Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Иртерех (тĕпĕ: ) more information about the word form can be found here.
Ыран тырӑ вырма тухмалла тесе ниме халӑхӗ вӑл кун ӗҫе иртерех пӑрахрӗ.

В тот день помочь разошлась довольно рано — завтра начиналась жатва.

Кӑван хуппи уҫӑлнӑ кун // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Ҫук, пӗтсех пӗтмен-ха Янтул, иртерех савӑнать хупахҫӑ, сывлӑхӗ ҫеҫ пултӑрччӗ таркӑнӑн.

Однако нет, не кончился пока Яндул, рановато обрадовался кабатчик, только бы здоровье не подвело.

Вилӗмпе юнашар // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Иртерех савӑннӑ-мӗн чӑваш.

Однако рановато возликовал чуваш.

Ҫил-тӑманлӑ каҫ // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Туман тиха пилӗкне хуҫма иртерех.

Только рано делить-то неродившегося жеребенка.

Шахрун // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

«Пӗлтӗр тӑлӑм пит ҫӳле ларчӗ, ыраша иртерех акмаллаччӗ», — тет Каҫҫан хирӗҫӗве сӗврӗлтерме хӑтланса.

— В прошлом году заморозки начались рано, вот и рожь надо было пораньше сеять, — пытается урезонить спорщиков Касьян.

Чӳк // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Ҫук, иртерех килчӗ вӑл хулана.

Нет, рановато он приехал в город, рановато.

Шупашкар пасарӗнче // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Хӗвел хӑпариччен вӑл ҫитрӗ, Ак, пуринчен те иртерех.

Help to translate

XXX // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Ҫук-ха, кӗме иртерех, Ятман ӗҫ хыҫҫӑнхи ырӑ туйӑма ытларах туйса юласшӑн, киле кӗрес килменни мар, шӑп кӑна ҫак ыр туйӑм тытса чарчӗ ӑна пӳрт умӗнче.

Help to translate

XXXII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Ыран вӗсем иртерех тухаҫҫӗ, ӗҫлессе те тӑрӑшарах ӗҫлеҫҫӗ.

Help to translate

XXIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

— Анчах иртерех тух вара, эп чӗнме пырса ҫӳреместӗп, — терӗ Марине.

Help to translate

XIV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Тепӗр кунхине ҫырма хӗрринче ӗҫ тата иртерех пуҫланчӗ.

Help to translate

X // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Паян Ятман киле кайма иртерех тухрӗ, мӗнпур ӗҫсем ҫинчен Левентейпе ытларах канашлас тесе шутларӗ.

Help to translate

I // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Малтанхи ҫӗр кӗске пулнӑ пек, иккӗмӗш каҫ Ятман иртерех пычӗ, таврӑнасса вара каярах юлса таврӑнчӗ.

Help to translate

XXV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

— Анчах иртерех ырламастӑп-и — ҫапӑҫма веренейнӗ -и вара?

Help to translate

ХХIV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

«Олимпиада Осиповна, эсӗ пуринчен ытла ҫавна асту: вӑрлӑха стратафикацилесе мӗн май пур таран иртерех акмалла. Тӑпра нӳрӗ пултӑр, унсӑрӑн сирӗн вӑрлӑх шӑтса та тухмасть», — терӗ вӑл.

Help to translate

ХХII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Уяв иртерех пуҫланни вӑл ним те мар…

Help to translate

XV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Иртерех шӑвартӑмӑр пулмалла, — терӗ Ахтупай.

Help to translate

6. Сӗве тӑрӑхӗнче // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Иртерех ӑна Хусана яма.

Help to translate

4. Шигалей // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Анчах кун пек калӑма иртерех пулнӑ-мӗн.

Help to translate

12. Ҫул хӗрринчи йывӑҫ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Каҫхине офисра юлма е иртерех килме ан шикленӗр – ӗҫӗрсене шута илӗҫ.

Не бойтесь оставаться по вечерам в офисе или приходить пораньше - все труды зачтутся.

23-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed