Шырав
Шырав ĕçĕ:
22. Акӑ ӗнтӗ Давид тарҫисем Иоавпа пӗрле ҫапӑҫуран таврӑннӑ, хӑйсемпе пӗрле пысӑк тупӑш илсе килнӗ; Авенир ун чухне Хевронра Давидпа пӗрле пулман ӗнтӗ, мӗншӗн тесессӗн Давид ӑна чарса тӑман та, вӑл ыррӑн-сыввӑн тухса кайнӑ.
2 Пат 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Иуда килӗ ҫеҫ Давидпа пулнӑ.
2 Пат 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
26. Давид Секелага ҫитнӗ, тупӑш пайне Иудейӑн аслӑ ҫыннисем патне, хӑйӗн тусӗсем патне ӑсатса, ҫапла каланӑ: «Ҫӳлхуҫа тӑшманӗсенчен туртса илнӗ тупӑшран акӑ сире парне ярса паратпӑр» тенӗ, 27. ӑна ҫак хулара пурӑнакансене панӑ: Вефильре, кӑнтӑр Рамофра, Иаттирта, [Гефорта,] 28. Ароерта, [Аммадра,] Шифмофра, Естемоара, [Гефра,] 29. [Кинанӑра, Сафенра, Фимафра,] Рахалра, Иерахмеель хулисемпе Кеней хулисенче, 30. Хормара, Хорашанра, Атахра, 31. Хевронра тата Давидпа унӑн ҫыннисем ҫӳренӗ вырӑнсенче пурӑнакансене валеҫсе панӑ.
1 Пат 30 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
22. Ҫавӑн чухне Давидпа пӗрле вӑрҫӑра пулнӑ хӑш-пӗр усал та юрӑхсӑр ҫынсем ҫапла калама пуҫланӑ: вӗсем пирӗнпе пымарӗҫ, ҫавӑнпа хамӑр туртса илнӗ тупӑшран вӗсене нимӗн те памастпӑр; кашнийӗ хӑйӗн арӑмӗпе ачисене илтӗр те кайтӑр, тенӗ.
1 Пат 30 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
21. Давид леш икҫӗр ҫын патне — вӑйсӑрланнине пула ыттисемпе пӗрле пырайманран Восор юхӑм шывӗ патӗнче тӑратса хӑварнӑ ҫынсем патне — пырса ҫитнӗ, вӗсем Давидпа унӑн ҫыннисене хирӗҫ тухнӑ.
1 Пат 30 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Давидпа унӑн ҫыннисем хулана пырса ҫитнӗ те — акӑ хулана ҫунтарса янӑ, вӗсен арӑмӗсене, ывӑлӗсемпе хӗрӗсене тыткӑна илсе кайнӑ.
1 Пат 30 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Давидпа унӑн ҫыннисем Секелаг еннелле кайма тухнӑ хыҫҫӑн виҫҫӗмӗш кунне Амалик ҫыннисем кӑнтӑр енчен Секелаг хулине тапӑннӑ, Секелага туртса илнӗ те вут-ҫулӑмпа ҫунтарса янӑ, 2. хулари пӗтӗм хӗрарӑма [тата ыттисене те] — ваттине те, вӗттине те — пӗрне те вӗлермен, тыткӑна илнӗ те хӑйсен ҫулӗпе тухса кайнӑ.
1 Пат 30 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Давидпа унӑн ҫыннисем ирхине ирех тӑнӑ та филистимсен ҫӗрне таврӑннӑ.11. И встал Давид, сам и люди его, чтобы идти утром и возвратиться в землю Филистимскую.
1 Пат 29 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2. Филисти ҫулпуҫӗсем ҫӗршер те пиншер ҫынлӑ ушкӑнсемпе пынӑ, Давидпа унӑн ҫыннисем вара хыҫалта Анхуспа пӗрле пынӑ.2. Князья Филистимские шли с сотнями и тысячами, Давид же и люди его шли позади с Анхусом.
1 Пат 29 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Вӑхӑтӑн-вӑхӑтӑн Давидпа унӑн ҫыннисем тахҫантанпах ҫак ҫӗршывра Сур пушхирӗпе Египет хутлӑхӗнче пурӑнакан Гессур, Гизрий, Амалик халӑхӗсене тапӑннӑ.
1 Пат 27 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Давидпа унӑн ҫыннисем кашнийӗ хӑйӗн кил-йышӗпе пӗрле Анхус патӗнче Гефра пурӑннӑ, Давидпа пӗрле унӑн икӗ арӑмӗ — Изреель хӗрӗ Ахиноама тата Авигея, Навал арӑмӗ пулнӑскер, Кармил хӗрӗ — пулнӑ.
1 Пат 27 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
20. Вӑл, ашак ҫинче ларса, ту кукӑрӗсемпе аннӑ чухне акӑ ӑна хирӗҫ Давидпа унӑн ҫыннисем килеҫҫӗ, вӑл ӗнтӗ вӗсемпе тӗл пулнӑ.
1 Пат 25 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Саул хӑйӗн килне кайнӑ, Давидпа унӑн ҫыннисем вара ҫирӗплетнӗ хӳтлӗх вырӑна хӑпарнӑ.И пошел Саул в дом свой, Давид же и люди его взошли в место укрепленное.
1 Пат 24 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Вӗсем ҫул хӗрринчи сурӑх карти патне пырса тухнӑ; унта ҫӗр хӑвӑлӗ пулнӑ, Саул унта тула тухма кӗнӗ; Давидпа унӑн ҫыннисем вара ҫӗр хӑвӑлӗнче шаларах ларнӑ.
1 Пат 24 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Саул Израильри чи паттӑр арсенчен виҫӗ пин ҫын суйласа илнӗ те ту качакисем пурӑнакан сӑрт-ту тӑрӑх Давидпа унӑн ҫыннисене шырама кайнӑ.
1 Пат 24 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Давид Саулран аяккарах кайма васканӑ чухне, Саул хӑйӗн ҫыннисемпе ҫавра ҫулпа кайса, Давидпа унӑн ҫыннисен ҫулне пӳлсе вӗсене ярса тытасшӑн ҫӳренӗ чухне 27. Саул патне хыпарҫӑ ҫитнӗ те каланӑ: васкасах каялла таврӑн: филистимсем пирӗн ҫӗр ҫине тапӑнчӗҫ, тенӗ.
1 Пат 23 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Давидпа унӑн ҫыннисем Иесимонран сылтӑмарах, Маон пушхирӗнче тӳремлӗхре, тӑнӑ.Давид же и люди его были в пустыне Маон, на равнине, направо от Иесимона.
1 Пат 23 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. Вара Давидпа унӑн ҫыннисем, ултҫӗр ҫынна яхӑн, хускалнӑ та Кеильрен тухса кайнӑ, ӑҫта май килнӗ, ҫавӑнта ҫӳренӗ.13. Тогда поднялся Давид и люди его, около шестисот человек, и вышли из Кеиля и ходили, где могли.
1 Пат 23 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Вара Саул пӗтӗм халӑха вӑрҫӑ вӑрҫма — Кеиле кайма, Давидпа унӑн ҫыннисене хупӑрласа илме — пуҫтарнӑ.8. И созвал Саул весь народ на войну, чтоб идти к Кеилю, осадить Давида и людей его.
1 Пат 23 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Анчах Давидпа пӗрле пулнисем ӑна каланӑ: эпир кунта Иудейӑра та хӑратпӑр, Филисти ҫарӗсене хирӗҫ Кеиле мӗнле каяс-ха пирӗн? [эпир филистимсен тыткӑнне лекӗпӗр,] тенӗ.
1 Пат 23 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.