Шырав
Шырав ĕçĕ:
Ҫуртри ҫынсем пурте шуйӑхаҫҫӗ, чупкалаҫҫӗ; хӗрӗсем, ӗҫӗсене пӑрахса, чупса тухаҫҫӗ, вӗсем алшӑлли вӗҫӗсене ылтӑнпа та кӗмӗлпе тӗрленӗ пулнӑ.
Кӗрен чечек // Владимир Ухли. Аксаков С.Т. Кӗрен чечек: юмах. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 34 с. — 5–34 с.
Тӗрлӗрен хаклӑ япала унӑн шутсӑр нумай пулнӑ, ҫитмӗл те ҫичӗ тинӗс урлӑ илсе килнӗ чӑн ахах, хаклӑ йышши чулсем, ылтӑнпа та кӗмӗлпе тултарнӑ арчисем пулнӑ.
Кӗрен чечек // Владимир Ухли. Аксаков С.Т. Кӗрен чечек: юмах. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 34 с. — 5–34 с.
Сайра хутран ылттӑн, ытларах кӗмӗлпе пусма тавар тупӑнкаларӗ.Изредка попадалось золото, чаще серебро и материя, но очень немного.
XVI // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.
Урата ҫинче, Кононова хирӗҫ, пӗр танлӗрех пичке кивӗ эрех, юриех Польшӑран кӳртернӗскер, ларнӑ; кӗмӗлпе харталанӑ тем пысӑкӑш рак хуранӗнче устрицӑсем выртнӑ.
XIII // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Куҫҫулӗсене аран чаркаласа, вӑл сӗтел ҫине авалхи кӗмӗлпе тирпейленӗ, хӑй ҫине хурҫӑ тӗслӗ пурҫӑн платье тӑхӑннӑ, унтан, куҫкӗски умне ларса, хӑлхисене тем пысӑкӑш изумруд чулӗсем тирнӗ, ку паха чулсем Маякин аллине, ытти нумай япаласемпе пӗрле, Грузи княҫӗсенчен заклада илнӗ хаклӑ йышши фамильнӑй чулсем пулнӑ.
XI // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Ашшӗ шухӑшлать пулас: — ман хӗр хӑй тӗллӗн арҫынна куҫ хывтарма пултарас ҫук, тет пулас, — ҫавӑнпа та вӑл ӑна кӗмӗлпе эрешлесшӗн.
XI // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Мӗнпур килти япала хуҫипе пуянлӑхӗ ҫинчен кӑшкӑрнӑ, анчах казак хӗрӗ хаклӑ йышши мебельсем хушшинчен, кӗмӗлпе тулнӑ горкӑсем ҫуммипе тирӗссӗн, ҫав япаласем хӑйне пусарса лартасран хӑранӑ пек, шиклӗн утса ҫӳренӗ.
I // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Пӗтӗмпех, кӗмӗлпе витнӗ пек, пас тытнӑ.
«Ҫулу хӑрушӑ санӑн» // Василий Юдин. Кошевая Е. Ывӑлӑм ҫинчен: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 208 с.
Ҫав кольчугӑна пилӗк тӗлӗнче чӗн пиҫиххи пӗрсе тӑрать, пиҫиххине хӑйне кӗмӗлпе те ылттӑнпа тӗрлесе илемлетнӗ.На талии кольчуга была стянута кожаным пояском, отделанным серебром и осыпанным золотыми гвоздиками.
XIII сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.
Хӗҫӗн кӗмӗлпе илемлетнӗ аври ҫине: «Унӑн превосходительствине, инфантери генералне С. П. Шатохина, вӑрҫӑри паттӑр ӗҫсемшӗн» тесе ҫырнӑ.
5 // Леонид Агаков. Жарков Л.М. Хастар тусӑм ҫинчен ҫырнӑ повесть. Вырӑсларан Л. Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 300 с.
Ҫур сехет иртсен темиҫе ҫул хушши Римпа Италие хӑратса чӗтретнӗ ҫынран, хӑйӗн ятне тӗнчипех сарнӑ Суллӑран шӑмӑсемпе кӗл ҫеҫ тӑрса юлчӗ: вӗсене тирпейлӗн пуҫтарчӗҫ, кӗмӗлпе те ылттӑнпа илемлетнӗ бронза урнӑна вырнаҫтарчӗҫ.
VIII сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.
Тупӑк хыҫӗнче аналой тӑрать, ун ҫинче мӑя ҫакса ҫӳремелли пӑхӑр хӗрес выртать, аналой йӗри-тавра виҫӗ авӑс ҫурта татӑкӗсем ҫунса лараҫҫӗ, вӗсене кӗмӗлпе ылттӑн тӗслӗ конфет хучӗсемпе чӑрканӑ подсвечниксем ҫине лартнӑ.
I. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Мӗн пур пек укҫишӗн ӑна кӗмӗлпе хӗрӗх ҫичӗ доллар пачӗҫ.За все свои наличные он получил сорок семь долларов серебром.
I // Л. Борисова. Сенкевич Генрик. Ҫӑкӑр шыраса: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 62 с.
Ҫул ҫинче сеньорӑн алҫырӑвӗсем, шкафӑн ҫӳлӗкӗсем ҫинче тирпейлӗ выртас вырӑнне, каретӑн ларкӑҫӗ айӗнче, аран-аран хуркаланӑскерсем, чӗтренсе пынӑ: мулсем те, юхан шыв урлӑ каҫнӑ чухне, латинла тата грекла ҫырнӑ кӗнекесен ҫыххисене ҫӑмӑллӑнах йӗпетме пултарнӑ, унӑн тарҫи Хосе, вӑрлама юратаканскер, кӗмӗлпе илемлетнӗ сайра тӗлпулакан евангели кӗнекисене кирек хӑш ялта та качака сӗтӗнчен тунӑ кӑвакарнӑ чӑкӑт татӑкӗшӗн улӑштарса яма хатӗр пулнӑ.
Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Сергей Мерчен. Выгодская Э.И. Алжир тыткӑнӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1946. — 112 с.
Чемпион тесе, хӑйне унта та кунта чӗнекен, чемпион тесе, кӗмӗлпе бронза ҫинчен каланине ҫӑвар карсах итлекен ухмахсем тупӑннӑшӑн айӑплаймӑн ӑна…
14 // Петр Львов, Георгий Ефимов. Шуртаков С.И. Ҫаврӑннӑ юрату. Повеҫпе калавсем. Вырӑсларан куҫарнӑ — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 190 с. — 3–180 с.
Чиркӳ кӗмӗлпе аптравлӑн Айкашнӑ майӑн тӑрӑшса, Днепр ҫинчи чи хаяр каҫӑн Чапне-и кайӑпӑр манса?
12 // Петр Львов, Георгий Ефимов. Шуртаков С.И. Ҫаврӑннӑ юрату. Повеҫпе калавсем. Вырӑсларан куҫарнӑ — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 190 с. — 3–180 с.
— Мӗншӗн тесен ун чухне алюмини пулман, ҫавӑнпа кӗмӗлпе танлаштарнӑ, — терӗ вӑл йӑл кулса, хӑй тупса каланипе савӑннӑскер; — Пӑх-ха эс тирек ҫулҫи ҫине — чӑнах та алюмини тӗслӗ вӗт.
Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.
— Мӗншӗн кӗмӗлпе танлаштарнӑ, пӗлетӗн-и?
Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.
Вӑл спорта, хӗвеле, кӗмӗлпе йӑлкӑшакан ту тӑррисене юратать.
XVII // Наум Любимов. Гончар, Александр Терентьевич. Ялавпа пыракансем: 3 кӗнекеллӗ роман; Н. Я. Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 456 с.
Престол хыҫӗнче кӗмӗлпе эрешлесе тунӑ чӳрече карри хӗвел ҫинче йӑлтӑртатать.Позади престола блестела и искрилась на солнце завеса из серебряной парчи.
VIII // Гаврил Молостовкин. Войнич, Э. Пӑван: роман / вырӑсларан Г.Молостовкин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 284 с.