Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Кӗсйинче (тĕпĕ: ) more information about the word form can be found here.
Стасӑн пурнӑҫӗ татӑлнӑ вӑхӑтра унӑн кӑкӑр умӗнчи кӗсйинче шкул ачин пӗр ҫырӑвӗ пулнӑ.

Help to translate

Педагогсен династине малалла тӑсма шутлатчӗ // Эльвира КУЗЬМИНА. http://alikovopress.ru/pedagogsen-dinast ... atche.html

Плащӑн шалти кӗсйинче тем муклашки пуррине туйрӗ.

Help to translate

Пурнӑҫ улшӑнчӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 34–167 с.

Кунта Кирей кӗсйинче пӗр пус юлмиччен ларчӗ, ҫавӑн хыҫҫӑн тин килне тухса утрӗ.

Help to translate

Пурнӑҫ улшӑнчӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 34–167 с.

Калаҫу хыҫҫӑн укҫа юлнӑ-ха Кирей кӗсйинче леш алӑ тенкӗрен.

Help to translate

Пурнӑҫ улшӑнчӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 34–167 с.

— Шел мар, — шалти кӗсйинче пӑлхатма пуҫлать хайхи.

Help to translate

Стервиз аптӑрать… // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Вӑл, ҫапла, пӗчченех, пурпӗр унӑн кӗсйинче Ваҫука валли тесе чиксе хуракан кучченеҫ куллен пӗрле ҫӳрет.

Help to translate

3 // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 37–84 с.

Унӑн кӗсйинче — коммунарсем Ленин патне ҫырнӑ ҫыру.

Help to translate

Революци матросӗ // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 179–186 с.

Пӗрин кӑкӑрӗнчи кӗсйинче партбилет тупрӑм.

Help to translate

Ҫиччӗмӗш ҫыру // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.

«Анчах Джон Рид унта сан пек пӑшалпа та хӗҫпе кайман, — лӑпкӑн тавӑрчӗ ӑна пирӗн кӳршӗри пӗр ҫын — унӑн кӗсйинче блокнот та кӑранташ кӑначчӗ…»

Help to translate

Тӑваттӑмӗш ҫыру // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.

Пичче кӗсйинче вара гайка пӑрмалли уҫӑ тупрӗҫ.

Help to translate

Вунҫиччӗрисем // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 56–121 с.

Ӗҫмелли те пурччӗ кӗсйинче.

Help to translate

Савӑнӑҫпа хурлӑх юнашарах // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Ҫемен, кӑмака умӗнчи чӳлмекӗ ҫинчен манса кайса, кӗсйинчен чӗлӗмне туртса кӑларчӗ, сӑранланса ҫуталса кайнӑ мамӑк шӑлаварӗн тепӗр кӗсйинче хыпаласа енчӗк шырарӗ.

Help to translate

Хуйхӑ хупӑрласан, хусӑк тыт // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Камӑн кӗсйинче мӗн ҫимелли, туртмалли пулни йӑлтах пӗтрӗ.

Help to translate

«Вилнӗ-шим эпӗ?..» // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Урама тухсан, кӗсйинче пӗр пус та ҫуккине аса илсе, кӑштах пӑшӑрханчӗ.

Help to translate

XXIII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Эс ӑна ҫав ҫурта ертсе кӗмен пулсан, ун кӗсйинче паян кун та ҫӗр хӗрӗх тенкӗ выртӗччӗ.

Help to translate

V // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ун кӗсйинче ҫӗр хӗрӗх тенкӗ.

Help to translate

II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Кӗсйинче те пурӗ те пилӗк пус ҫеҫ выртнипе, сурчӑкне ҫӑта-ҫӑта, лавкка умӗнчен пӑрӑнса кайрӗ.

Help to translate

II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Кӗсйинче чӗлӗм пулмасан вара утар тӑрӑх вӗллесен хупписене уҫса чӗлӗм шыратчӗ.

Help to translate

Миккуль тете // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 108–109 с.

Мишша шӑлавар кӗсйинче махорка шырама пуҫлать — вӑл пуш-пушах, те илме маннӑ, те ӗҫленӗ чух тӑкӑнса пӗтнӗ.

Help to translate

Партизан // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 18–24 с.

Ҫӗҫӗ Улюк кӗсйинче яланах ҫӳрет.

Help to translate

Ҫӗпӗрех ҫӗрне шӑварать куҫҫуль… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 106–115 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed