Шырав
Шырав ĕçĕ:
Кириафаим (тĕпĕ: ) more information about the word form can be found here.
8. Ҫӳлхуҫа Турӑ ҫапла калать: Моавпа Сеир: «акӑ ӗнтӗ Иуда килӗ те ытти халӑхсем пекех!» теҫҫӗ, 9. ҫакӑншӑн акӑ Эпӗ вӗсен хулисенчен, вӗсен чикӗри пӗтӗм хулинчен пуҫласа, ҫӗр илемӗнчен, Беф-Иешимоф, Ваалмеон тата Кириафаим хулисенчен пуҫласа, Моав аякне 10. тухӑҫ ывӑлӗсем валли уҫӑп та ӑна Аммон ывӑлӗсемпе пӗрле ӗмӗрлӗхе вӗсене парӑп, вара Аммон ывӑлӗсене халӑхсем хушшинче урӑх асӑнмӗҫ.
Иез 25 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
15. Моисей Рувим йӑхне ӑрӑвӗсем тӑрӑх еткер ҫӗр панӑ: 16. вӗсен ҫӗрӗн чикки Арнон юхӑм шывӗ хӗрринчи Ароер пулнӑ, вӗсене акӑ мӗн-мӗн тивнӗ: Арнон айлӑмӗнчи хула, Медева ҫумӗнчи пӗтӗм тӳремлӗх, 17. Есевон тата ун таврашӗнчи тӳремлӗхри мӗнпур хула: Дивон, Вамоф-Ваал, Беф-Ваал-Меон, 18. Иааца, Кедемоф, Мефааф, 19. Кириафаим, Сивма, Емек тӑвӗ ҫинчи Цереф-Шахар, 20. Беф-Фегор, Фасга ту аркинчи вырӑнсем, Беф-Иешимоф, 21. тӳремлӗхри пӗтӗм хула, аморрейсен патшийӗн Сигонӑн пӗтӗм патшалӑхӗ; ӑна, Есевонра патшара ларнӑскере, Моисей вӗлернӗ; ҫавӑн пекех Моисей мадиансен ҫулпуҫӗсене Евия, Рекема, Цура, Хура, Ревӑна та пӗтернӗ, лешӗсем ҫав ҫӗршывра Сигона пӑхӑнса пурӑннӑ пулнӑ; 22. вӗсене вӗлернӗ чухне Израиль ывӑлӗсем Веор ывӑлне Валаам пӗлӗмҫе те хӗҫпе касса вӗлернӗ.
Нав 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
37. Рувим ывӑлӗсем Есевон, Елеале, Кириафаим хулисене 38. тата кайран ячӗсене улӑштарнӑ Нево, Ваал-Меон хулисене, тата Сивма хулине туса лартнӑ, хӑйсем лартнӑ хулисене ят панӑ.
Йыш 32 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Страницăсем:
- 1