Шырав
Шырав ĕçĕ:
2. Вӗсем вара Галгал ҫулӗпе кайса Арвилӑри Месалоф хули патӗнче тапӑра вырӑнаҫса тӑнӑ, хулине ярса илсе темӗн чухлӗ ҫынна пӗтернӗ.
1 Мак 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Вефиле ан шырӑр, Галгала ан кайӑр, Вирсавияна ан ҫӳрӗр: Галгал пӗтӗмпех тыткӑна лекӗ, Вефильрен нимӗн те тӑрса юлмӗ.
Ам 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. Эпӗ ҫав кустӑрмасене «галгал» тенине илтрӗм.
Иез 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
15. Самуил ӗнтӗ пурӑнӑҫӗ тӑршшӗпех Израиль тӳри пулнӑ: 16. ҫултан ҫулах вӑл Вефиль, Галгал тата Массифа хулисене ҫитсе ҫаврӑнса тухнӑ, ҫавӑнти мӗнпур вырӑнта Израиле сут тунӑ; 17. кайран вӑл Рамӑна таврӑннӑ, мӗншӗн тесессӗн унӑн килӗ-ҫурчӗ ҫавӑнта пулнӑ, унта вӑл Израиле сут тунӑ, унта вӑл Ҫӳлхуҫана парне кӳмелли вырӑн туса лартнӑ.
1 Пат 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
18. Пӗтӗм парнине сӑйласа панӑ хыҫҫӑн, парне йӑтса килнӗ ҫынсене ӑсатса ярсассӑн, 19. Аод, кайма тухнӑскер, Галгал теекен вырӑнти чул йӗрӗхсем патне ҫитсессӗн, каялла таврӑннӑ та каланӑ: патша, ман сана вӑрттӑн каламалли сӑмах пур, тенӗ.
Тӳре 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Галгал хулинчен Бохим теекен вырӑна [тата Вефиль хулине те, Израиль килне те] Ҫӳлхуҫа Ангелӗ пынӑ та каланӑ [вӗсене: Ҫӳлхуҫа ҫапла калать]: Эпӗ сире Египетран илсе тухрӑм, [сире пама пулса] аҫӑрсене тупа туса каланӑ ҫӗршыва илсе ҫитертӗм, Эпӗ каларӑм: «Сирӗнпе хывнӑ Хамӑн халалӑма ӗмӗрне те пӑсмӑп; 2. эсир те ҫакӑ ҫӗр ҫинче пурӑнакансемпе килӗшӗве ан кӗрӗр; [вӗсенӗн туррисене ан пуҫҫапӑр, вӗсенӗн йӗрӗхӗсене ҫапса салатӑр,] вӗсенӗн чӳк вырӑнӗсене аркатӑр» терӗм.
Тӳре 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
[Унпа пӗрле тупӑклӑха чул ҫӗҫӗсем хунӑ: Иисус Израиль халӑхне Египетран илсе тухсассӑн, Ҫӳлхуҫа хушнипеле, вӗсене Галгал хулинче ҫав ҫӗҫӗсемпе ӳт каснӑ пулнӑ; ҫав ҫӗҫӗсем халӗ те ҫавӑнтах выртаҫҫӗ.]
Нав 24 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Тухӑҫ енчи чикӗ [тӑршшӗпех] Тӑварлӑ тинӗс хӗррипе пырса Иордан вӑррине ҫитиччен тӑсӑлать; ҫурҫӗр енчи чикӗ вара тинӗс авринчен, Иордан вӑрринчен пуҫланать; 6. ҫакӑнтан чикӗ Беф-Хогла патнелле улӑхать, ҫурҫӗр енчен Беф-Арава патнелле кайса тӑвалла Рувим ывӑлӗн Боганӑн чулӗ тӗлне ҫитичченех пырать; 7. унтан Ахор айлӑмӗнчен пуҫласа Давир патнелле улӑхса каять, ҫурҫӗр енче Галгал еннелле — юхӑм шывӑн кӑнтӑр енче вырӑнаҫнӑ Адуммим тӳпемӗ тӗлне — пӑрӑнать; унтан чикӗ Ен-Шемеш шывӗнчен иртсе Ен-Рогел патне ҫитет; 8. унтан чикӗ, Иевус теекен Иерусалимӑн кӑнтӑр енӗпе иртсе кайса, Енном ывӑлӗн айлӑмне улӑхать, вара сӑрт тӳпине — Енном айлӑмӗнчен анӑҫалла, Рефаим айлӑмӗ хӗрринчен ҫурҫӗрелле вырӑнаҫнӑ сӑрт тӳпине — хӑпарать; 9. сӑрт тӳпинчен чикӗ Нефтоах ҫӑлкуҫӗ патнелле пӑрӑнать, Ефрон тӑвӗ ҫинчи хуласем патне ҫитсе Ваал еннелле пӑрӑнать, вӑл ӗнтӗ Кириаф-Иарим хули пулать те; 10. вара чикӗ Ваал патӗнчен тинӗс патнелле пӑрӑнать [те] Сеир тӑвӗ енне [каять], Кесалон теекен Иеарим тӑвӗн ҫурҫӗр енӗпе иртсе Вефсамис патнелле анать, Фимна витӗр тухать; 11. унтан чикӗ Екронӑн ҫурҫӗр енӗпе кайса Шикарон патнелле пӑрӑнать, Ваал [ҫӗрӗнчи] ту урлӑ каҫса Иавнеила ҫитет, вара чикӗ вӗҫӗ тинӗс хӗррине пырса тухать.
Нав 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Гаваон ҫыннисем Иисус патне [Израиль] тапӑрне, Галгал хулине, ҫынсем янӑ: «Хӑвӑн чурусене аллу хӳттисӗр ан хӑвар; хӑвӑртрах килсе пулӑшсам пире, ҫӑлсам пире: ту ҫинче пурӑнакан аморрейсен патшисем пурте пире хирӗҫ пуҫтарӑнса килчӗҫ» тесе калама хушнӑ.
Нав 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Израиль ывӑлӗсем Галгал патӗнче тапӑрӑн тӑнӑ, уйӑхӑн вунтӑваттӑмӗш кунӗнче каҫхине вара Иерихон тӳремӗнче Пасха уявне уяса ирттернӗ; 11. Пасхӑн тепӗр кунӗнче вӗсем ҫав ҫӗр ҫинче ӳсекен ҫимӗҫе ҫие пуҫланӑ, ҫав кунах тутлӑлла ҫӑкӑр, типӗтнӗ тӗшӗ ҫинӗ; 12. вӗсем ҫӗр ҫимӗҫне ҫие пуҫласассӑн тепӗр куннех манна ҫума чарӑннӑ, Израиль ывӑлӗсен вара текех манна пулман, вӗсем ӗнтӗ ҫав ҫул Ханаан ҫӗрӗн ҫимӗҫне ҫисе пурӑннӑ.
Нав 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Акӑ мӗншӗн ҫав вырӑна паян кунчченех Галгал теҫҫӗ.
Нав 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
20. Иордан тӗпӗнчен илнӗ вуникӗ чула Иисус Галгал хулинче купаласа лартнӑ, 21. вара Израиль ывӑлӗсене каланӑ: ӳлӗм сирӗн ывӑлӑрсем хӑйсенӗн ашшӗсенчен: «Ку чулсем мӗне пӗлтереҫҫӗ?» тесе ыйтсассӑн, 22. ывӑлӑрсене ҫапла калӑр: «Израиль ҫак Иордан урлӑ типӗ ҫӗртен каҫнӑ» тейӗр: 23-24. сирӗн Ҫӳлхуҫа Туррӑр эпир ӗлӗк Хӗрлӗ тинӗс урлӑ каҫса кайиччен ӑна типӗ тӑратнӑ пек, [сирӗн Ҫӳлхуҫа Туррӑр] ҫак Иордана та эпир ун урлӑ каҫса кайиччен типӗ тӑратрӗ, ҫакна Вӑл Ҫӳлхуҫа алли хӑватлине ҫӗр ҫинчи пӗтӗм халӑх пӗлсе ҫиттӗр, сирӗн хӑвӑрӑн Ҫӳлхуҫа Туррӑртан ӗмӗр хӑраса пурӑнмалла пултӑр тесе тунӑ, тенӗ.
Нав 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
19. Халӑх ҫапла Иорданран пӗрремӗш уйӑхӑн вуннӑмӗш кунӗнче тухнӑ та Галгал хулинче, Иерихонӑн хӗвелтухӑҫ енче, тапӑра тӑнӑ.
Нав 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
- 1