Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Грэй (тĕпĕ: ) more information about the word form can be found here.
Элвин Грэй ача чухнехи юратнӑ тетти ҫинчен Пӗтӗм Раҫҫейри пӗрремӗш «Атя выляма» фестивальте каласа панӑ.

Элвин Грей рассказал о любимой игрушке детства на стартовавшем в Уфе первом Всероссийском фестивале игр «Айда играть».

Элвин Грэй "Атя выляма" фестивальте ача чухнехи юратнӑ тетти ҫинчен каласа панӑ // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/articles/kultura/2023 ... an-3438222

Экипажӑн пӗр йышӗ, Грэй эрехӗ ҫапса антӑратнӑскер, епле ӳкнӗ ҫаплипех палуба ҫинче ҫывӑрать; ураран ӳкменнисем — рульҫӑпа вахтӑри матрос ҫеҫ тата шухӑша путнӑ ӳсӗр Циммер, виолончель мӑйне янах айӗпе тытса карап хыҫӗнче лараканскер.

Часть экипажа как уснула, так и осталась лежать на палубе, поборотая вином Грэя; держались на ногах лишь рулевой да вахтенный, да сидевший на корме с грифом виолончели у подбородка задумчивый и хмельной Циммер.

VII. Хӗрлӗ «Вӑрттӑнлӑх» // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 9–90 с.

— Епле, килӗшрӗ-и ҫакӑ? — Летикӑран ыйтрӗ Грэй.

— Как понравилось оно тебе? — спросил Грэй Летику.

VII. Хӗрлӗ «Вӑрттӑнлӑх» // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 9–90 с.

Грэй ҫӳле улӑхрӗ, оркестра паллӑ пачӗ те карттусне хыврӗ, ылтӑн трубасен юрри юхнӑ май сӑваплӑ эрехе виркӗс стаканпа чи малтан ӑсса илчӗ.

Грэй поднялся вверх, дал знак оркестру и, сняв фуражку, первый зачерпнул граненым стаканом, в песне золотых труб, святое вино.

VII. Хӗрлӗ «Вӑрттӑнлӑх» // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 9–90 с.

Тӗнчери тӗрлӗ чӗлхепе тӗрлӗ пуплевре нумай-нумай сӑмах, анчах Ассольпе Грэй ҫак кун пӗр-пӗрне мӗн-мӗн каланине кирек мӗнле сӑмахпа та пӗлтереймӗн, ку ҫеҫ-и — чӗптӗм те сӑнласа кӑтартаймӑн.

Много на свете слов на разных языках и разных наречиях, но всеми ими, даже и отдаленно, не передашь того, что сказали они в день этот друг другу.

VII. Хӗрлӗ «Вӑрттӑнлӑх» // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 9–90 с.

— Паллах, — Грэй хӑйӗн тимӗрле ҫирӗп «паллахӗ» хыҫҫӑн Ассоле хыттӑн-хыттӑн чуп турӗ.

— Да, — Грэй крепко поцеловал ее вслед за своим железным «да».

VII. Хӗрлӗ «Вӑрттӑнлӑх» // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 9–90 с.

Грэй унта этемре мӗн лайӑххи пурте пуррине курать.

В них было все лучшее человека.

VII. Хӗрлӗ «Вӑрттӑнлӑх» // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 9–90 с.

Сӑмахпа каласа парайми, хаклӑран та хаклӑ ҫак самант урӑх никамшӑн та мар, уншӑн ҫеҫ килнипе Грэй хӑй те хумханса тата тӗлӗнсе кайрӗ, шухӑшӗнче тахҫанах-тахҫанах курӑнакан ҫак пите янахӗ айӗнчен асӑрхануллӑн, анчах ӑшӑ кулӑпа ҫӗклерӗ, вара хӗрӗн куҫӗсем тинех яриех уҫӑлчӗҫ.

Бережно, но со смехом, сам потрясенный и удивленный тем, что наступила невыразимая, недоступная никому драгоценная минута, Грэй поднял за подбородок вверх это давным-давно пригрезившееся лицо, и глаза девушки, наконец, ясно раскрылись.

VII. Хӗрлӗ «Вӑрттӑнлӑх» // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 9–90 с.

Грэй хӗре аллисенчен чӑмӑртаса тытрӗ те — ӑҫта кайсан хӑрушӑ маррине ӑнланса Ассоль куҫҫульпе йӗпеннӗ питне ҫапла асамлӑн килсе ҫитнӗ тусӗн кӑкӑрӗ ҫумне пытарчӗ.

Грэй взял ее руки и, зная уже теперь, куда можно безопасно идти, она спрятала мокрое от слез лицо на груди друга, пришедшего так волшебно.

VII. Хӗрлӗ «Вӑрттӑнлӑх» // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 9–90 с.

— Эсӗ те ҫавах, пӗчӗкскерӗм! — терӗ Грэй йӗпеннӗ хаклӑ туприне шывран йӑтса кӑларнӑ май.

— И ты тоже, дитя мое! — вынимая из воды мокрую драгоценность, сказал Грэй.

VII. Хӗрлӗ «Вӑрттӑнлӑх» // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 9–90 с.

Грэй пӗшкӗнчӗ те — ӑна пилӗкӗнчен Ассоль аллисем ҫатӑрласа тытрӗҫ.

Грэй нагнулся, руки Ассоль ухватились за его пояс.

VII. Хӗрлӗ «Вӑрттӑнлӑх» // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 9–90 с.

Ҫурт тӑррисем чӑрмантармасан Грэй пӗр пӳрт кантӑкӗ умӗнче темӗнле кӗнекепе ларакан Ассоле палласа илетчӗ-тӗр.

Если бы не ряд крыш, он различил бы в окне одного дома Ассоль, сидящую за какой-то книгой.

VII. Хӗрлӗ «Вӑрттӑнлӑх» // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 9–90 с.

Грэй инҫете пӑхмалли трубине тытса Каперна еннелле тинкерчӗ.

Взяв подзорную трубу, Грэй уставился на Каперну.

VII. Хӗрлӗ «Вӑрттӑнлӑх» // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 9–90 с.

Ку хутӗнче Грэй юмарт Пантенпа калаҫнӑ чухнехинчен ытларах ӑнӑҫтарчӗ ахӑр, мӗншӗн тесен крейсер хӑвӑртлӑхне пӗчӗклетрӗ те горизонт еннелле хӑватлӑн салютларӗ, унӑн ӑнтӑлса тухнӑ тӗтӗмӗ сывлӑша йӑлтӑркка пысӑк мечӗксемпе шӑтарса тӳлек шыв сийӗн татӑкӑн-татӑкӑн сапаланчӗ.

По-видимому, этот раз Грэй имел больше успеха, чем с простодушным Пантеном, так как крейсер, помедлив, ударил по горизонту могучим залпом салюта, стремительный дым которого, пробив воздух огромными сверкающими мячами, развеялся клочьями над тихой водой.

VII. Хӗрлӗ «Вӑрттӑнлӑх» // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 9–90 с.

— Туссемӗр, — терӗ Грэй матроссене, — ан хӑрӑр, пире пемеҫҫӗ!

— Братцы, — сказал Грэй матросам, — нас не обстреляют, не бойтесь.

VII. Хӗрлӗ «Вӑрттӑнлӑх» // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 9–90 с.

Грэй хӑйӗн янӑравлӑ чунӗнче нимӗнле иккӗленӳ пуррине те — канӑҫсӑрлӑхӑн вӑрттӑн сӗмне те, вак шухӑшсен шавне те туймасть; сӑмахпа каласа уҫӑмлӑн хак пама май ҫук шухӑшсемпе тулнӑскер — илӗртӳллӗ тӗллевӗ патне вӑл парӑс пек лӑпкӑн ӑнтӑлать.

Не было никаких сомнений в звонкой душе Грэя — ни глухих ударов тревоги, ни шума мелких забот; спокойно, как парус, рвался он к восхитительной цели; полный тех мыслей, которые опережают слова.

VII. Хӗрлӗ «Вӑрттӑнлӑх» // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 9–90 с.

Грэй ҫаврӑнчӗ те ҫӳлелле пӑхрӗ; унта хӗп-хӗрлӗ парӑс шӑппӑн ӑнтӑлса вӗлкӗшет; унӑн ҫӗввисенче йӗпкӗн хӗрлӗ тӗтӗм евӗр хӗвел йӑлтӑртатать.

Грэй оглянулся, посмотрев вверх; над ним молча рвались алые паруса; солнце в их швах сияло пурпурным дымом.

VII. Хӗрлӗ «Вӑрттӑнлӑх» // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 9–90 с.

Хӑйӗн сӑмахӗ кӗске вӑхӑтрах усӑ кӳнипе кӑштах тӗлӗннӗ Грэй мӗн те пулин каласа ӗлкӗриччен Пантен траппа кӗмсӗртетсе те анчӗ, авӑ таҫта катара ассӑн сывлать…

Прежде чем Грэй, несколько удивленный таким быстрым практическим результатом своих слов, успел что-либо сказать, Пантен уже загремел вниз по трапу и где-то отдаленно вздохнул.

VII. Хӗрлӗ «Вӑрттӑнлӑх» // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 9–90 с.

Грэй моряка эпир мӗн пӗлнине кӗскен каласа пачӗ.

Грэй сжато передал моряку то, о чем мы хорошо знаем.

VII. Хӗрлӗ «Вӑрттӑнлӑх» // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 9–90 с.

— Курсам, — терӗ Грэй, — манӑн парӑс еплерех хӗрелсе-ҫуталса варкӑшать, ҫил те пире майлӑ.

— Теперь, — сказал Грэй, — мои паруса рдеют, ветер хорош.

VII. Хӗрлӗ «Вӑрттӑнлӑх» // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 9–90 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed