Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Калаҫма (тĕпĕ: калаҫ) more information about the word form can be found here.
Ҫывӑхра ларакан Изосимыч ют арҫынсем патне вӑр-вар пырса калаҫма тытӑнчӗ кӑна — маларах тӑраканни пирӗн десантника сулмаклӑн сулӑнса мӗнле ҫапрӗ, лешӗ ҫавӑнтах тӗшӗрӗлсе анчӗ, шӑпланчӗ.

Help to translate

Пӗррехинче Приютово станцире // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 126–140 с.

— Сирӗн кашнийӗн вырӑнти халӑха хӑвӑр тӑвайман ӗҫсем пирки калаҫма е тата ыттисене тутаратпӑр тесе нимӗн те шантарма юрамасть, — терӗ.

Help to translate

Пӗррехинче Приютово станцире // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 126–140 с.

— Ачасем, — утӑм хӑвӑртлӑхне чакармасӑрах хӑвӑрт калаҫма пуҫларӗ вӑл, — эпӗ сире Самар, Пушкӑрт, Оренбург чӑвашӗсем патне экспедицие кайса килме чӗнетӗп.

Help to translate

Пӗррехинче Приютово станцире // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 126–140 с.

«Кукамай, мӗншӗн калаҫма чарӑнтӑн?» тесе ыйтсан вӑл мана: «Юркка, ара, шухӑша путрӑм», — тесе хуравлатчӗ.

Help to translate

Кукамай шӑплӑхӗ // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 116–122 с.

Атте мана нихӑҫан та никам пирки те начар шутлама та, начар калаҫма та хушмастчӗ.

Help to translate

Атте утарӗ // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 110–116 с.

Хӑй нумай калаҫма юратмастчӗ, ялан унталла та кунталла утса тӗрлӗ ӗҫ туса ҫӳретчӗ.

Help to translate

Миккуль тете // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 108–109 с.

Вӑл, паллах, коллегӑпа хӑй пӗлнӗ пек, хӑй чӗлхипе калаҫма тытӑнать.

Help to translate

Пирӗн урам тӑвалла // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 73–90 с.

Вӗсемпе Патӑрьелпе Елчӗк районӗсен ачисем ҫеҫ пӗр чӗлхе тупма, пӗр тан калаҫма пултарнӑ.

Help to translate

Пирӗн урам тӑвалла // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 73–90 с.

Хайхискер ман пата ҫывӑхарах пычӗ те: — Эсӗ, ачамккӑ, калаҫма лайӑх калаҫан таха, анчах тӗп тӗллевне каламастӑн, хӑвӑр пирки те ытлашши пуплеместӗн, — тет.

Help to translate

Шӑртлӑ сысна хӳри // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 4–18 с.

Пирӗн хыҫҫӑнах ытлашши калаҫма юратман ватӑрах хыткан арҫын тухрӗ.

Help to translate

Шӑртлӑ сысна хӳри // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 4–18 с.

Ирӗксӗрех хамӑн пуҫласа калаҫма тиврӗ.

Help to translate

Шӑртлӑ сысна хӳри // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 4–18 с.

Венюк именкелет, Лора вара, ахаль те калаҫма юратманскер, ытларах итлесе ларма кӑмӑлларӗ.

Help to translate

Шӑртлӑ сысна хӳри // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 4–18 с.

Киле ҫитсен атте-аннепе туй хӑҫан тӑвасси пирки калаҫма пуҫларӑм.

Help to translate

Шӑртлӑ сысна хӳри // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 4–18 с.

Пӗр-пӗринпе курса калаҫма тӳр килнишӗн савӑнӑҫне пытармарӗҫ.

Help to translate

Ентешлӗх уявӗ иртрӗ // Екатерина ЧЕРТЫНОВА. http://kanashen.ru/2023/12/08/%d0%b5%d0% ... 82%d1%80e/

Вӗсемпе калаҫма та, ҫулӗсене кура, тӗрлӗ тема тупать.

Help to translate

IV // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 122–141 с.

Хӑш-пӗр ҫӑмӑлтарах яшсем унпа калаҫма — сӑмах ваклама тӑрӑшсан та хӗр хирӗҫ чӗнмерӗ, ҫӑвара шыв сыпнӑ пек тӑчӗ, пӗр Виталий пирки ҫеҫ шутларӗ.

Help to translate

III // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 122–141 с.

— Кур-ха эсӗ ӑна, вырӑсла епле аван калаҫма хӑнӑхрӗ, тӑван чӗлхипе пуплекене сутса яма пултарать.

Help to translate

I // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 122–141 с.

Мучи ӳсӗркелесе сассине уҫрӗ те васкамасӑр калаҫма тытӑнчӗ.

Help to translate

Хура пӳрт // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 84–89 с.

Пантей Арихович ирӗкленсе ӗҫ пӳлӗмне кӗрсе ларчӗ те килтисем патне ҫыру тӗрлерӗ, вӗсемшӗн, уйрӑмах — чӗвӗл-чӗвӗл калаҫма тытӑннӑ хӗр пӗрчишӗн тунсӑхланине пӗлтерчӗ.

Help to translate

II // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 69–77 с.

Икӗ ҫын ячӗпе калаҫма хӑнӑхнӑран: — Пирӗн ҫывӑрас килет, — тесе хучӗ.

Help to translate

Шӑнкӑр-шӑнкӑр ҫӑлкуҫ… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 55–68 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed