Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Айккинчи (тĕпĕ: ) more information about the word form can be found here.
Ҫавӑн пекех хӑрушсӑрлӑхпа тивӗҫтерекен кӗпер айккинчи хӳмесене ҫӗнӗрн тӑваҫҫӗ.

Help to translate

Кӗпер юсаҫҫӗ, юхан шыва тасатаҫҫӗ // Эльвира КУЗЬМИНА. http://alikovopress.ru/keper-yusacce,-yu ... tacce.html

Ҫавӑрнӑ чухне ҫип конусӑн айккинчи ҫине ҫырса ҫавӑрӑнать.

Help to translate

IV. Ҫавӑрӑнса куҫни // А.И. Иванов, Николай Степанов. Соколов И. И. Физика курсӗ. 1-мӗш пайӗ: Механика: вӑтам шкулӑн 8-мӗш класӗ валли / И. И. Соколов ; А. И. Ивановпа Н. С. Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1942. — 196 с.

Ҫак савӑтсенчен кашнинех тараса чашки ҫине лартсан, айккинчи мӗнпур пусӑмсен горизонтальлӗ хушӑнаканӗ тараса чашкине тивмест; вертикальлӗ хушӑнаканӗ б савӑтӑн тӗпне тивекен пусӑм вӑйӗ ҫумне хутшӑнать тата в савӑтӑн тӗпне тивекен пусӑма чакарать.

Help to translate

III. Гидро- тата аэродинамика // А.И. Иванов, Николай Степанов. Соколов И. И. Физика курсӗ. 1-мӗш пайӗ: Механика: вӑтам шкулӑн 8-мӗш класӗ валли / И. И. Соколов ; А. И. Ивановпа Н. С. Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1942. — 196 с.

Шӗвекӗн йывӑрӑшӗпе тӗпӗ ҫине тивекен пусӑм вӑйӗ пӗр-пӗринчен уйрӑм тӑнине ӑнланса илес тесе, айккинчи стенкӑн пӗр-пӗр пӗчӗк пайӗ ҫине лекекен пусӑма икӗ хушӑнакан вӑй ҫине — горизонтальлӗ тата вертикальлӗ вӑйсем ҫине уйӑрӑпӑр.

Help to translate

III. Гидро- тата аэродинамика // А.И. Иванов, Николай Степанов. Соколов И. И. Физика курсӗ. 1-мӗш пайӗ: Механика: вӑтам шкулӑн 8-мӗш класӗ валли / И. И. Соколов ; А. И. Ивановпа Н. С. Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1942. — 196 с.

Ҫак цилиндрлӑ коробкӑн айккинчи ҫине Т трубка кӗртсе лартнӑ, ҫак трубка цилиндрла коробка ӑшӗнчи сывлӑша шывлӑ манометрпа пӗрлештерет.

Help to translate

III. Гидро- тата аэродинамика // А.И. Иванов, Николай Степанов. Соколов И. И. Физика курсӗ. 1-мӗш пайӗ: Механика: вӑтам шкулӑн 8-мӗш класӗ валли / И. И. Соколов ; А. И. Ивановпа Н. С. Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1942. — 196 с.

Шӑлтӑрма тесе тӗнӗл тавра ҫавӑрӑнакан тата айккинчи ҫийӗ ҫинче шнур е канат куҫмашкӑн лакӑм тунӑ цилиндра калаҫҫӗ; шӑлтӑрма ҫӳллӗшӗ тӗпӗн радиусӗсенчен нумай пӗчӗккӗ.

Help to translate

Ансат механизмсем ҫинчи вӑйсен равновесийӗн условийӗсем тата вӑл механизмсем ҫинчи ӗҫсен законӗ // А.И. Иванов, Николай Степанов. Соколов И. И. Физика курсӗ. 1-мӗш пайӗ: Механика: вӑтам шкулӑн 8-мӗш класӗ валли / И. И. Соколов ; А. И. Ивановпа Н. С. Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1942. — 196 с.

Айккинчи тимӗр тӑрпаран сывлӑш юхӑмӗ вӑйлӑн тапать.

Help to translate

II // Александр Савельев-Сас. Савельев-Сас, А. С. Шӑнкӑравлӑ пӗкӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1992. — 272 с. — 3–48 с.

Айккинчи пайӗсемпе автомобильсем, вӑтамминчипе вара, самай ҫӳллӗ вырӑнта тӑраканнипе, ҫуран ҫӳрекенсемпе велосипедҫӑсем усӑ кураҫҫӗ.

Боковые части используются автомобилями, а средняя, на значительном возвышении, пешеходами и велосипедистами.

Бруклин кӗперӗ // Светлана Трофимова. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%91%D1%80%D ... 1%80%C4%95

Ҫӗр хӑвӑлӗ Шательперон культури тапхӑрӗнче, коридор ишӗлсе аннӑ хыҫҫӑн унта айккинчи галерейӑран кӗме шӑтӑк тунӑ.

Пещера в период Шательперонская культуры, после обрушения коридора доступ через боковую галерею.

Пер-нон-Пер ҫӗр хӑвӑлӗ // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%9F%D0%B5%D ... 0%BB%D3%97

Ушкӑнӑн-ушкӑнӑн килнӗ ачасем аллея айккинчи уҫӑ вырӑна, ешӗл ҫерем ҫине тухрӗҫ.

Help to translate

Тӑрӑр вӑйӑ картине // Валентина Элпи. Эльби В. А. Тӑрӑр вӑйӑ картине: калавпа повеҫ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1964. — 60 с. — 3–15 с.

Айккинчи алӑкран кӗрсе ҫухалчӗҫ.

Help to translate

II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ещӗке хамӑн крючник мар, такам, айккинчи ҫын йӑтнине юлташӗсенчен мӗнле пытарӑп?

Help to translate

II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Унччен те пулмарӗ, ҫурт айккинчи пахчаран плавки тата кеда тӑхӑннӑ ҫӳллӗ, атлет пек арҫын тухрӗ те пирӗн паталла ҫул тытрӗ.

Help to translate

Тупӑнтӑм тата «Украинӑна сутакан» // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 140–149 с.

Ҫак вӑхӑтра Ҫырма леш айккинчи касран, халӑхра ӑна «Турци» теҫҫӗ, ҫамрӑксем шавлӑн килсе ҫитрӗҫ.

Help to translate

Юрату пӑшӑлтатса ҫуралать // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Паянхи куна подрядчиксем ҫыран хӗрринчи тӗревсемпе карлӑксене юсанӑ, шкап тата айккинчи стенасене тунӑ.

На сегодняшний день подрядчики выполнили ремонт береговых опор и пролетного строения, устройство шкафных и боковых стенок.

Пушкӑртстанри Инзер ялӗ патӗнчи кӗпере хӑҫан юсасси паллӑ пулнӑ // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/articles/natsi-proekc ... ln-3453880

Ҫак ҫул айккинчи киленчӗклӗ сулхӑнӗпе илӗртекен тӳшек пек ҫемҫе пӑрҫа ани ҫине тӑсӑлса выртса, юпах тиха пек йӑваланас килет.

Help to translate

8 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 83–127 с.

Машинӑсен юххи йӑвашланса-йӑвашланса пычӗ те чарӑнсах ларчӗ: малта, ҫул айккинчи лачакара, автокран, шӗвӗ пылчӑк сирпӗтсе, пӗр вырӑнта силленет, унӑн чӗнтӗрлӗ вӑрӑм стрели ҫула шлагбаум пек картланӑ.

Help to translate

VI // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

— Кур, анне, — ҫул айккинчи барак майлӑ вӑрӑм ҫуртсем ҫине кӑтартрӗ хӗр, — эпир ҫавӑнта вӗреннӗ.

Help to translate

VI // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Якур шари! ҫухӑрса ячӗ те урапа ҫулӗ айккинчи ҫурхи шыв ҫурса кайнӑ тарӑнах мар шырлана ӳппӗн хутланса выртрӗ, ҫапла майпа аслатипе ҫиҫӗмрен пытанма шутларӗ пулмалла.

Help to translate

10 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Куҫӗсем унӑн дирижерӑн айккинчи пӗр мӗлки ҫинче пулчӗҫ, мӗншӗн тесен, айккинчи мӗлкесем хӑяккӑнтарах пулнипе, вӑл Мосальскийӗн питне те кӑшт курма пултарчӗ.

Help to translate

II. // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 3–36 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed