Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Ҫӗр the word is in our database.
Ҫӗр (тĕпĕ: ҫӗр) more information about the word form can be found here.
Ҫӗр иртни те сисӗнмерӗ.

Ночь прошла незаметно.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк. Тапӑну // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

Тӑшманӗ вӑйлах пулмалла; пирӗн, шанчӑклах мар казаксемсӗр пуҫне, сана тӗртсе каламастӑп, Максимыч (урядник кулса илчӗ), мӗн пурӗ те ҫӗр вӑтӑр ҫын ҫеҫ.

Злодей-то, видно, силен; а у нас всего сто тридцать человек, не считая казаков, на которых плоха надежда, не в укор буди тебе сказано, Максимыч (урядник усмехнулся).

Улттӑмӗш сыпӑк. Пугачевщина // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

Манран ӗнтӗ ӑҫтан та мӗнле майпа, кам иккенне ҫӗр те пӗр хут ыйтнӑ.

Меня уже сто раз спрашивали, кто да откуда.

Вунсаккӑрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Эпир алӑксем патӗнче, ҫӑва ҫинче, маччасем ҫинче ҫӗр выртса пурӑнтӑмӑр.

Мы ночевали в подъездах, на кладбищах, на чердаках.

Вунпиллӗкмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Сӗм ҫӗр варринче яла ҫитрӗмӗр.

Поздней ночью мы дошли до деревни.

Вунпиллӗкмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Эпӗ ҫӗлӗке мӗнле ҫӗр ҫумне ҫапап, ҫав самантрах, ҫак тӳрӗ сӑмаха пӑхӑнман ҫынна аҫа ҫаптӑр.

Как я ударяю моей шапкой о землю, так гром поразит того, кто нарушит это честное слово.

Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Ҫӗр ҫинче мӗн кӑна пулса иртет, ҫавсем пурте уншӑн пирӗн хӑвӑртрах Туркестана каймалла тенине пӗлтереҫҫӗ иккен.

Что бы ни происходило на белом свете, все убеждало его, что мы, ни минуты не медля, должны махнуть в Туркестан.

Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Манкун каҫ ҫӗр айӗнчен юрлани илтӗнет, имӗш.

и в пасхальную ночь из-под земли слышится пенье.

Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Акӑ Афонин сӑрчӗ, хула халӑхӗ каланӑ тӑрӑх, ку вал ҫӗр айне юлнӑ чиркӳ пулать.

Вот Афонина горка, про которую в городе говорили, что это засыпанная церковь

Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

— Туркестанра йӗкехӳресем ҫук, — терӗ шухӑша кайса Петька, — унта — ҫӗр кайӑкӗсем, ҫеҫенхирте — йӗкехӳресем пурӑнаҫҫӗ.

— А в Туркестане крыс нет, — задумчиво добавил Петька, — там тушканчики, и в степи полевые крысы.

Вунпӗрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Сӑмах йӗкехӳресенчен пуҫланчӗ: ҫав ҫӗр хӑвӑлӗнче йӗкехӳресем пурӑнаҫҫӗ, имӗш.

Помнится, разговор начался с крыс: живут ли в подкопе крысы?

Вунпӗрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Петька каланӑ тӑрӑх, ҫӗр айӗнчен ҫӳремелли авалхи ҫул садран тухса, шыв айӗнчен иртсе, тепӗр енчи ҫыран хӗррине пырса тухать, имӗш.

Петька врал, будто старинный, прикрытый горкой подкоп, на котором мы сидели, ведет из сада на тот берег реки под водой

Вунпӗрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Ҫӗр пур, ҫак карта ӑшӗнчех.

— Имею землю, ограниченную в пределах забора.

Вуннӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Ҫӗр пур-и?

— Земля имеется?

Вуннӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Архангельскинче унтан илнӗ 60 йытӑран чылайӑшне Ҫӗнӗ ҫӗр ҫинчех персе пӑрахма тӳрӗ килчӗ.

Достаточно, что из шестидесяти собак, которых он продал нам в Архангельске, большую часть еще на Новой Земле пришлось пристрелить.

Вуннӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Эпӗ ҫак асран кайми куккӑшӗ ҫинчен ҫӗр те пӗр хут илтетӗп, — ватӑ та мӑнтӑркка ҫын, Гаер пекех шатра питлӗскер, ялтан тустарса ҫитет, сарӑ кӗрӗкне хывса юрне силле-силле пӳрте кӗрет, турӑш умне тӑрса пуҫҫапать.

Сотый раз я слышу про этого незабвенной памяти дядю, и мне представляется, как старый жирный человек с таким же угреватым лицом приезжает на розвальнях из деревни, снимает желтую шубу и входит, отряхивая снег и крестясь на икону.

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Эпӗ кун ирттӗр те ҫӗр ирттӗр тенӗ пек кӑна пурӑнтӑм, пирус сутрӑм, сарӑ, симӗс, сара раксем тытрӑм, — сенкер раксем пурпӗрех пӗрре те лекмерӗҫ.

Я просто жил день за днем, торговал папиросами и ловил раков, желтых, зеленых, серых, – голубой так и не попался ни разу.

Саккӑрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

1917-мӗш ҫулхи кӗркунне ҫывхарсах килет, анчах та хамшӑн, пӗтӗм ҫӗршывшӑн, пӗтӗм ҫӗр чӑмӑрӗшӗн ҫав вӑхӑт мӗне пӗлтернине эпӗ туйса, сиссе е кӑшт та пулин ӑнланса тӑнӑ тесе ӗнентерме тӑрӑшсан, сире улталанӑ пулӑттӑм…

Приближалась осень 1917 года, но я бы сказал неправду, если бы стал уверять, что видел, чувствовал или хоть немного понимал все глубокое значение этого времени для меня, для всей страны и для всего земного шара…

Саккӑрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Хамӑра ҫӗр каҫарнӑшӑн, эпӗ ҫурт хуҫине укҫа патӑм.

Я расплатился с хозяином за проведенную ночь.

Иккӗмӗш сыпӑк. Вожатый // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

Эпӗ, хамӑра турӑ ирӗкне парса, хир варринчех ҫӗр каҫма шутланӑччӗ ӗнтӗ, сасартӑк тӗл пулнӑ ҫын ларчӑк ҫине сиксе ларчӗ те: — Тавах турра, пӳрт-ҫурт кунтан инҫере мар, сылтӑмарах пӑр та уттар лашусене, — терӗ ямшӑка.

Я уж решился, предав себя божией воле, ночевать посреди степи, как вдруг дорожный сел проворно на облучок и сказал ямщику: — Ну, слава богу, жило недалеко; сворачивай вправо да поезжай.

Иккӗмӗш сыпӑк. Вожатый // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed