Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Забуруннӑй (тĕпĕ: ) more information about the word form can be found here.
Хӗҫпе тураса тӑкнӑ ҫӗр хӗрӗх ҫичӗ хӗрлӗармееца, Григорий хушнипе, Каргинскипе Архиповка ҫыннисем Забуруннӑй хӗрринчи пӗр ланкашкана ҫекӗлсемпе тата пакурсемпе сӗтӗрсе кайса пӑрахрӗҫ те тарӑн мар шӑтӑк чавса пытарчӗҫ.

По приказу Григория, сто сорок семь порубленных красноармейцев жители Каргинской и Архиповки крючьями и баграми стащили в одну яму, мелко зарыли возле Забурунного.

XLI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Тепӗр вунпилӗк минутран хӗрлисен Забуруннӑй патӗнчи пулемечӗ сасартӑк шӑпланчӗ те, ҫав самантрах кӗскен «ура» кӑшкӑрни илтӗнсе кайрӗ.

Через четверть часа возле Забурунного пулемет красных внезапно умолк, и сейчас же вспыхнуло короткое «ура».

XLI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Забуруннӑй кӗперӗ патӗнче хӗрлӗармеецсем пӗр вӑтӑр ҫын, хӑйсене хупӑрласа илнине, ӗнтӗ ниҫталла тарма ҫуккине курса, хирӗҫ пеме пуҫларӗҫ.

Возле моста через Забурунный человек тридцать красноармейцев, видя, что они отрезаны и выхода нет, начали отстреливаться.

XLI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Сылтӑм флангра пулнӑ хӗрлӗармеецсем Чир хӗрринчи икӗ урама тытса илнӗ казаксен пулисем айӗнче ӳке-ӳке чупнӑ вӑхӑтра сулахай флангрисем Каргинскипе Архиповка хушшинчи Забуруннӑй ҫырми урлӑ хывнӑ кӗпер патне чупса та ҫитрӗҫ ӗнтӗ.

Красноармейцы, бывшие на левом фланге, уже подбегали к мосту через Забурунный лог, соединявшему Каргинскую со смежным хутором Архиповским, в то время как правофланговые еще бежали вдоль по станице и падали под выстрелами казаков, завладевших двумя ближними к Чиру улицами.

XLI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Страницăсем:
  • 1

Menu

 

Statistics

...more detailed