Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Бишка (тĕпĕ: ) more information about the word form can be found here.
Бишка цифрӑсем ҫырнӑ татӑксем патне чупса пырать, вӗсем хушшинче урисемпе саккӑр ҫырнӑ татӑка шырать, ӑна тупать те шӑлӗсемпе ҫыртса илсе пырать.

Бишка подбегает к плакатикам с цифрами, перебирает их лапами, выхватывает цифру «восемь» и в зубах приносит ко мне.

Каштанка, Бишка, Запятайка // Куҫма Чулкаҫ. Дуров В.Л. Манӑн кайӑксем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 152 с.

Бишка, лайӑх ача пул та, пире саккӑр ҫырнӑ хут татӑкне илсе килсе кӑтарт.

 — Бишка, будьте любезны, принесите нам плакатик с цифрой «восемь».

Каштанка, Бишка, Запятайка // Куҫма Чулкаҫ. Дуров В.Л. Манӑн кайӑксем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 152 с.

— Кунсӑр пуҫне, манӑн Бишка чаплӑ математик.

— Кроме того, моя Бишка ещё и хороший математик.

Каштанка, Бишка, Запятайка // Куҫма Чулкаҫ. Дуров В.Л. Манӑн кайӑксем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 152 с.

Бишка, фа нота илтӗр! — тетӗп.

Бишка, возьми ноту фа! — говорю я.

Каштанка, Бишка, Запятайка // Куҫма Чулкаҫ. Дуров В.Л. Манӑн кайӑксем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 152 с.

Эпӗ халӑх енне ҫаврӑнса тӑратӑп та: — Манӑн Бишка чаплӑ музыкант. Кам та пулин тӑрса ӑна рояль ҫинче мӗнле нота илмеллине калама пултаратӑр, — тетӗп.

Я обращаюсь к публике: — Моя Бишка — прекрасный музыкант! Пускай кто-нибудь скажет, какую ноту взять на рояле.

Каштанка, Бишка, Запятайка // Куҫма Чулкаҫ. Дуров В.Л. Манӑн кайӑксем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 152 с.

Бишка ложӑна кайса мӗн хушнине пурне те туса кӑтартать.

Бишка бросается в ложу и в точности всё исполняет.

Каштанка, Бишка, Запятайка // Куҫма Чулкаҫ. Дуров В.Л. Манӑн кайӑксем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 152 с.

Эпӗ мӗн хушнисене Бишка пурне те калама ҫук аван туса пыратчӗ.

Бишка отлично исполняла мои приказания.

Каштанка, Бишка, Запятайка // Куҫма Чулкаҫ. Дуров В.Л. Манӑн кайӑксем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 152 с.

Эпӗ ӑнлантӑм: Бишка чӑнах та музыкӑна итлесе ӑнланма пултарать-мӗн.

Я убедился: у Бишки неплохой музыкальный слух.

Каштанка, Бишка, Запятайка // Куҫма Чулкаҫ. Дуров В.Л. Манӑн кайӑксем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 152 с.

Бишка хӑлхасене чанк тӑратать, куҫӗсем йӑлтӑртатса кӑна тӑраҫҫӗ.

Уши Бишки поднимаются, глаза блестят.

Каштанка, Бишка, Запятайка // Куҫма Чулкаҫ. Дуров В.Л. Манӑн кайӑксем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 152 с.

Бишка каллех мана урипе тӗртсе илет.

Бишка снова трогает меня лапой.

Каштанка, Бишка, Запятайка // Куҫма Чулкаҫ. Дуров В.Л. Манӑн кайӑксем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 152 с.

Бишка нимӗн те чӗнмест.

Бишка молчит.

Каштанка, Бишка, Запятайка // Куҫма Чулкаҫ. Дуров В.Л. Манӑн кайӑксем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 152 с.

— Мӗн кирлӗ сана, Бишка?

— Тебе чего, Бишка?

Каштанка, Бишка, Запятайка // Куҫма Чулкаҫ. Дуров В.Л. Манӑн кайӑксем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 152 с.

Пӑхатӑп — Бишка лара парать.

Смотрю — Бишка.

Каштанка, Бишка, Запятайка // Куҫма Чулкаҫ. Дуров В.Л. Манӑн кайӑксем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 152 с.

Ҫемҫе пукан ҫинче хутланса выртнӑ Бишка ҫывӑратчӗ.

На кресле, свернувшись калачиком, дремала Бишка.

Каштанка, Бишка, Запятайка // Куҫма Чулкаҫ. Дуров В.Л. Манӑн кайӑксем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 152 с.

Бишка килхушшинче пурӑнакан йытах пулнӑ.

Бишка была обыкновенной дворняжкой.

Каштанка, Бишка, Запятайка // Куҫма Чулкаҫ. Дуров В.Л. Манӑн кайӑксем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 152 с.

Эпӗ сире Бишка ҫинчен каласа парӑп.

А я расскажу вам про Бишку.

Каштанка, Бишка, Запятайка // Куҫма Чулкаҫ. Дуров В.Л. Манӑн кайӑксем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 152 с.

Кунта вӑл Василь Васильевич текен качака, Сократ ятлӑ хур тата Бишка ятлӑ йытӑ усрама пуҫланӑ.

Тут он стал держать козу Василя Васильевича, гуся Сократа и собаку Бишку.

Дуров мучи // Куҫма Чулкаҫ. Дуров В.Л. Манӑн кайӑксем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 152 с.

Страницăсем:
  • 1

Menu

 

Statistics

...more detailed