Шырав
Шырав ĕçĕ:
Гаризим (тĕпĕ: ) more information about the word form can be found here.
7. Ҫакӑн ҫинчен Иофама каласа панӑ, вӑл вара Гаризим тӑвӗ ҫине хӑпарнӑ та ун тӑррине тӑрса хыттӑн кӑшкӑрса каланӑ: эй Сихем ҫыннисем, итлӗр мана, вара сире Турӑ та итлӗ!
Тӳре 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
33. Пӗтӗм Израиль — [унӑн] аслӑ ҫыннисем, халӑха пӑхса тӑраканӗсем тата тӳрисем — Ҫӳлхуҫа саккунӗн арчине ҫӗклесе ҫӳрекен священниксем[пе] левитсене тӗлме-тӗл саккун арчин икӗ енне тӑрса тухнӑ; ют ҫӗртен килнисем те, Израиль ҫыннисем те пурте пӗрле, ҫурри — Гаризим тӑвӗ енче, тепӗр ҫурри Гевал тӑвӗ енче йӗркеленсе тӑнӑ: Ҫӳлхуҫа чури Моисей ӗлӗк Израиль халӑхне ҫапла пиллеме хушса хӑварнӑ.
Нав 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Вара ҫав кун Моисей халӑха ҫапла каланӑ 12. Иордан урлӑ каҫсассӑн, халӑха пиллемешкӗн ҫак йӑхсем — Симеон, Левий, Иуда, Иссахар, Иосиф тата Вениамин йӑхӗсем — Гаризим тӑвӗ ҫине тӑмалла; 13. ҫак йӑхсем вара — Рувим, Гад, Асир, Завулон, Дан тата Неффалим йӑхӗсем — ылханса каламашкӑн Гевал тӑвӗ ҫине тӑмалла.
Аст 27 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
29. Ҫӳлхуҫа, хӑвӑн Турру, сана хӑвӑн аллуна илме каякан ҫӗре илсе кӗрсессӗн, пиллӗх сӑмахне Гаризим тӑвӗ ҫинче кала, ылхан сӑмахне Гевал тӑвӗ ҫинче кала: 30. авӑ вӗсем Иордан леш енче, хӗвеланӑҫ еннелле каякан ҫул ҫинче, ханаансен ҫӗрӗнче лараҫҫӗ, ханаансем вара тӳремлӗхре, Галгалпа тӗлме-тӗл, Море юманлӑхӗ ҫывӑхӗнче пурӑнаҫҫӗ.
Аст 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Страницăсем:
- 1