плачем и слезами вместе с народом умоляли Господа, чтобы Он послал доброго Ангела ко спасению Израиля.

2 Мак 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

25. Вӑл ҫывӑхарса пынӑ чухне Маккавейпа пӗрле пулнисем, пуҫӗ ҫине тусан сапса, пилӗкне хуйхӑ тумтирӗ ҫыхса, Турра кӗлтума пуҫланӑ.

25. При его приближении бывшие с Маккавеем обратились к молитве Богу, посыпав землею головы и опоясав чресла вретищами.

2 Мак 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

16. Маккавейпа пӗрле пулнисем, кӗлтуса, Турра хӑйсене вӑрҫӑра пулӑшса пыма ыйтса, идумейсен тӗреклӗлетнӗ вырӑнӗсем ҫинелле ӑнтӑлнӑ.

16. Бывшие же с Маккавеем, совершая моление и прося Бога быть помощником им в войне, устремились на укрепления Идумеев.

2 Мак 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

1. Ҫав вӑхӑтра Иуда Маккавейпа унӑн ҫыннисем халӑх пурӑнакан вырӑнсене вӑрттӑн пыра-пыра йӑхташӗсене пуҫтарнӑ, Иудейӑра юлнисене хӑйсен ушкӑнне йышӑннӑ, ҫапла ултӑ пин таран ар пухӑннӑ.

1. Между тем Иуда Маккавей и бывшие с ним, тайно входя в селения, созывали сродников и, принимая оставшихся в Иудействе, собрали до шести тысяч мужей.

2 Мак 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

19. Ҫулӗ питӗ вӑрӑм пулнӑ пулин те, ҫапла вӗсем Рим хулине тухса кайнӑ, унта канаша пухӑннисем патне кӗрсе ҫакӑн пек каланӑ: 20. Иуда Маккавейпа унӑн тӑванӗсем, пӗтӗм Иудея халӑхӗ пире сирӗн патӑра туслӑ пурӑнасчӗ тесе тату тума ячӗҫ, пирӗн халӑх хӑйне хӑвӑр юлташӑрсемпе тусӑрсен шутне кӗртме ыйтать, тенӗ.

19. Итак они отправились в Рим, хотя путь был очень долгий, и вошли в собрание совета и, приступив, сказали: 20. Иуда Маккавей и братья его и весь народ Иудейский послали нас к вам, чтобы заключить с вами союз и мир, и чтобы вы вписали нас в число соратников и друзей ваших.

1 Мак 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

24. Иуда Маккавейпа унӑн Ионафан шӑллӗ вара, Иордан шывӗ урлӑ каҫса, пушхирпе виҫӗ кун кайнӑ.

24. А Иуда Маккавей и Ионафан, брат его, перешли Иордан и совершили трехдневный путь в пустыне.

1 Мак 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Страницăсем:
  • 1

Menu

 

Statistics

...more detailed