Шырав
Шырав ĕçĕ:
15-16. Унӑн халалне, пин-пин сыпӑк валли каланӑ сӑмахне, Авраампа хывнӑ халалне, Исаака тупа тунине ӗмӗрӗпе астуса тӑрӑр, 17. ҫавна Вӑл Иаковшӑн саккун тунӑ, Израильшӗн ӗмӗрлӗх халал туса хунӑ, 18«сана Ханаан ҫӗрне еткерлӗхе парӑп» тенӗ.
1 Ҫулс 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
39. Давид патӗнче вӗсем виҫӗ кун пулнӑ, ӗҫнӗ-ҫинӗ, мӗншӗн тесессӗн тӑванӗсем вӗсем валли пӗтӗмпех хатӗрлесе хунӑ пулнӑ; 40. ҫавӑнта ҫывӑхра пурӑнакансем те — Иссахар, Завулон, Неффалим йӑхӗсем таранах — ашаксемпе те, тӗвесемпе те, ашакла лашасемпе те, вӑкӑрсемпе те темӗн чухлӗ ӗҫме-ҫиме: ҫӑнӑх, смоква, иҫӗм ҫырли, эрех, йывӑҫ ҫӑвӗ илсе килнӗ, шултӑра выльӑхӗпе вак выльӑхне те питӗ нумай илсе пынӑ, мӗншӗн тесессӗн Израильшӗн пысӑк савӑнӑҫ ҫитнӗ.
1 Ҫулс 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
25. Ҫав вӑхӑтран пуҫласа кайран та ҫаплах пулнӑ; вӑл ҫакна Израильшӗн паян кунчченех пыракан ҫирӗп йӗрке туса хунӑ.25. Так было с этого времени и после; и поставил он это в закон и в правило для Израиля до сего дня.
1 Пат 30 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Самуил чӗчӗ ӗмекен пӗр путеке суйласа илнӗ те ӑна [пӗтӗм халӑхпа пӗрле] пӗтӗмӗшпе ҫунтарса Ҫӳлхуҫана парне кӳнӗ, Самуил ӗнтӗ Ҫӳлхуҫана Израильшӗн тархасланӑ, ӑна Ҫӳлхуҫа илтнӗ.
1 Пат 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Анчах ҫӗр вунӑ ҫула ҫитнӗ Иисус — Нав ывӑлӗ, Турӑ чури — вилсессӗн, 9. ӑна хӑйӗн еткер ҫӗрӗ ҫинче, Гааш тӑвӗнчен ҫурҫӗр енче выртакан Ефрем тӑвӗ ҫинчи Фамнаф-Сараи хулине, пытарсассӑн, 10. ҫавӑн чухне пурӑннӑ пӗтӗм халӑх хӑйсен ашшӗсем патне ӑсанса пӗтсессӗн, ун хыҫҫӑн Ҫӳлхуҫана та, Унӑн Израильшӗн тунӑ ӗҫӗсене те пӗлмен тепӗр ӑру ҫӗкленсессӗн, 11. Израиль ывӑлӗсем Ҫӳлхуҫа умӗнче усал ӗҫсем тума тытӑннӑ, тӗрлӗ Ваалсене пуҫҫапма пуҫланӑ; 12. ашшӗсенӗн Ҫӳлхуҫа Туррине — хӑйсен ашшӗсене Египет ҫӗрӗнчен илсе тухнӑ Турра — пӑрахса, урӑх турӑсем енне, таврара пурӑнакан халӑхсен туррисем енне, ҫаврӑннӑ, ҫавсене пуҫҫапма пикеннӗ, Ҫӳлхуҫана ҫиллентерсех тӑнӑ; 13. вӗсем Ҫӳлхуҫаран хӑпнӑ, Ваала тата Астартӑсене пӑхӑнса тӑра пуҫланӑ.
Тӳре 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Ун чухне — Иисусӑн мӗн ӗмӗрӗ тӑршшӗпех, ун хыҫҫӑн юлса пурӑннӑ, Ҫӳлхуҫанӑн Израильшӗн тунӑ пур чаплӑ ӗҫне те курнӑ аслӑ ҫынсен ӗмӗрӗнче те — халӑх Турра пӑхӑнса тӑнӑ.
Тӳре 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
20. Гад ҫинчен каланӑ: Гад йӑхне хунаттарса яракан — мухтавлӑ; вӑл — арӑслан пек, тӑшманӗсен алли-урине те, пуҫне те ҫапса салатать; 21. вӑл хӑйне валли ҫӗрӗн пуҫламӑшне суйласа илчӗ, саккун паракан ӑна еткерлӗх вырӑнне хучӗ, вӑл халӑх пуҫлӑхӗсемпе килчӗ, Ҫӳлхуҫа умӗнче тӳрӗ пулчӗ, Израильшӗн мӗн тумаллине пурне те турӗ.
Аст 33 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Моисей хӑйӗн хуньӑшне Ҫӳлхуҫа фараонпа [мӗнпур] Египет халӑхне Израильшӗн мӗн-мӗн кӑтартни ҫинчен, ҫул ҫинче хӑйсене тӗл пулнӑ мӗнпур йывӑрлӑх ҫинчен тата Ҫӳлхуҫа вӗсене [фараон аллинчен, Египет ҫыннисен аллинчен] епле хӑтарни ҫинчен каласа панӑ.
Тух 18 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Иофор — Мадиан священникӗ, Моисей хунӗ — Ҫӳлхуҫа Израиле Египетран илсе тухсассӑн Турӑ Моисейпе Хӑйӗн халӑхӗшӗн, Израильшӗн, мӗн-мӗн тунине пурне те илтсе пӗлнӗ, 2. Моисей хунӗ Иофор вара Сепфорӑна — Моисей арӑмне, унччен ашшӗ патне хӑварнӑскере — 3. тата унӑн икӗ ывӑлне Моисей патне ертсе кайнӑ, вӗсенчен пӗри Гирсам ятлӑ пулнӑ, мӗншӗн тесессӗн Моисей: эпӗ ют ҫӗре килсе пурӑннӑ ҫын, тенӗ; 4. тепӗри Елиезер ятлӑ пулнӑ, мӗншӗн тесессӗн [вӑл]: аттем Турри мана пулӑшаканӗ пулчӗ, мана фараон хӗҫӗнчен хӑтарчӗ, [тенӗ].
Тух 18 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
20. Ҫав кун вӑл вӗсене ҫапла каласа пилленӗ: сирӗн ятӑрсем Израильшӗн пиллӗх пек пулӗҫ, Израиль ывӑлӗсем: «Турӑ сана Ефремпа Манассия пек тутӑр» тесе пиллӗҫ, тенӗ.
Пулт 48 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
- 1
- 2