Шырав
Шырав ĕçĕ:
Шӑп ҫав йывӑр вӑхӑтра Володя, эпӗ хӗрсе кайсах калаҫнине асӑрхаса, ташӑсене хутшӑнман шӑллӗ калаҫма мӗн тери пултарнине пӗлес шутпа пулмалла, Дубковпа пӗрле пирӗн пата пырса тӑчӗ.
XXXVIII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Пилӗк ҫула яхӑн иртсе кайичченех эпӗ хама кӳрентернӗшӗн тавӑрмасӑр хӑварнине аса илмессерен чӗтре-чӗтре илтӗм, кӑшкӑра-кӑшкӑра ятӑм, Дубковпа пулнӑ ӗҫре хама епле харсӑр тытнине мӑнкӑмӑлланса аса илни кӑна мана йӑпатрӗ.
XVI сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Тепӗр кунне эпӗ Дубковпа Володя патӗнче курнӑҫрӑм, ун чух пулни-иртни ҫинчен аса илмерӗмӗр, анчах «эсир» тесе калаҫрӑмӑр, пире пӗр-пӗрне куҫран пӑхма чылаях йывӑр пулса тӑчӗ.
XVI сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Шампански илсе килсе лартсан, пурте мана саламларӗҫ, вара эпӗ, «эсӗ» тесе чӗнсе, Дубковпа Дмитрин аллисене чӑмӑртанӑ хыҫҫӑн ӗҫрӗм те вӗсене чуптурӑм.
XV сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Дубковпа Володя Ярти мӗнпур ҫынсене ятран пӗлеҫҫӗ, вӗсене швейцартан пуҫласа хуҫи таранах пысӑк хисепе хураҫҫӗ.
XV сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Эпир кӗнӗ чух Дубковпа Володя картла выляса ларатчӗҫ.
XIV сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Эпӗ Володя патне кӗнӗ вӑхӑтра ман хыҫра Дубковпа Нехлюдов сассисем илтӗнчӗҫ, вӗсем мана саламлама тата эпӗ вӗренме кӗнӗ ятпа ӑҫта та пулин апатланма, шампански ӗҫме кайма сӗнес шутпа килнӗ.
XIII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Грузи патшин ывӑлӗ ярӑннӑ чух Мимие курса юратса пӑрахнӑ та арӑмӗнчен уйӑрма ыйтса синода хут ҫырса панӑ пулать, мана Венӑри посланник помощникӗ пулма уйӑрнӑ, имӗш, — ҫакнашкал хыпарсене вӑл пӗр кулмасӑр каласа пӗлтерет; Катьӑна эрешменсемпе хӑратать, лешӗ вӗсенчен питӗ хӑрать; пирӗн ҫывӑх юлташсемпе Дубковпа, Нехлюдовпа питӗ ӑшӑ кӑмӑллӑ, пире те, хӑнасене те вӗҫӗмсӗрех килес ҫула палӑртнӑ планӗсене кала-кала парать.
IV сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Дубковпа Нехлюдов, шинельсемпе тата шлепкисемпе, пӳлӗме кӗчӗҫ.
XXVI сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Вӑл Дубковпа тата Володьӑпа питӗ туслӑ пек туйӑнать пулин те, вӗсем теплерен кӑна ҫыхӑнса кайни паллӑ.
XXV сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
- 1