Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Йӗкӗчӗ (тĕпĕ: йӗкӗт) more information about the word form can be found here.
Тӗрӗссипе, йӗкӗчӗ аванскер ӗнтӗ.

Help to translate

3. Ҫул-йӗр пуҫламӑшӗ // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Улталанӑ ӑна малтанхи йӗкӗчӗ.

Help to translate

4 // Николай Андреев. https://chuvash.org/lib/haylav/8101.html

Леш тӑсмакрах питлӗ йӗкӗчӗ халӗ чи-х-х-х! сунасласа илчӗ те ҫак арҫынна хирӗҫ ыткӑнчӗ, ун умне ҫитсе ӳксен, чӑр-чӑр ҫуллӑ куҫӗпе кун куҫне ҫуллакаласа, пӗрре йытӑ хӳри пек кукӑрланса, тепре сакӑр ҫӗртен йыт пырши пек авкаланса, чунне тавӑрсах, сӗлекеленсех чӗлхипе тем ҫурӗ, ҫурӗ, вара умра арҫыннӑн ҫулне уҫса пычӗ.

Help to translate

Пӗрремӗш экзамен // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 70–96 с.

Йӗкӗчӗ ҫӳхе ӳстернӗ хуп-хура уссине шӑлкаласа илчӗ те Атӑл тӑрӑх таҫта анаталла пӑхма тытӑнчӗ.

Help to translate

Ирхи сывлӑм // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 84–112 с.

Тепӗр йӗкӗчӗ ҫавӑн ҫумне ҫыхланнӑ.

Help to translate

IV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Паласкас йӗкӗчӗ Ҫтаппан сиксе тӑчӗ.

Help to translate

Каллех пуху // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Пӗр йӗкӗчӗ, алӑка шаккаса, Степанов патне кӗчӗ, сывлӑх сунчӗ.

Help to translate

Пӗлтерӳсем // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Пӗтӗм ял йӗкӗчӗ тенӗ пекех Иванпа Сергей тавра явӑнать.

Help to translate

Пушар // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Пӗри, ҫамрӑкки, Кӗҫӗн Шӑнкӑртам йӗкӗчӗ Кирам.

Help to translate

Акатуй // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Пӗр йӗкӗчӗ пысӑк мар пӑр татӑкне пакурпа ҫаклатса ҫыран хӗррине туртса илчӗ.

Help to translate

Каҫма // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Пӳрт тулли ҫар йӗкӗчӗ илсе пымаллаччӗ манӑн староста килне, хӗҫсене, хӑртсене хатӗр тытса тӑччӑр пулатчӗ йӗри-тавра.

Help to translate

10. Тахҫанхи туссем патӗнче // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Хӗл ларчӗ, ҫулсене кӗрт хӳсе кайрӗ, вырӑссем ку таврана пысӑк йышпа килсе ҫӳреймерӗҫ (малтан шутласа хунӑ тӑрӑх, ӗҫ шанчӑклӑ пултӑр тесе наместник ҫур пин ҫар йӗкӗчӗ пама пулнӑччӗ).

Help to translate

9. Юлашки тытӑҫу // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Крымран виҫ ҫӗр-тӑват ҫӗр ҫар йӗкӗчӗ килессе-и?

Help to translate

6. Усал хыпар утпа ҫӳрет // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ӗҫсе тӑранмалла мар, — терӗ Иливанпа юнашар «чӳклекен» Турханкасси йӗкӗчӗ.

Help to translate

12. Аслӑ чӳк // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Манӑн ҫыру вулаттармаллаччӗ, — терӗ чӑваш йӗкӗчӗ.

— Мне бы письмо прочесть, — попросил чуваш.

V // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

— Тистиплинӑ, — терӗ чӑваш йӗкӗчӗ ним калама аптраса.

— Тистиплина, — растерянно ляпнул Васюк первое попавшее на язык.

II // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Ялтанах, — мӑкӑртатать ҫармӑс йӗкӗчӗ.

Прямо из села… —

Ухтиван // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Ун хыҫӗнчен ҫармас йӗкӗчӗ сикет.

За нею прыгает парень-черемис.

Таркӑнсем // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Ҫар йӗкӗчӗ мар пулӗ те эс?

Help to translate

16. Вӑрманти тӗлпулу // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Куратӑп: эс ху та ҫар йӗкӗчӗ пулас ҫын, пулӑш ӗнтӗ пире.

Help to translate

1. Ҫунакан уха йӗппи // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed