Шырав
Шырав ĕçĕ:
9. Израиль, Гива хулинче тунӑ ҫылӑхран та пысӑкрах ҫылӑха кӗтӗн эсӗ; унта вӗсем тытӑнса юлчӗҫ-ха; Гаваонра усаллӑх ывӑлӗсене хирӗҫ пынӑ вӑрҫӑ вӗсем патне ҫитеймерӗ.
Ос 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Тӗпнех ӳкрӗҫ вӗсем, Гива кунӗсенчи пекех асӑхса кайрӗҫ; Турӑ вӗсен йӗркесӗрлӗхне аса илӗ, ҫылӑхӗсемшӗн вӗсене хаса парӗ.
Ос 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
29. Ту хушшисемпе иртӗҫ; Гевӑра ҫӗр каҫӗҫ; Рама чӗтрет; Гива, Саул хули, тарса пытаннӑ.29. Проходят теснины; в Геве ночлег их; Рама трясется; Гива Саулова разбежалась.
Ис 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2. Вӑл Иерусалимра виҫӗ ҫул патшара ларнӑ; унӑн амӑшӗ, Гива хулинчи Уриил хӗрӗ, Михаия ятлӑ пулнӑ.2. Три года он царствовал в Иерусалиме; имя матери его Михаия, дочь Уриилова, из Гивы.
2 Ҫулс 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2. Вӑрҫӑ кӑралӗпе авӑрланнӑ, чулравран сылтӑм аллипе те, сулахай аллипе те чул перекенсем, ухӑпа ҫӗмрен яракансем — вӗсем Саул тӑванӗсем, Вениамин йӑхӗн ҫыннисем пулнӑ: 3. вӗсен пуҫлӑхӗ Ахиезер тата Иоас — Гива ҫыннин Шемаян ывӑлӗсем; Иезиел тата Фелет — Азмавеф ывӑлӗсем; Бераха тата Иегу — Анафоф ҫыннисем; 4. Гаваон ҫынни Ишмаия — вӑтӑр паттӑртан пӗри тата вӑтӑр ҫын пуҫлӑхӗ; Иеремия, Иахазиил, Иоханан тата Гедера ҫынни Иозавад; 5. Елузай, Иеримоф, Веалия, Шемария, Хариф ҫынни Сафатия; 6. Корей ҫыннисем Елкана, Ишшияху, Азариил, Иоезер тата Иошавам; 7. Иоела тата Завадия — Гедор хулинчи Иерохам ывӑлӗсем.
1 Ҫулс 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Ҫакӑнтан Аса патша Вениамин ҫӗрӗнчи Гива хулипе Мицпа хулине туса лартнӑ.
3 Пат 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
24. [Акӑ Давид патша хӑюҫахӗсен ячӗсем:] Иоавпа пӗртӑван Асаил — вӑтӑр ҫарпуҫ шутӗнче; Елханан — Додо ывӑлӗ, Вифлеем ҫынни, 25. Харод ҫынни Шамма, Харод ҫынни Елика, 26. Палтит ҫынни Херец, Ира — Икеш ывӑлӗ, Фекоя ҫынни, 27. Анафоф ҫынни Евиезер, Хушат ҫынни Мебуннай, 28. Ахоха ҫынни Цалмон, Нетофа ҫынни Магарай, 29. Хелев — Баана ывӑлӗ, Нетофа ҫынни, Иттай — Рибай ывӑлӗ, Вениамин ывӑлӗсен ҫӗрӗнчи Гива ҫынни, 30. Пирафон ҫынни Ванея, Нахле-Гааш ҫынни Иддай, 31. Арбат ҫынни Ави-Албон, Бархум ҫынни Азмавет, 32. Шаалбони ҫынни Елияхба; Яшен ывӑлӗсенчен — Ионафан, 33. Гарир ҫынни Шама, Ахиам — Шарар ывӑлӗ, Арар ҫынни, 34. Елифелет — Магахати ывӑлӗн Ахасбайӑн ывӑлӗ, Елиам — Ахитофел ывӑлӗ, Гило ҫынни, 35. Кармил ҫынни Хецрай, Арбит ҫынни Паарай, 36. Игал — Нафан ывӑлӗ, Цоба ҫынни, Гад йӑхӗн ҫынни Бани, 37. Аммон ҫынни Целек, Берот ҫынни Нахарай — Саруия ывӑлӗн Иоавӑн кӑралне йӑтса ҫӳрекенӗ, 38. Итр ҫынни Ира, Итр ҫынни Гареб, 39. хет ҫынни Урия.
2 Пат 23 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
19. Зиф ҫыннисем Саул патне Гива хулине пынӑ та каланӑ: Давид пирӗн патӑмӑрта, ҫын ҫӳремен вырӑнта, вӑрманта, Иесимонран сылтӑмарах ларакан Гахил сӑрчӗ ҫинче, пытанса пурӑнать; 20. эппин, кӑмӑлу пулсассӑн, патша, кай ҫавӑнта; пирӗн тивӗҫ ӑна патша аллине тытса парасси пулӗ, тенӗ.
1 Пат 23 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Ионафан филистимсен ҫар ушкӑнӗ тӑракан вырӑна илсе тухакан ҫула шыранӑ тӗлте, пӗр енче те шӗвӗр ту хысакӗ, тепӗр енче те шӗвӗр ту хысакӗ пулнӑ: пӗрин ячӗ — Боцец, тепӗрин ячӗ — Сене; 5. пӗр хысакӗ ҫурҫӗр енчен Михмас еннелле, тепӗри кӑнтӑр енчен Гива еннелле тухса тӑнӑ.
1 Пат 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2. Саул ун чухне Гива хули хӗрринче, Мигрон теекен вырӑнти нар йывӑҫӗ айӗнче, тӑнӑ.2. Саул же находился в окраине Гивы, под гранатовым деревом, что в Мигроне.
1 Пат 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Саул патшана ларнӑранпа ҫулталӑк иртнӗ, Израильре иккӗмӗш ҫул патшара ларнӑ чухне Саул Израиль ҫыннисенчен хӑйне валли виҫӗ пинне суйласа илнӗ: 2. икӗ пинӗ Саулпа пӗрле Михмас хулинче тата Вефиль тӑвӗ ҫинче пулнӑ, пинӗшӗ Ионафанпа пӗрле Вениамин ҫӗрӗнчи Гива хулинче пулнӑ; ытти халӑха вӑл хӑйсен килӗсене янӑ.
1 Пат 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Элчӗсем Саул пурӑнакан Гива хулине ҫитнӗ те ҫав сӑмахсене халӑха каласа панӑ; вара пӗтӗм халӑх ҫухӑрашма, макӑрма пуҫланӑ.
1 Пат 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
42. Вӗсем израильсенчен ҫул тӑрӑх пушхирелле тарма пуҫланӑ; анчах вӗсене хыҫалтан хӗҫпе хӑваланӑ тата вӗсене хуласенчен те туха-туха пӗтернӗ; 43. хупӑрласа илнӗ те Вениамина ӑна Менуха теекен вырӑна ҫитиччен хӑваласа кайнӑ, Гива хулин тухӑҫ енне ҫитичченех пӗтерсе пынӑ.
Тӳре 20 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
36. Вениамин ывӑлӗсем хӑйсем мӗнле пӗтнине курсассӑн, Израиль ывӑлӗсем каялла чакнӑ — ӗнтӗ вӗсем Гива ҫывӑхӗнче пытанса ларнӑ ушкӑн пулӑшасса шаннӑ.
Тӳре 20 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
34. Ӗнтӗ Гива умне пӗтӗм Израиль хушшинчен суйласа илнӗ вунӑ пин ҫын ҫитнӗ те, хаяр ҫапӑҫу пуҫланнӑ; анчах Вениамин ывӑлӗсем хӑйсене инкек кӗтсе тӑнине пӗлмен.
Тӳре 20 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
31. Вениамин ывӑлӗсем халӑха хирӗҫ тухнӑ, хуларан аякка кайса, унчченхи пекех, Вефиль еннелле каякан тата хир урлӑ Гива еннелле каякан ҫулсем ҫинче халӑха вӗлерме тытӑннӑ, израильсене вӑтӑр ҫын таран вӗлернӗ.
Тӳре 20 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
30. Виҫҫӗмӗш кунне Израиль ывӑлӗсем Вениамин ывӑлӗсене хирӗҫ тухнӑ, унчченхи пекех, Гива умӗнче ҫапӑҫӑва йӗркеленсе тӑнӑ.
Тӳре 20 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
29. Израиль вара Гива йӗри-тавра пытанса ларнӑ.
Тӳре 20 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
25. Иккӗмӗш кунне Вениамин та Гива хулинчен вӗсене хирӗҫ тухнӑ, вара хӗҫ тытнӑ Израиль ывӑлӗсенчен тата вунсакӑр пин ҫыннине пӗтернӗ.
Тӳре 20 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
19. Израиль ывӑлӗсем вара ир-ирех тапранса тухнӑ та Гива ҫывӑхӗнче тапӑрӑн чарӑнса тӑнӑ; 20. ҫапла израильсем Вениамина хирӗҫ вӑрҫа тухнӑ, Гива патӗнче ҫапӑҫӑва йӗркеленсе тӑнӑ.
Тӳре 20 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
- 1
- 2