Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Вылякансене (тĕпĕ: ) more information about the word form can be found here.
«Фиорентинӑпа» «Кальяри» клубсем вылякансене номер панӑ чухне футболист вылянӑ 13-мӗш номере ыттисене памасӑр тытса тӑма калаҫса татӑлнӑ.

Клубы «Фиорентина» и «Кальяри» приняли решение изъять номер 13, под которым играл футболист, из обращения среди игроков команд.

Давиде Астори // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%94%D0%B0%D ... 1%80%D0%B8

Ӗҫкӗпе ашкӑнакансене, картла вылякансене чарма тӑрӑшнӑшӑн ӑна шӑл хӑйракансем те тупӑнчӗҫ.

Help to translate

5 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Ҫӗнӗ уйра вара Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Олег Николаев пуҫласа мечӗке тапса футболла вылякансене старт панӑ.

Help to translate

Регионта юлашки виҫӗ ҫул хушшинче футболла вылямалли уйсемпе стадионсене 14 уҫнӑ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/05/11/regi ... tbolla-vil

— Халӗ пуҫлама юрать ӗнтӗ, — пӗлтерчӗ вӑйпуҫӗ вылякансене.

Help to translate

Чӑваш уявӗ — Акатуй // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Спектакльте вылякансене геройсен ячӗпе чӗне пуҫларӗҫ.

Help to translate

3 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Вырӑс артисчӗсем, спектакль вӗҫне ҫитичченех пӑхса ларнӑскерсем, сцена ҫине хӑпарса, вылякансене ӑшшӑн саламларӗҫ.

Help to translate

2 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Спектакль, пӗрремӗш картинӑран пуҫласа вӗҫне ҫитичченех, аван иртрӗ: артистсем хӑйсен ролӗсене суфлерсӑрах таса пӗлеҫҫӗ, декораци те, «Хаярлӑпа юрату» валли ятарласа ҫырнӑскер, вылякансене хавхалантарчӗ.

Help to translate

2 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Спектакль пӗтсен, Чапаев вылякансене тав турӗ.

По окончании спектакля Чапаев поблагодарил исполнителей за постановку.

Хаклӑ хӑна // Николай Евстафьев. Баныкин, В. И. Чапаев ҫинчен: калавсем; Н. Евстафьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 128 с.

Аппарат ӳкнӗ тӗлтен чылай инҫетре, Мичиган кӳлли хӗрринче, ҫынсем ӳлекен-кӗрлекен тӗлӗнмеллерех сасӑ илтрӗҫ; нумай-нумай ҫав ҫынна, — кимӗпе ярӑнакансене, ресторан е кофейня уҫӑ террасисенче ларакансене, теннисла, гольфла, футболла вылякансене, ӑшӑ тӳпене хут ҫӗлен яракансене, — кану кунӗнче симӗс ҫыранпа, ҫӗртме уйӑхӗнчи ешӗл ҫулҫӑлӑх чӑштӑртатӑвӗпе киленме тухнӑскерсене пилӗк минутлӑх ҫав шав самаях аптӑратрӗ.

На большом расстоянии от места падения, — на берегу озера Мичиган, — катающиеся на лодках, сидящие на открытых террасах ресторанов и кофеен, играющие в теннис, гольф, футбол, запускающие бумажные змеи в тёплое небо, всё это множество людей, выехавших в день воскресного отдыха, — насладиться прелестью зелёных берегов, шумом июньской листвы, — слышали в продолжение пяти минут странный, воющий звук.

Ҫӗр // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Анчах ҫакӑ вылякансене тӗлӗнтерсе ямарӗ, манпа пӗр ҫулхи пӗр темле арҫын ача ҫеҫ систерсе кӑшкӑрса ячӗ:

Однако это не вызвало у игроков заметного впечатления, только какой-то мальчуган моих лет крикнул, предупреждая:

IV. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.

Эпир вӑйӑ шутне танлаштараймарӑмӑр, анчах намӑс курмалли «типӗлле» вӑйӑ пулманшӑн ҫав тери савӑнтӑмӑр: вылякансене хупӑрласа илсе, ачасем хамӑрӑннисене, «юттисене» те ҫурӑмӗсенчен лӑпкарӗҫ, темскер кӑшкӑрчӗҫ, тем пирки ӗнентерме тӑрӑшрӗҫ.

Нам даже не удалось сравнять счет, но счастье от сознания, что все-таки нет позорной сухой, было велико: тесно обступив игроков, ребята хлопали по плечам, по спинам своих и чужих, что-то кричали, доказывали.

23 // Леонид Агаков. Вигдорова Ф.А. Пурнӑҫ ҫулӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 484 с.

Пирӗн уйрӑм баскетбол команди пулман, анчах чи лайӑх вылякансене пурне те пӗлетчӗҫ: Жуков, Сергей Стеклов, Подсолнушкин тата…

У нас особой бескетбольной команды не было, но все сильнейшие игроки были известны наперечет: Жуков, Сергей Стеклов, Подсолнушкин и…

23 // Леонид Агаков. Вигдорова Ф.А. Пурнӑҫ ҫулӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 484 с.

Ну, пилӗк хут куҫ хӗссен — Пашка патне будкӑна, электростанцине ҫул тытмалла: пилӗк паллӑ парса Пашка картла вылякансене йыхӑрать.

Ну а в пятый раз мигнет — пора отправляться в Пашкину будку, на электростанцию: пятью сигналами Пашка скликает игроков.

Пробошник // Асклида Соколова. Алексеев, Михаил Николаевич. Ҫӑкӑртан асли ҫук: [повеҫ] / М. Н. Алексеев. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1967. — 192 с.

Пурнӑҫ хӑех — талантлӑ режиссер — декорацисемпе япаласене тата пьесӑра вылякансене тӗлӗнмелле илемлӗ вырнаҫтарса тухать.

Сама жизнь, этот талантливый режиссер, размещает и декорации, и предметы, и действующих лиц.

XXVI // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

Унтан вӑл чаршава кантрисенчен — пӗрре пӗринчен, тепре тепринчен турта-турта, вӗҫӗмсӗр уҫса хупма пуҫларӗ, мӗншӗн тесен куракансем спектакльте вылякансене пӗрмай чӗнсе кӑлараҫҫӗ.

А потом он без конца дергал то за один, то за другой шнурок занавеса, сдвигая и раздвигая его, потому что зрители без конца вызывали участников спектакля.

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.

Вылякансене вӑл кулкаласа сывлӑх сунчӗ, Заманова хӑй ҫынни вырӑнне хурса алӑ пачӗ, вылянине пӑхса тӑма вӗсен ҫумне ларчӗ.

Улыбаясь, он поздоровался с игроками и, пожав руку Заманову, непринужденно, как свой человек, сел около них, чтобы следить за игрой.

V. Сутни // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Арҫын ачасем ҫӗнӗ ушкӑнсене уйрӑлаҫҫӗ, вӑйсене танлаштараҫҫӗ, вылякансене вара чун кӗнӗ пекех пулать.

Разобьются мальчишки заново на партии, уравняют силы, и игроков точно живой водой спрыснет.

9-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Валерий Карпов тухсан вара - пӗр хӗрарӑм сцена ҫине вирхӗнсе хӑпарчӗ те ӑна ыталасах илчӗ, кайран куракан умне тӑрса аллисене ҫунат пек сарчӗ те: «Чӑваш артисчӗсем пек ӑста вылякансене эсир тата ӑҫта курма пултаратӑр?» - тесе хӑйӗн кӑмӑлӗ ниҫта шӑнӑҫайми хавхаланупа тулса кайнине пӗлтерчӗ…

Help to translate

Ку кулӑшла тӗлӗкрен вӑран та… // Римма ПРОКОПЬЕВА. «Хыпар», 2015.10.07, 196№

Страницăсем:
  • 1

Menu

 

Statistics

...more detailed