Шырав
Шырав ĕçĕ:
1. Авраам ывӑлӗн, Давид ывӑлӗн Иисус Христосӑн йӑхӗ-кӑкӗ ҫакӑн пек: 2. Авраамран Исаак ҫуралнӑ; Исаакран Иаков ҫуралнӑ; Иаковран Иудӑпа унӑн тӑванӗсем ҫуралнӑ; 3. Иудӑн Фамарьтен Фареспа Зара ҫуралнӑ; Фаресран Есром ҫуралнӑ; Есромран Арам ҫуралнӑ; 4. Арамран Аминадав ҫуралнӑ; Аминадавран Наассон ҫуралнӑ; Наассонран Салмон ҫуралнӑ; 5. Салмонӑн Рахавӑран Вооз ҫуралнӑ; Воозӑн Руфьрен Овид ҫуралнӑ; Овидран Иессей ҫуралнӑ; 6. Иессейрен Давид патша ҫуралнӑ; Давид патшанӑн Урияран юлнӑ арӑмӗнчен Соломон ҫуралнӑ; 7. Соломонран Ровоам ҫуралнӑ; Ровоамран Авия ҫуралнӑ; Авияран Аса ҫуралнӑ; 8. Асаран Иосафат ҫуралнӑ; Иосафатран Иорам ҫуралнӑ; Иорамран Озия ҫуралнӑ; 9. Озияран Иоафам ҫуралнӑ; Иоафамран Ахаз ҫуралнӑ; Ахазран Езекия ҫуралнӑ; 10. Езекияран Манассия ҫуралнӑ; Манассияран Амон ҫуралнӑ; Амонран Иосия ҫуралнӑ; 11. Иосияран Иоаким ҫуралнӑ; Вавилона куҫарса каяс умӗн Иоакимран Иехонияпа унӑн тӑванӗсем ҫуралнӑ.
Мф 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Пинпӳсем Иехония, Самей, ун тӑванӗ Нафаниил, Асавия, Охиил, Иорам левитсене пасха парнилӗх пилӗк пин пуҫ сурӑх тата ҫичҫӗр вӑкӑр панӑ.
2 Езд 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Анчах та Иосавеф — патша хӗрӗ — патша ывӑлӗсене вӗлерме пуҫласассӑн вӗсен хушшинчен Иоаса, Охозия ывӑлне, вӑрттӑн илсе тухнӑ та ачана пӑхакан хӗрарӑмпа иккӗшне ҫывӑрмалли пӳлӗме илсе кӗрсе пытарнӑ; ҫапла вара Иосавеф — Иорам патша хӗрӗ, Иодай священникӑн арӑмӗ, Охозия пӗртӑванӗ — Иоаса Гофолияран пытарса хӑварнӑ, Гофолия ӑна вӗлереймен.
2 Ҫулс 22 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Иорам патне килнӗшӗн Турӑ Охозияна пӗтмелле тунӑ, мӗншӗн тесессӗн кунта килсен вӑл Иорампа пӗрле Намесси ывӑлне Ииуя хирӗҫ тухнӑ; Ииуя вара Ҫӳлхуҫа Ахав килне тӗп тума суйласа илнӗ пулнӑ.
2 Ҫулс 22 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Охозия — Иорам ывӑлӗ, Иудея патши — аманнӑ Иорама, Ахав ывӑлне, курма Изрееле пынӑ.
2 Ҫулс 22 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Иерусалимра пурӑнакансем ун вырӑнне Охозияна, унӑн кӗҫӗн ывӑлне, патшана лартнӑ, мӗншӗн тесессӗн аслӑ ывӑлӗсене Арави ҫыннисемпе пӗрле тапӑра тапӑннӑ эшкер вӗлерсе тухнӑ пулнӑ, — вара Охозия, Иорам ывӑлӗ, Иудея патшине ларнӑ.
2 Ҫулс 22 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Ҫавӑн чухнех Ливна та Иуда аллинчен хӑтӑлнӑ, мӗншӗн тесессӗн Иорам ӗнтӗ ашшӗсен Ҫӳлхуҫа Туррине пӑрахнӑ пулнӑ.В то же время вышла и Ливна из-под власти его, потому что он оставил Господа Бога отцов своих.
2 Ҫулс 21 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Вара Иорам хӑйӗн ҫарпуҫӗсемпе, мӗнпур ҫар урапипе вырӑнтан тапраннӑ; вӑл ҫӗрле тапранса тухнӑ та хӑйне ҫавӑрса илнӗ идумейсемпе вӗсен ҫар ураписен пуҫлӑхӗсене пӗтӗмпе ҫапса аркатнӑ, [халӑхӗ вара чатӑрӗсене тарнӑ].
2 Ҫулс 21 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Иорам ӗнтӗ ашшӗ вырӑнне патшана ларнӑ та ҫирӗпленсе ҫитнӗ, вара хӑйӗн пӗртӑванӗсене пӗтӗмпех хӗҫпе касса вӗлерсе тухнӑ, вӑл тата Израилӗн хӑш-пӗр улпучӗсене те тӗп тунӑ.
2 Ҫулс 21 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Ун вырӑнне патшана унӑн ывӑлӗ, Иорам, ларнӑ.
2 Ҫулс 21 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Виҫҫӗмӗш ҫул патшара ларнӑ чухне вӑл хӑйӗн улпучӗсене Бенхаилпа Овадийӑна, Захарийӑпа Нафанала тата Михее Иуда хулисем тӑрӑх халӑха вӗрентсе ҫӳреме янӑ, 8. вӗсемпе пӗрле левитсене — Шемаия, Нефания, Зевадия, Азаил, Шемирамоф, Ионафан, Афония, Товия, Тов-Адония левитсене — тата Елишамӑпа Иорам священниксене те янӑ.
2 Ҫулс 17 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
25. Елиезерӑн, Шевуил пӗртӑванӗн, Рехавия ятлӑ ывӑл пулнӑ; Рехавия ывӑлӗ — Исаия, Исаия ывӑлӗ — Иорам, Иорам ывӑлӗ — Зихрий, Зихрий ывӑлӗ — Шеломиф.
1 Ҫулс 26 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Соломон ывӑлӗ Ровоам; унӑн ывӑлӗ Авия, унӑн ывӑлӗ Аса, унӑн ывӑлӗ Иосафат, 11. унӑн ывӑлӗ Иорам, унӑн ывӑлӗ Охозия, унӑн ывӑлӗ Иоас, 12. унӑн ывӑлӗ Амасия, унӑн ывӑлӗ Азария, унӑн ывӑлӗ Иофам, 13. унӑн ывӑлӗ Ахаз, унӑн ывӑлӗ Езекия, унӑн ывӑлӗ Манассия, 14. унӑн ывӑлӗ Амон, унӑн ывӑлӗ Иосия пулнӑ.
1 Ҫулс 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
18. Анчах та Иудея патши Иоас хӑйӗн ашшӗсем, Иудея патшисем — Иосафат, Иорам тата Охозия — Турӑ Ҫуртне кӳнӗ парнесене, ҫавӑн пекех хӑй кӳнӗ парнесене те, Ҫӳлхуҫа Ҫурчӗн тата патша керменӗн управӑшӗнче тупӑннӑ мӗнпур ылтӑна илнӗ те ҫакна пӗтӗмпе Сири патши Азаил патне ӑсатнӑ; вара Азаил Иерусалима тапӑнман.
4 Пат 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2. Анчах та Иосавеф — Иорам патша хӗрӗ, Охозиян пӗртӑванӗ — патша ывӑлӗсене вӗлерме пуҫласассӑн вӗсен хушшинчен Иоаса, Охозия ывӑлне, вӑрттӑн илсе тухнӑ та ачана пӑхакан хӗрарӑмпа иккӗшне хӑйӗн ҫывӑрмалли пулӗмне илсе кӗрсе пытарнӑ; Иоаса ҫапла Гофолияран сыхласа хӑварнӑ, ҫавӑнпа вӑл чӗрӗ юлнӑ.
4 Пат 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
29. Охозия вӑл Ахав ывӑлӗ Иорам вунпӗрмӗш ҫул патшара ларнӑ чухне Иудея патши пулса тӑнӑ.29. В одиннадцатый год Иорама, сына Ахавова, воцарился Охозия в Иудее.
4 Пат 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
23. Иорам вара каялла ҫаврӑннӑ та Охозияна: Охозия, пире сутрӗҫ! тесе кӑшкӑрса чупнӑ.23. И поворотил Иорам руки свои, и побежал, и сказал Охозии: измена, Охозия!
4 Пат 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
22. Ииуя курсассӑн, Иорам каланӑ: ырӑпах-и эсӗ, Ииуй? тенӗ.
4 Пат 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Ӗнтӗ Израиль патши Иорам тата Иудея патши Охозия кашни хӑйӗн урапипе хирӗҫ тухнӑ.И выступил Иорам, царь Израильский, и Охозия, царь Иудейский, каждый на колеснице своей.
4 Пат 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
21. Иорам вара: лаша кӳл, тенӗ.
4 Пат 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
- 1
- 2