Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Апли (тĕпĕ: ) more information about the word form can be found here.
Апли апла та, анчах Альбина Илюша ташлама пӗлнӗшӗнех чӗре варрине вырнаҫтармарӗ пулӗ.

Help to translate

Ҫӗнӗ пӳрт // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 85-91 с.

Апли аплах мар-ха та, ҫапах ҫул чуппи пуриншӗн те чупать.

Help to translate

Мучи // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 105–108 с.

Апли апла пулӗ те — ҫулӗсем кукӑр пирӗн.

Help to translate

4 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Хыпарӗ вӑл ирпе каҫ тӑршшинче апли те, капли те тупӑнӗ.

Новости они за день и поменяться могут.

4 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

— Вӑл апли апла, — килӗшрӗ Степан, аялтан ҫӳлелле Григорий пичӗ ҫине пӑхса.

— Это-то так, — согласился Степан, снизу вверх глядя Григорию в лицо.

19 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Апли апла, ҫапах та эсӗ ан кул.

— Так-то так, а все ж таки не смеись.

15 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

— Вӑл апли апла та-ха, — терӗ Андрей.

— Это все так, — ответил Андрей.

III // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

Хопров тӑчӗ, кавӑна урипе тапса ячӗ, сарлака ҫунатлӑ хӗрлӗ мӑйӑхӗсене якаткаласа, витӗмлӗн: — Апли аплах-ха вӑл… Анчах халӗ ӗнтӗ казаксем пурӑнма вӗренсе ҫитрӗҫ. Пӑлхавсемшӗн вӗсене вӗлереслех ҫунтараҫҫӗ. Текех хутшӑнас ҫук вӗсем. Кубань та пулӑшу параймӗ… — терӗ.

Хопров встал, пихнул тыкву ногой и, оглаживая рыжие широкие усы, внушительно сказал: — Так-то оно так… Но только казаки стали теперича ученые. Их бивали смертно за восстания. Не пойдут они. Кубань не поддержит…

12-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

— Вӑл апли апла та-ха, ҫапах та вӗсем кӑнтӑрла утса ҫӳремеҫҫӗ вӗт.

— Да, это верно, только днем они все равно не показываются.

25-мӗш сыпӑк. Тӑпра ӑшне алтса чикнӗ укҫана тупма тӑрӑшни // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

— Вӑл апли апла та-ха, анчах эсӗ ҫынсем ҫавӑн пек ҫуртсене ҫӗрле ҫеҫ мар, кӑнтӑрла та кӗме юратманнине аванах пӗлетӗн вӗт-ха?

— Положим, что так, а ты знаешь, что никто не ходит мимо этого дома ни днем, ни ночью?

25-мӗш сыпӑк. Тӑпра ӑшне алтса чикнӗ укҫана тупма тӑрӑшни // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Апли апла та-ха…

— Да я тоже так думаю.

10-мӗш сыпӑк. Йытӑ улани инкек пулассине систерет // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Страницăсем:
  • 1

Menu

 

Statistics

...more detailed