Шырав
Шырав ĕçĕ:
19. Тепӗр такине те илсе пыр, Ааронпа унӑн ывӑлӗсем аллисене така пуҫӗ ҫине хурӗҫ; 20. вара такана пус та, унӑн юнне илсе, Ааронӑн сылтӑм хӑлхин хӗррине, унӑн ывӑлӗсен сылтӑм хӑлхисен хӗррине сӗр тата вӗсен сылтӑм аллисен пуҫ пӳрнине, сылтӑм урисен пуҫ пӳрнине сӗр; унтан парне вырӑнне пур енчен те юн сирпӗтсе тух; 21. парне вырӑнӗ ҫинчи юна тата сӗрмелли йывӑҫ ҫӑвне ил те Аарон ҫине, унӑн тумтирӗ ҫине, унпа пӗрле унӑн ывӑлӗсем ҫине, ывӑлӗсен тумтирӗ ҫине сирпӗт — вара вӑл та, унӑн тумтирӗ те, унпа пӗрле унӑн ывӑлӗсем те, вӗсен тумтирӗсем те тасалӑх тивлечӗ илӗҫ.
Тух 29 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
15. Пӗр такине ил те, Ааронпа унӑн ывӑлӗсем аллисене така пуҫӗ ҫине хурӗҫ; 16. вара такана пус та, унӑн юнне илсе, парне вырӑнне пур енчен те сирпӗтсе тух; 17. такана касса пайла, унӑн ӑшчиккине, ури тунине [шывпа] ҫу, вӗсене касса вакланӑ пайӗсем ҫине, унӑн пуҫӗ ҫине хур; 18. вара такана парне вырӑнӗ ҫинче пӗтӗмпех ҫунтарса яр.
Тух 29 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Пӑрӑва пуху чатӑрӗ умне илсе пыр, [Ҫӳлхуҫа умӗнче пуху чатӑрӗн алӑкӗ патӗнче] Ааронпа унӑн ывӑлӗсем хӑйсен аллисене пӑру пуҫӗ ҫине хуччӑр; 11. пӑрӑва Ҫӳлхуҫа умӗнче пуху чатӑрне кӗнӗ ҫӗрте пус; 12. пӑру юнне ил те пӳрнӳпе парне вырӑнӗн мӑйракисене сӗрсе тух, [юлашки] юнне пӗтӗмпех парне вырӑнӗн никӗсӗ умне тӑк; 13. ӑшӗнчи мӗнпур ҫӑвӗпе пӗверӗ ҫинчи ҫу ҫурхахне, икӗ пӳрипе вӗсем ҫинчи ҫӑвне ил те парне вырӑнӗ ҫинче ҫунтар; 14. пӑру ашне, унӑн тирне, унӑн тасамарлӑхне тапӑр тулашӗнче вут-ҫулӑмпа ҫунтарса яр: ку — ҫылӑхшӑн кӳнӗ парне.
Тух 29 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
40. Аарон ывӑлӗсем валли те — мухтавлӑ та чаплӑ курӑнмашкӑн — хитонсем ту, пиҫиххисем ту, вӗсем валли пуҫ ҫыххийӗсем ту; 41. ҫавна Аарон пиччӳне тата унпа пӗрле унӑн ывӑлӗсене те тӑхӑнтарт, вӗсене ҫу сӗр, вӗсен аллисене тултар#, вӗсене тасалӑх тивлечӗ кӳр, вара вӗсем Манӑн священникӑмсем пулӗҫ.
Тух 28 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Ҫапла унӑн аллисене хӗвел аничченех ҫӳлелле ҫӗклесе тӑнӑ.
Тух 17 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Ааронпа Ор унӑн аллисене пӗри пӗр енчен, тепӗри тепӗр енчен тытса тӑнӑ.Аарон же и Ор поддерживали руки его, один с одной, а другой с другой стороны.
Тух 17 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Моисей хӑйӗн аллисене ҫӗклесе тӑнӑ чухне Израиль ҫӗнтерсе пынӑ, аллисене аялалла ярсассӑн, Амалик ҫӗнтере пуҫланӑ; 12. анчах Моисейӗн аллисем йывӑрланса ҫитнӗ, вара чул илнӗ те ӑна Моисей айне хунӑ, вӑл чул ҫине ларнӑ.
Тух 17 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
33. Моисей фараон патӗнчен хуларан тухнӑ та аллисене Ҫӳлхуҫа енне тӑснӑ, вара аслати те, пӑр та чарӑннӑ, ҫумӑр та ҫӗр ҫине ҫума пӑрахнӑ.
Тух 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Манассия малтанхи ывӑл пулнӑ пулин те, ҫавна пӗлсех вӑл аллисене ҫапла хунӑ.С намерением положил он так руки свои, хотя Манассия был первенец.
Пулт 48 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
15. Килӗнчи тумтиртен Ревекка аслӑ ывӑлӗн Исавӑн чаплӑ тумне илнӗ те [ӑна] кӗҫӗн ывӑлне Иакова тӑхӑнтартнӑ; 16. унӑн аллисене, ҫара мӑйне качака путекки тирӗпе витсе ҫыхнӑ; 17. унтан хӑй хатӗрленӗ апачӗпе ҫӑкӑрне Иакова, хӑйӗн ывӑлне, тыттарнӑ.
Пулт 27 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Эпӗ ӑна хӑлха алки патӑм, аллисене тӑхӑнмашкӑн сулӑсем патӑм.
Пулт 24 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
30. Вӑл, йӑмӑкӗн хӑлха алкине, аллисене тӑхӑннӑ сулӑсене курсассӑн, Ревекка, хӑйӗн йӑмӑкӗ, мӗн каланине: ҫак ҫын манпала ҫапла калаҫрӗ тенӗ сӑмахсене илтсессӗн, ҫав ҫын патне пынӑ — акӑ вӑл тӗвисем патӗнче ҫӑл умӗнче тӑрать; 31. Лаван [ӑна] каланӑ: Ҫӳлхуҫа пилленӗскер, кӗрсем ман патӑма! мӗншӗн тулта тӑратӑн? эпӗ пӳрт те, тӗвӳсем валли вырӑн та хатӗрлесе хутӑм, тенӗ.
Пулт 24 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
22. Тӗвисем ӗҫсе тӑрансассӑн, ҫав ҫын хӗре ҫур сикль таякан ылтӑн алка тата аллисене тӑхӑнмашкӑн вунӑ сикль таякан икӗ ылтӑн сулӑ кӑларса панӑ; 23. [вара унран ыйтса] каланӑ: кала-ха мана, эсӗ кам хӗрӗ? санӑн аҫу килӗнче пире ҫӗр каҫма вырӑн пулмӗ-ши? тенӗ.
Пулт 24 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.