Шырав
Шырав ĕçĕ:
Вырӑскассинчи (тĕпĕ: ) more information about the word form can be found here.
Хӗлле каллех вӑрмана каймалла пулӗ, вӑрманта ӗҫлеме кӗрӗк ҫӗлетсе хурар-ха тесе, Тимушпа Кӗҫтук пӗр хӗвеллӗ кун Вырӑскассинчи ҫӗвӗҫ патне тирсем йӑтса кайнӑччӗ, икӗ эрнерен кӗрӗк тата ҫӗлӗк йӑтса таврӑннӑччӗ.
III // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 254–305 с.
Манӑн тус, Вырӑскассинчи тимӗрҫӗн ачи — Шурик, хурӑн ҫине хӑпарса, ман икерче таткаласа хӑма ҫине хучӗ.
Икерчӗ // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.
Юлашки вӑхӑтра кӑна Кӗҫӗн Таяпари, Лаш Таяпари, маларах Вырӑскассинчи культура ҫурчӗсене ҫӗнӗ сӑн «ҫапрӗ».
Театр — асамлӑ тӗнче // В.Смирнова. «Елчӗк Ен», 2019.02.06
Патреккелти халӑх хорӗн /ертӳҫи - Г. Борисов/, районти культура ҫурчӗ ҫумӗнчи «Туслӑх» /ертӳҫи - И. Шурбин/, Вырӑскассинчи «Шанӑҫ» ансамбль /ертӳҫи - А.Краснова/, Ҫӗнӗ Пӑвари культура ҫурчӗ ҫумӗнчи пултарулӑх ушкӑнӗн /ертӳҫи - В.Доброхотов/ коллективӗсене, ҫавӑн пекех историпе тӑван тавралӑх музейӗн /ертӳҫи С.Голубева/ тата районти культура ӗҫченӗсене пултарулӑх ӗҫӗнче малашне ӑнӑҫусем сунатӑп.
«Раҫҫей ҫӑлкуҫӗсем» пӗрлештереҫҫӗ // Елчӗк Ен. «Елчӗк Ен», 2016.06.29
Ҫав шутра пирӗн районтан харӑсах 3 пултарулӑх коллективӗ - Патреккелти халӑх хорӗ, районти культура ҫурчӗ ҫумӗнчи «Туслӑх» коллектив тата Вырӑскассинчи «Шанӑҫ» халӑх ансамблӗ «Раҫҫей ҫӑлкуҫӗсем» фестивале, Ҫӗнӗ Пӑвари культура ҫурчӗ ҫумӗнчи «Шуҫӑм» пултарулӑх коллективӗ пӗтӗм чӑвашсен Акатуйне хутшӑнма тивӗҫлӗ пулни, историпе тӑван тавралӑх музейӗ этнокультура ҫуртне йӗркелеме пултарни Елчӗк районӗн ят-сумне тата ҫӳлерех ҫӗклет.
«Раҫҫей ҫӑлкуҫӗсем» пӗрлештереҫҫӗ // Елчӗк Ен. «Елчӗк Ен», 2016.06.29
Страницăсем:
- 1