Шырав
Шырав ĕçĕ:
Вӑл ӳкӗтлесен пыраҫҫӗ лешсем, вӑл килӗшмесен лешсем те кутӑна переҫҫӗ.
9. Юлашки тытӑҫу // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.
Тӳрӗ чунлӑ ырӑ ҫынсем шутсӑр нумай, кун пеккисем вара сахал, лешсем хушшинче кусем — чейри теин пек тутлӑ эрехри ырӑ шӑршӑ пек; кусем лешсене вӑй-халпа техӗм парса тӑраҫҫӗ, кусем чи лайӑххисенчен лайӑххисем, двигательсен двигателӗсем, ҫӗр сӗткенӗн сӗткенӗ.
Питӗ лайӑх кӗнекесем // Юхма Мишши,Асклида Соколова. Воскресенская, Зоя Ивановна. Амӑш чӗри: Мария Александровна Ульянова пурнӑҫӗ ҫинчен ҫырнӑ калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 286 с.
Тавлашусем час-часах старик кула-кулах «идеальнӑй панинсене» йӗкӗлтенинчен пуҫланса кайнӑ, лешсем хӗрсе пынӑ, вара тӳсме ҫук шӑв-шав, ҫуйхашу тапраннӑ, лекессе — кӑна та, лешсене те чылаях лекнӗ.
II // Степан Апаш. Короленко В.Г. Суккӑр музыкант: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 194 с.
Кусем те, лешсем те ӑна мӑнкӑмӑллӑ тесе шутланӑ; кусем те, лешсем те ӑна калама ҫук лайӑх аристократ манерӗсемшӗн, унӑн ҫӗнтерӗвӗсем ҫинчен илтӗнекен хыпарсемшӗн, вӑл питӗ лайӑх тӑхӑннӑшӑн, яланхи лайӑх гостиницӑн чи лайӑх номерӗсенче чарӑнса тӑнӑшӑн, лайӑх апат ҫинӗшӗн, пӗррехинче Людовик-Филипп патӗнче Веллингтонпа апатланнӑшӑн, пур ҫӗрте те хӑйпе пӗрле кӗмӗл несессерпа ҫул ҫинче ҫӑвӑнмалли ваннӑ илсе ҫӳренӗшӗн; унран яланах хӑйне уйрӑм йышши «ырӑ» духи шӑрши кӗнӗшӗн; вистла лайӑх выляса яланах укҫа янӑшӑн; юлашкинчен тата, тӳрӗ кӑмӑллӑ пулнӑшӑн юратнӑ.
VII // Феофан Савиров. Тургенев И.С. Ашшӗсемпе ывӑлӗсем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 206 с.
«Ку ырлӑха туллин курма ҫук пулас», шухӑшланӑ вӑл: «е телейлӗ юратман чӗресем именчӗклӗ: вӗсем именсе пытанаҫҫӗ, ӑслӑ ҫынсене тавлашса ҫӗнтересшӗн тӑрӑшаҫҫӗ; тен, ун пек ҫынсене хӗрхенеҫҫӗ вӗсем, хӑйсем телейлӗрен лешсен ҫылӑхне каҫараҫҫӗ, мӗншӗн тесен лешсем хӑйсен телейне, аталанма памасӑр, хӑйсемех пылчӑк ӑшне таптаҫҫӗ».
VIII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Лешсем, пуҫӗсене ҫӗклесе, пӗрин хыҫҫӑн тепри сывлӑх сунчӗҫ.
V // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 121–208 с.
Лешсем те унран унчченхи пек пӑрӑнса утмаҫҫӗ.
IX // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 4–120 с.
Лешсем ӑна итлеҫҫӗ, хушнине пӗр хирӗҫлемесӗр тӑваҫҫӗ.
V // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 4–120 с.
Лешсем вара куҫ умӗнчех симӗсленнӗ.
Пӗчӗкҫӗ паттӑрсем // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 275–277 с.
— Тавтапуҫ, Пӑлаки аппа, — пӗр харӑссӑн тавӑрчӗҫ лешсем вӑхӑтлӑха ӗҫлеме чарӑнса.
Ниме // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 263–265 с.
Лешсем нумай аптӑраса лармарӗҫ, каллех краклатма, ӗҫлеме пикенчӗҫ.
Курак чӗппи // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 254–258 с.
Лешсем, сӑртсемпе тусем, тинӗссемпе юхан шывсем урлах мӑшӑрӑн-мӑшӑрӑн вӗҫсе килнӗскерсем, йывӑҫ ҫине вырнаҫнӑ кивӗ ҫурчӗсене ҫӗнетеҫҫӗ: хӑшӗ турат ҫӗклет, хӑшӗ пӳрчӗ-ҫурчӗ умӗнче хуралта ларать.
Курак чӗппи // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 254–258 с.
Лешсем вара пӗр-пӗрне тем шиплетсе те какаласа кӳлӗ патне ҫити хӑйсемех утса каяҫҫӗ.
Унӑн амӑшӗпе мами ҫинчен // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 209–250 с.
Лешсем уйран пачӗҫ.
Аслӑ амӑшӗ // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 80–180 с.
Лешсем тата, мурсем, таҫтан пӗлнӗ ӗнтӗ Тӑванкасра турчӑкаллӑ харсӑр кинемипе унӑн хастар мӑнукӗ пурӑннине?..
Чи пӗчӗк патшалӑх // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 80–180 с.
Лешсем вара сак айӗпе вӑрттӑн йӑпшӑнса пыраҫҫӗ те ачан ҫара урине сивӗ аллисемпе хыпаласа иртеҫҫӗ.
Вучах ҫути // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 80–180 с.
Лешсем ним туса та илесшӗн мар Вихтӗр сӗнекен кучченеҫе.
Куҫҫульлӗ асаилӳ // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 80–180 с.
Тӗлӗнмеллипех тӗлӗнчӗ вӑл, лешсем чӑвашла калаҫаҫҫӗ имӗш.
VII // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 168–261 с.
Пӗр ытамлӑх вакласан, шанкӑсене пӳрте йӑтса кӗчӗ, кӑмака умне урайне пӑрахрӗ, лешсем шавлӑн ӳкрӗҫ.
I // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 168–261 с.
Лешсем хӗрсе кайсах ҫиллессӗн тапрӗҫ ӑна.
Пӗрремӗш пайӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 168–261 с.