Шырав
Шырав ĕçĕ:
Захара та, Анисьйӑна та курма ҫук, кухньӑра.
X сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Вӑл малтанхи пекех, кил-ҫуртра хӑйне пӑхӑнакан Анисьйӑна, Акулинӑна, дворнике ӗҫ хушнӑ чухнехи пекех, мӑнаҫлӑ та лӑпкӑ.
IX сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
— Мӗн, ҫӗнтертӗр-и? — терӗ Захар Агафья Матвеевнӑпа Анисьйӑна, Илья Ильичпа килнӗскерсене, — лешсем улпут хутшӑнни пулӑшасса шаннӑччӗ.
IX сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Анисьйӑна пӗррехинче хӑй пӳлӗмӗнче курсан, Захар ӑна ҫав тери йӗрӗнсе пӑхрӗ, ҫав тери хаяррӑн кӑкӑртан чавсипе хӑмсарчӗ — ҫавӑнтанпа Анисья унта кӗме те хӑрать.
IX сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Ахах, кӗмӗл, салоп саклата хунине аса илчӗ те Штольц ҫавӑн пирки калать пулӗ тесе шухӑшларӗ; анчах вӑл кун ҫинчен мӗнле пӗлме пултарнине ниепле те тавҫӑрса илеймерӗ; ку вӑрттӑнлӑха вӑл Обломова мар, кашни пуса ӑҫта хунине пӗлсе тӑракан Анисьйӑна та каласа паманччӗ-ҫке?
VI сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Мӗншӗн-ха вӑл, Захарпа Анисьйӑна шанмасӑр, Обломов вырӑнӗ умӗнче, ун ҫинчен ҫӗрӗ-ҫӗрӗпе куҫ илмесӗр, ирхи кӗлӗччен ларатчӗ, унтан вара селоп пӗркенетчӗ те, хут татӑкӗ ҫине пысӑк саспаллисемпе «Илья» тесе ҫырса, чиркӗве чупатчӗ, хутне сывлӑхшӑн кӗлтума алтаре паратчӗ, унтан кӗтесе чакса чӗркуҫленетчӗ те нумайччен пуҫ ҫапса выртатчӗ, унтан васкаса пасара каятчӗ те киле шикленсе таврӑнатчӗ, алӑк ҫине пӑхкаласа, Анисьйӑран пӑшӑлтатса ыйтатчӗ: — Мӗнле?
I сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Хапхаран шаккасан, вӑл юбка тӑхӑнать те кухньӑна чупать, Захара, Анисьйӑна вӑратса хапха уҫма ярать.
I сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Мӗншӗн-ха вӑл ӗлӗк, шарккух ҫунсан та, пулӑ шӳрпи ытлашширех вӗресен те, яшкана ешӗл ҫимӗҫ ямасан та, Акулинӑна лӑпкӑн та мӑнаҫлӑн хӑтӑрса илетчӗ те манатчӗ, халӗ вара, ун пек-кун пек пулсан, вӑл сӗтел хушшинчен сиксе тухать, кухньӑна чупса каять, Акулинӑна чӗрре кӗрсех ӳпкелешет, Анисьйӑна та ҫилленет; тепӗр кунне вара яшкана ешӗл ҫимӗҫ янине, пулӑ мӗнле пиҫнине хӑй тӗрӗслет.
I сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
— Мӗнле тӗлӗнтермӗш япала ку! — терӗ Захар Анисьйӑна, хапха патӗнче тӗл пулса.— Что это за диковина! — говорил Захар Анисье, столкнувшись с ней за воротами.
VII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Захар хӑй те, Обломов кӑшт «мӗскӗн сӑмахсем» калама тытӑнсанах, Анисьйӑна чӗнсе илме улпутран ирӗк ыйтать.
VII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Илья Ильич мӗнле те пулин япала ыйтас пулсанах, япали тупӑнмасан е ҫӗмрӗк пулсан, пӗтӗмӗшпе каласан, килте мӗнле те пулин йӗркесӗрлӗхшӗн Захара «мӗскӗн сӑмахсемпе» ятлаҫма тытӑнсанах, Захар Анисьйӑна куҫ хӗссе илет, пуҫӗпе улпут пӳлӗмӗ енне сулать те пуҫ пӳрнипе унталла тӗллесе, пӑшӑлтатса хушса хурать:
VII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Вӑл Анисья аллинчен патнуса туртса илчӗ те стакансене ӳкерсе пӗтерчӗ, ҫакӑнтанпа вара вӑл Анисьйӑна курайми пулчӗ, каҫарасшӑн пулмарӗ.Он вырвал у ней поднос, разронял стаканы и уже с тех пор не мог простить ей этого.
VII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
— Ну-ну-ну! — кӑшкӑрчӗ Захар, Анисьйӑна кӑкӑртан чавсапа хӑмсарса.— Ну, ну, ну! — закричал он, замахиваясь на нее локтем в грудь.
VII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Темиҫе япӑх картинӑна, чухӑн артистсене пулӑшакан темле ҫын ирӗксӗрлесе панӑскерсене, пӳлӗмрен кӑларса пӑрахма хушрӗ, тахҫантанпах сирмен чӳрече каррисене хӑй майларӗ, Анисьйӑна чӗнсе кӗртсе чӳрече кантӑкӗсене шӑлса тасатма хушрӗ, эрешмен картисене шӑлса тухрӗ, унтан айккӑн выртрӗ те пӗр сехет пек Ольга ҫинчен шухӑшларӗ.
V сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Захар ним те улшӑнман: унӑн ҫав пысӑк бакенбардсемех, сухалне хырман, ҫав сӑрӑ жилетпах тата ҫав ҫурӑк сюртукпах ҫӳрет, анчах вӑл авланнӑ, те кумӑшӗпе уйрӑлнипе, те ҫын тени арлӑ-арӑмлӑ пулмалла тенипе, Анисьйӑна качча илсе; анчах халӑх сӑмахӗнче каланӑ пек улшӑнман.
V сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
— Тухса кайрӗ! — терӗ вӑл Анисьйӑна.
V сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
- 1