Шырав
Шырав ĕçĕ:
42. Кунсӑр пуҫне ҫулсерен Турӑ Ҫурчӗ валли пухӑнакан укҫаран патша хысни валли пилӗк пин сикль кӗмӗл илсе тӑрасси те пӑрахӑҫа тухать, вӑл укҫа Турӑ Ҫуртӗнче ӗҫлесе тӑракан священниксем валли кайӗ.
1 Мак 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
34. Ҫапӑҫмашкӑн хаярланччӑр тесе, сӑлансене иҫӗм ҫырли юнӗпе пурҫӑн йывӑҫҫин юнне кӑтартнӑ; 35. ҫак чӗрчунсене темиҫе ушкӑна уйӑрнӑ, кашни сӑланӗ ҫумне пин ҫын тӑратнӑ, ҫыннисем тимӗр вӑчӑра тумтир, пӑхӑр калпак тӑхӑннӑ пулнӑ; кунсӑр пуҫне кашни сӑлан ҫумне чи паттӑр юланутҫӑсене пилӗкҫӗр ҫын тӑратнӑ.
1 Мак 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
40. Кунсӑр пуҫне тата вӗсем аякран килекен ҫынсене чӗнме ячӗҫ; вӗсем патне элчӗсем ячӗҫ, лешӗсем килсе ҫӳрерӗҫ, вара эсӗ вӗсемшӗн ҫӑвӑнтӑн, куҫна сӑрларӑн, хӳхӗм тумупа капӑрлантӑн, 41. ларатчӗҫ вара чаплӑ вырӑн ҫине, ун умӗнче — апат-ҫимӗҫ хатӗрлесе лартнӑ сӗтел, хӑнусене эсӗ Манӑн ырӑ шӑршӑллӑ фимиама, Манӑн ҫӑвӑма сӗнеттӗн.
Иез 23 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Кунсӑр пуҫне вӑл кӗрекере ларать, ӗҫсе ҫиет, выртса ҫывӑрать, 11. ҫынсем ун тавра сыхласа тӑраҫҫӗ, никам та пӑрахса кайса хӑйӗн ӗҫне тума пултараймасть, ӑна итлемесӗр тӑраймасть.
2 Езд 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
66. Ҫапла вара пӗтӗм халӑх йышӗ хӗрӗх икӗ пин те виҫҫӗр утмӑл ҫын пулнӑ; 67. кунсӑр пуҫне вӗсен чурисемпе хӑрхӑмӗсем — ҫичӗ пин те виҫҫӗр вӑтӑр ҫичӗ ҫын; тата арҫын юрӑҫсемпе хӗрарӑм юрӑҫсем — икҫӗр хӗрӗх пилӗк ҫын.
Неем 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
64. Ҫапла вара пӗтӗм халӑх йышӗ хӗрӗх икӗ пин те виҫҫӗр утмӑл ҫын пулнӑ; 65. кунсӑр пуҫне вӗсен чурисемпе хӑрхӑмӗсем — ҫичӗ пин те виҫҫӗр вӑтӑр ҫичӗ ҫын; тата арҫын юрӑҫсемпе хӗрарӑм юрӑҫсем — икҫӗр ҫын.
1 Езд 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
14. Кунсӑр пуҫне Соломона элчӗсемпе купсасем те, Арави ҫӗршывӗн пур патшипе ҫӗр пуҫлӑхӗсем те ылтӑнпа кӗмӗл парса тӑнӑ.
2 Ҫулс 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Кунсӑр пуҫне Давидӑн тата ҫум-арӑмӗсенчен ҫуралнӑ ывӑлсем те пулнӑ.
1 Ҫулс 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
16. Кунсӑр пуҫне тата унта ӗҫ тӑвакан халӑха астуса тӑма лартнӑ виҫӗ пин те виҫҫӗр пуҫлӑх пулнӑ.
3 Пат 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
«Володьӑн арӑмӗ пек ятлаҫса ҫӳремерӗм, вӑрҫӑ-харҫӑсӑр уйрӑлтӑмӑр. Ашшӗ уйӑхсерен алимент тӳлесе тӑрать, кирлӗ тӗк кунсӑр пуҫне те укҫа яма хирӗҫ мар», — шӑпа Патӑрьел районне епле илсе ҫитернине каласа кӑтартрӗ Ирина Михайловна.
Уйрӑлнӑ хыҫҫӑн та пӗр-пӗрне лӑпкӑ пурнӑҫ кӑтартмаҫҫӗ // Алина ИЗМАН. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.03.17, 10 (6103) №
Кунсӑр пуҫне ҫурхи ака ӗҫӗсене те вӑхӑтра ирттермелле.
Ыйтусене ял ҫыннисемпе сӳтсе явнӑ // А.ЕФРЕМОВА,Н.АРХИПОВА. «Каҫал Ен», 2016, пуш, 18
Март уйӑхӗнче республикӑра пурӑнакан харпӑрҫӑсенчен хӑшӗ-пӗри капиталлӑ юсав тӳлевӗн квитанцийӗсене иккӗллӗ илнӗ, кунсӑр пуҫне тата пенисем те шутласа панӑ.
Капиталлӑ юсав фончӗ калаҫтарчӗ // Тӑван Ен. «Тӑван Ен», 19-20№, 2016.03.18-24
Кунсӑр пуҫне коммуналлӑ пулӑшушӑн тӳлеме граждансене Раҫҫей тата Чӑваш Ен пама шантарнӑ ҫӑмӑллӑхсемпе тивӗҫтернӗ.
Коммуналлӑ пулӑшу тарифӗсем ӳсеҫҫӗ-и? // Альбина ЕГОРОВА. «Хыпар», 2016, пуш, 15; 33-34№
Кунсӑр пуҫне ҫурхи ака ӗҫӗсене хатӗрленесси ҫинчен те калаҫӗҫ.
Мартӑн 16-мӗшӗнче - Пӗрлехи информаци кунӗ // Каҫал Ен. «Каҫал Ен», 2016, пуш, 11
Кунсӑр пуҫне апатлӑха, вӑлча сапмалли вырӑнсене ҫӗмӗрнӗрен, апата улӑштарма тивнӗрен лӑкӑсем вилеҫҫӗ.
Пулӑ мӗншӗн сахалланать? // Анатолий МАКСИМОВ. «Хыпар», 2016, пуш, 11; 32№
Кунсӑр пуҫне виҫесӗр эрехпе иртӗхни асӑннӑ чир патне илсе ҫитерме пултарать.
Ытлашши хĕвел те сиенлĕ // Эльвира КУЗЬМИНА. «Пурнӑҫ ҫулӗпе», 2016.03.04
Кунсӑр пуҫне тата клуб ал ӗҫ тӑвакан хӗрарӑмсем валли хӑйне евӗрлӗ киленӗҫ вырӑнӗ пулса тӑнӑ.
Купăсçа ĕçе йышăннă клуб хупă пулĕ-и? // ЛЮБОВЬ МАН. «Тӑван Ен», 15-16№, 2016.03.02-10