Шырав
Шырав ĕçĕ:
Мӑн Сен-Бернар (ним. Grosser Sankt Bernhard, итал. Colle del Gran San Bernardo, фр. Col du Grand-Saint-Bernard) — Альп тӑвӗсем урлӑ каҫаракан ту каҫи, Рим импери вӑхӑтӗнченпех ун урлӑ Италин ҫурҫӗр пайне Европӑн тӗп пайӗпе ҫыхӑнтаракан тӗп ҫул иртнӗ.
Мӑн Сен-Бернар // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%9C%D3%91%D ... 0%B0%D1%80
Мадейра ҫинче эндемиксен тӗсӗсем питӗ нумай, ытларах ҫурӑм шӑммисӗр, ҫав шутра питӗ сайра тӗл пулакан мадейра купӑста лӗпӗшӗсем те, Европӑн чи пысӑк эрешменӗ те (унӑн урисен тӑршшӗ 12 см ҫитет) пур.
Мадейра // Аҫтахар Плотников. https://cv.wikipedia.org/wiki/%D0%9C%D0% ... 1%80%D0%B0
2012 ҫулта Марибора Португали Гимарайнш хулипе пӗрле Европӑн тӗп культура хули ятне панӑ.Марибор наряду с португальским городом Гимарайнш был назван Культурной столицей Европы 2012 года.
Марибор // Аҫтахар Плотников. https://cv.wikipedia.org/wiki/%D0%9C%D0% ... 0%BE%D1%80
Ӗлӗк Ленинградран ҫавӑнта ҫитмешкӗн 17 талӑка яхӑн кайса ҫӳренӗ, мӗншӗн тесен ун чухне Европӑн ҫурҫӗрти ҫыранӗсем тавра ҫаврӑнмалла пулнӑ.
Сталин ячӗпе тӑракан Шурӑ тинӗс — Балтика каналӗ // Чӑваш кӗнеке издательстви. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 144 с.
Ҫав юхӑм пулман пулсан, Европӑн ҫурҫӗр енӗ пӑрпа витӗнсе ларнӑ пулӗччӗ, хаяр сивӗ унта мӗн-пур пурӑнӑҫа пӗтернӗ пулӗччӗ.Не будь этого течения, север Европы был бы загроможден льдами, лютый холод сковал бы там все живое.
Ҫурҫӗрти поляр облаҫӗ пирӗн ҫанталӑка улшӑнтарни // Чӑваш кӗнеке издательстви. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 144 с.
Тӗрӗсрех каласан Чаплӑ Атӑл Пӑлхар патшалӑхӗ пӗтӗм Европӑн хӗвелтухӑҫри хуралҫи пулса тӑнӑ.
Кашкӑр ҫури — Хура ҫӑлтӑр // Андрей Чэн. Анрей Чэн. Пӑлхар ҫар ҫынни. Шупашкар: «Ҫӗнӗ вӑхӑт», 2020 — 100 с.
Будапештран 210 ҫухрӑмра, Кестхей (Балатон кӳллин кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ вӗҫӗ) хулинчен 6 ҫухрӑмра, Хевиз хули хӗрринче унпа пӗр ятлӑ кӳлӗ — Европӑн чи пысӑк вӗри шывлӑ кӳлӗ вырнаҫнӑ.
Балатон // Аҫтахар Плотников. https://cv.wikipedia.org/wiki/%D0%91%D0% ... 0%BE%D0%BD
Эпӗ ӑна маскарад ҫӳревӗ ҫинчен ӑнлантарса вӑл Европӑн кӑптӑр пайӗнче еплерех иртни пирки каласа патӑм.Я объяснил ей, что такое маскарадные выезды и как их устраивают на юге Европы.
XXI сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.
Шел те — капӑрлӑхӗ-пуянлӑхӗ пуҫӗ ҫинчи лӳчӗркенчӗк шлепкерен (Европӑн паллах) тата такам чылай вӑхӑт тӑхӑнса тӗссӗрлетнӗ мундиртан (пакунлӑ паллах) иртеймест, мундир аркисен витӗр вара королӗн ҫара хура ӳчӗ хӑйӗн мӑнаҫлӑхӗпе йӑлтӑртатать.
X. Мирамбо вӑрӑ-хурах // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 165–317 с.
Церерӑн лаптӑкӗ икӗ миллион тӑваткал километра яхӑн — ку вӑл Европӑн улттӑмӗш пайӗ; Церера ҫинче Франци, Итали, Германи, Англи ҫӗршывӗсене вырнаҫтарма пулать, тата Швейцари пек пӗчӗк ҫӗршывсем валли те самаях вырӑн юлнӑ пулӗччӗ-ха.
Астероидсен тӑрӑхӗ // Лина Агеносова. Волков А.Л. Ҫӗрпе пӗлӗт: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 188 с.
Каллех чӳрече ҫине чалӑшшӑн пӑхса, урамра ура сассисем ҫук-и, тесе, итленӗ те вӑл географи кӗнекинчен ҫурса кӑларнӑ Европӑн пӗчӗк карттине ещӗкрен туртса кӑларнӑ.
Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Иван Васильев. Рысс Е. Хӗрача ашшӗне шырать: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 140 с.
Шуряков чӑваш - Раҫҫейӗн - 28 хут, Европӑн - 19 хут, тӗнчен 30 хут чемпионӗ, Гиннес кӗнекин тӗнче рекордсменӗ…
Спорт Улӑпӗн пурнӑҫ йӗрки // Шӑмӑршӑ хыпарӗ. «Шӑмӑршӑ хыпарӗ», 2021.09.24, http://shemursha-vesti.ru/linenew.php?id=891&text=news-publikacii
Польшӑна ют ҫӗршыв графӗсемпе баронӗсем килсе тухнинчен тӗлӗнме кирлӗ пулман: Европӑн ҫурма-Азиллӗ кӗтесне курас ӗмӗтпе вӗсем кунта час-часах киле-киле кӗнӗ.
XI // Куҫма Турхан. Гоголь Н.В. Тарас Бульба: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 126 с.
Ун пек характерлӑ ҫынсем XV-мӗш ӗмӗрти йывӑр вӑхӑтра кӑна, ҫынсем вырӑнтан вырӑна куҫса ҫӳрес йӑлине пӑрахсах ҫитереймен ҫӗрте Европӑн пӗр кӗтессинче ҫеҫ пулма пултарнӑ; ун чухне малтанхи пурӑнӑҫ йӗркисемпе пурӑнакан пӗтӗм кӑнтӑр Российӑран хӑйӗн князӗсем тухса кайнӑ; ӑна вара лӑпланма пӗлмесӗр пыра-пыра тапӑнакан монгол вӑрӑ-хурахӗсем ҫаратса, ҫунтарса пӗтернӗ, ҫурт-йӗрсӗр тӑрса юлнӑ ҫынсем хӑюлланса ҫитнӗ; кӳршӗсем усал пулнӑ пирки тата яланах хӑрушлӑхра сехӗрленсе пурӑннӑ пирки, вӑл, ҫунса тӑракан ҫӗрех пурӑнма вырӑнаҫнӑ та, ҫак хӑрушлӑха тӳрех куҫран пӑхма хӑнӑхса ҫитнӗ, ҫӗр ҫинче шиклӗх пуррипе ҫуккине те манса кайнӑ; ҫавӑн чухне вара авалхи славян ҫыннин чӗри ҫапӑҫу хастарлӑхӗпе тулнӑ, тӗнчере вырӑс ҫутҫанталӑкӗн сарлака та ирӗк вӑйӗ — козачество пуҫланса кайнӑ; мӗнпур юханшыв тӑрӑхӗсене, юханшыв урлӑ каҫмалли вырӑнсене, ҫыран хӗрринчи сӗвек те майлӑ вырӑнсене козаксем йышӑнса тухнӑ, вӗсен шутне никам та пӗлмен; хӑюллӑ козаксем вӗсен шутне пӗлме тӑрӑшакан султана ҫапла ответлеме пултарнӑ: «кам пӗлсе ҫитерет вӗсене! вӗсем пирӗн ҫеҫенхир туллиех ларса тухнӑ; ӑҫта байрак, унта козак» (ӑҫта тӗмеске пур, унта козак та пурах).
I // Куҫма Турхан. Гоголь Н.В. Тарас Бульба: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 126 с.
Персеваль тата ҫапӑҫу хирне тахҫанах Испанирен Европӑн ҫурҫӗр пайне куҫармалли пирки калакан Каслри ҫар министрӗ пусӑхласа ыйтнипе Британири министрсен кабинечӗ 1807 ҫулхи утӑн 14-мӗшӗнче Каттегата датчансен карапӗсене сӑнаса тӑрас тӗллевпе 21 карап яма килӗшнӗ.
Копенгагена бомбӑлани // Аҫтахар Плотников. https://cv.wikipedia.org/wiki/%D0%9A%D0% ... 0%BD%D0%B8
Консула суйланнӑскер, Галлие (Галлия Хӗвеланӑҫ Европӑн чылай пысӑк пайне йышӑнса тӑнӑ, Ҫурҫӗр Италирен пуҫласа Германири Рейн шывӗ таран тӑсӑлнӑ) ҫӗнтерсе илнипе чапа тухнӑ.
Авалхи Римри тата Авалхи Грецири ятсемпе сӑмахсене ӑнлантарса пани // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 315–330 с.
Кунта Европӑн ҫыранӗсем ҫинче тытса илнӗ ҫынсемпе выльӑхсене хупнӑ.Здесь помещали людей и скот, захваченный на европейском побережье.
Вуниккӗмӗш сыпӑк // Сергей Мерчен. Выгодская Э.И. Алжир тыткӑнӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1946. — 112 с.
— «Европӑн» гаражӗ.
XVI // Наум Любимов. Гончар, Александр Терентьевич. Ялавпа пыракансем: 3 кӗнекеллӗ роман; Н. Я. Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 456 с.
Европӑн пур вӗҫӗсенчен те вӑл шкула курма тата вӗренме ҫынсем пуҫтарӑннӑ.И со всей Европы стали стекаться сюда люди — поучиться и посмотреть.
35. Чап // Ярукка Сантри. Чарнлей, М. Райтсем: (Вильбурпа Орвиль) / А. И. Ярлыкин куҫарнӑ; ред. Н. Васянка. — Шупашкар: Чӑвашсен патшалӑх издательстви, 1936. — 110 с.
Вӑл ҫул Европӑн ҫурҫӗрти ҫыранӗсем патӗнчен иртсе пырать.
17 сыпӑк // Василий Хударсем. Осеева В.А. Ваҫҫук Трубачевпа унӑн юлташӗсем. Повесть. 1-мӗш кӗнеке. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 221 с.