Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Лиховидов (тĕпĕ: ) more information about the word form can be found here.
Прохор Лиховидов Турцирен таврӑннӑ.

Прохор Лиховидов из Турции пришел.

Ют юн // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Ют юн. — Тӑван Атӑл, 1965, 3№, 82–91 с.

Кружилин, Максаевпа Сингин, Каргинскин ҫуран, Латышев, Лиховидов тата Грачев хуторӗсен сотнисем Пегаревка, Вешенски, Лебяжин, Хӗрлӗ Ҫыр хушшинчи вырӑнсене йышӑнчӗҫ, ыттисем тыла — Донӑн сулахай ҫыранӗнчи Дубровка, Черный, Горохотка хуторӗсене — кайса тӑчӗҫ.

Кружилинская, Максаево-Сингинская, Каргинская пешая, Латышевская, Лиховидовская и Грачевская сотни заняли промежутки между Пегаревкой, Вешенской, Лебяжинским, Красноярским, остальные отошли в тыл, на хутора Задонья — Дубровку, Черный, Гороховку.

LXI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Лиховидов хуторӗнчи ӗҫке малтанах шухӑшласа хатӗрленнӗ вӑл халь пӗтӗмпех ӑнланчӗ: вӗсем ӑна влаҫра переворот тума хӗтӗртесшӗн пулнӑ иккен.

Ему стало ясно, что пьянка в Лиховидовом была организована с заведомой целью: подбить его на переворот.

XLII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Анчах Лиховидов хӑй сӑмахӗ ҫинче ҫирӗп тӑнӑ; вара пухура, вӑл сӗннипе, стариксем Дона хӳтӗлеме хутшӑнман «мужиксене» пурне те станицӑран кӑларса яма постановлени йышӑннӑ.

Но Лиховидов настоял на сходе, старики подписали предложенное им постановление о выселении всех «мужиков», не принимавших участия в защите Дона.

XXIV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Кӗске вӑхатрах Лиховидов казаксене алла илсе ҫитерет; вӑл пӗр-пӗр станица пухӑвӗнче самах каланӑ чух (калаҫасса Лиховидов ҫыпӑҫуллӑ калаҫать; ҫутҫанталӑк ӑна вӑйран ҫеҫ мар, ӑсран та катса хӑварман) стариксем, кӗтӳри вӑкӑрсем пек, мӗкӗре-мӗкӗре яраҫҫӗ:

Так вышколил он казаков, что на станичном сходе после речи его (говорил Лиховидов ладно; не только силой, но и умом не обнесла его природа) ревут старики, как табун сплошь из бугаев:

XXIV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Темиҫе ҫул ҫухалса пурӑннӑ хыҫҫӑн, халӗ ӗнтӗ 1917 ҫулта, Федор Лиховидов каллех Каргина чӑмса тухать те, унта нумай вӑхӑта килнӗ пекех, пусӑрӑнса пурӑнма пуҫлать.

После нескольких лет исчезновения, уже в конце 1917 года, всплыл Федор Лиховидов в Каргине, обосновался там — как будто бы надолго.

XXIV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Ют ҫӗр-шывсенчен таврӑннӑ хыҫҫӑн Федор Лиховидов Пензӑра, унти генерал-губернатор патӗнче, тымар ярса пурӑнать.

Уже вернувшись из-за границы, Федор Лиховидов укоренился в Пензе, при тамошнем генерал-губернаторе.

XXIV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Ун хыҫҫӑн Лиховидов Италине куҫса каять, Балкан тӑвӗсем тӑрӑх ҫаврӑнса ҫӳрет, Румынире, Европӑн хӗвеланӑҫ тӑрӑхӗнче пулать, темлерен ҫеҫ Испание пырса ҫакланаймасть.

Потом переехал он в Италию, изъездил Балканы, был в Румынии, на западе Европы, перенесло его чуть ли не в Испанию.

XXIV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Тепӗр ҫур ҫултан Лиховидов Албание ҫитсе тухать.

Полгода спустя объявился Лиховидов в Албании.

XXIV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Унтан каллех Лиховидов, хутора килсе кӗнӗ пекех, сарӑмсӑр таҫта ҫухалать.

Исчез Лиховидов так же неожиданно, как и приехал.

XXIV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Федор Лиховидов, Гусыно-Лиховидовски хутор казакӗ, таврара паллӑ ҫын шутланса тӑнӑ.

Федор Лиховидов, казак хутора Гусыно-Лиховидовского, был человеком далеко не заурядным.

XXIV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Лиховидов Федор Дмитриевич.

— Лиховидов Федор Дмитриевич.

XXIV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Сӑртсем урлӑ эпир вӗҫнӗ Ҫил-ҫунатлӑн ярӑнса… — хуллентереххӗн ҫухӑрашрӗ хальхинче Лиховидов.

Мы по горочкам летали Наподобье саранчи… — уже тише вскрикивал Лиховидов.

III // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Шамиль аялти кӗпинчен ҫурса илнӗ ҫанӑпа суранлӑ урине майлаштарса ҫыхрӗ те, Лиховидов ҫине пӑхмасӑр, ӑна хӑрах хулӗнчен ҫавӑтрӗ, Иван Алексеевич теприне тытрӗ — кайрӗҫ.

Шамиль перевязал раненую ногу рукавом, оторванным от исподней рубахи; не глядя на Лиховидова, взял его под руку с одной стороны, Иван Алексеевич — с другой, пошли.

III // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Халӗ ӗнтӗ сӑмахпа каламалла мар тискер сасӑпа ӳлеме пуҫларӗ Лиховидов:

Уже с каким-то ожесточением Лиховидов выл:

III // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Лиховидов, аллипе турткаланса, хыпаланса, тутинчен ӑшӑ сӗлекине юхтарса, ҫаплах малалла кӑшкӑрашрӗ:

Вырывая руку, торопясь, роняя с губ теплую слюну, Лиховидов продолжал выкрикивать:

III // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

— Тӑхта! — Иван Алексеевич сӑнран тӗксӗмленчӗ, — Лиховидов, мӗн эсӗ?..

— Погоди! — Иван Алексеевич побледнел, — Лиховидов, да чтой-то ты?..

III // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

— Чарӑн! — кӑшкӑрса ячӗ те Лиховидов, пӳрнисене чармакласа, йӗри-тавралла хӑравҫӑллӑн пӑхкаласа, кукленсе ларчӗ.

— Стой! — вскричал тот и присел на корточки, топыря пальцы, испуганно оглядываясь.

III // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

— Куратӑн… ав, мӗнле… — темскер калас тесе пуҫланӑччӗ Иван Алексеевич; анчах ҫав самантра Лиховидов пичӗ ҫинчи шӑнӑрсем хыттӑн туртӑнса хутланчӗҫ.

— Вот… видишь как… — начал Иван Алексеевич, пытаясь что-то сказать, но лицо Лиховидова пронизала судорога.

III // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Темшӗн вара Иван Алексеевича Лиховидов, таҫта ҫӳле-ҫӳле вӗҫсе кайма хатӗрленсе, юри куклене-куклене илнӗ пек туйӑнса кайрӗ.

И Ивану Алексеевичу казалось, что Лиховидов приседает будто для того, чтобы взлететь.

III // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed