Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пирки the word is in our database.
пирки (тĕпĕ: пирки) more information about the word form can be found here.
Тӗп урамсем те чылайӑшӗ колеяллӑ, шӑтӑк-ҫурӑклӑ, пӗчӗкреххисем, пысӑк пуҫлӑхсен машинисем час-часах иртсе ҫӳременнисем, пирки калама та кирлӗ мар.

Help to translate

Юр каять. Пӗрле асфальт та // Николай КОНОВАЛОВ. «Хыпар», 2016, пуш, 15; 33-34№

Чӑваш Енре нумай хваттерлӗ ҫуртсене тӗплӗ юсама ватӑсенчен суд урлӑ шыраса илме тытӑнни пирки Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ.

Чувашский народный сайт уже писал о том, что в Чувашии начали взыскивать через суды долги пожилых людей по капитальному ремонту многоквартирных домов.

Ватӑсенчен укҫа шыраса илнишӗн ятланӑ // Таисия Ташней. http://chuvash.org/news/11813.html

Суханпа ыхра пирки вара каламалла та мар.

Help to translate

Грипп ерсен // Елена ЕГОРОВА. «Ҫӗнтерӳ ҫулӗ», 2016, пуш, 11

Кун пирки тӗплӗнрех пӗлес тесен выльӑх тухтӑрӗсенчен хӑйсенчен ыйтмалла – вӗсем туллин хуравлӗҫ.

Если хотите тщательно узнать об этом, нужно спросить у самих ветеринаров - они подробно ответят.

Пурнӑҫпа тан утаҫҫӗ // Юрий КОРНИЛОВ. «Ҫӗнтерӳ ҫулӗ», 2016, пуш, 11

Пурнӑҫа кӗртмелли ҫулсене уҫӑмлатса ҫитермен пирки йышӑннӑ саккунсем ӗҫлемеҫҫӗ.

Help to translate

Аван хаклав туртӑнма хистет // Ҫӗнтурӳ ҫулӗ. «Ҫӗнтерӳ ҫулӗ», 2016, пуш, 11

Ӑна чӑваш ҫыннисем ырӑ кӑмӑлӗпе, ӗҫченлӗхӗпе ыттисенчен уйрӑларах тӑни килӗшнӗ, ҫавӑнпа шкул пӗтернӗ хыҫҫӑн Киров облаҫне каясси пирки шутламан, ҫутӑ ӗмӗтпе ҫунатланнӑскер Ҫӗмӗрлери педагогика училищинче пӗлӗве малалла тарӑнлатма пуҫлать.

Help to translate

Ачасемпе ҫыхӑннӑ пурнӑҫ // Юрий КОРНИЛОВ. «Ҫӗнтерӳ ҫулӗ», 2016, пуш, 11

Ун йӗркипе ҫынсем наркопритонсем, наркотик сутакан точкӑсем, наркопреступленисем пирки кунӗн-ҫӗрӗн 8(8352) 23-01-00 «шанӑҫ телефонӗпе» е info@21.fskn.gov.ru электронлӑ адреспа, е районти полици пайне 2-50-02 телефонпа пӗлтерме пултараҫҫӗ.

Help to translate

Вӑрнар хаҫачӗ те пулӑшнӑ // С.ЧИКМЯКОВА. «Ҫӗнтерӳ ҫулӗ», 2016, пуш, 11

Халӑхӑн шаннӑ ҫынни хресчен ӗҫ-хӗлне хисеплемелли пирки хӗрӳллӗн каланӑ.

Help to translate

«Мӑшкӑл ку!» // Елена ПОРФИРЬЕВА. «Ҫӗнтерӳ ҫулӗ», 2016, пуш, 11

Ял ҫыннисем сӗт пухакансене килӗшӳ тумалли пирки пӗрре мар асаилтернӗ.

Help to translate

«Мӑшкӑл ку!» // Елена ПОРФИРЬЕВА. «Ҫӗнтерӳ ҫулӗ», 2016, пуш, 11

Яланхи ӗҫ ҫук пирки хресчен ялта выльӑх усраса тупӑш илессишӗн пурӑнать.

Help to translate

Ӑҫта каймалла, камран ыйтмалла? // А.ПЕСКОВА. «Ҫӗнтерӳ ҫулӗ», 2016, пуш, 11

Раҫҫей Президенчӗ В.В.Путин сӗт хакне йӗркелемелли пирки телевизорпах пӗлтерчӗ.

Help to translate

Ӑҫта каймалла, камран ыйтмалла? // А.ПЕСКОВА. «Ҫӗнтерӳ ҫулӗ», 2016, пуш, 11

— Вулакана сирӗн ҫемйӗр пирки каласа хӑварни те кӑсӑклӑ пулӗ.

Help to translate

Чунтан парӑннӑ ӗҫ курӑмлӑ // А. АСТРАХАНЦЕВА. «Авангард», 2016, пуш, 11

Вӑл та хирӗҫлемерӗ, анчах шыв, газ пӑрӑхӗсем хумалла пулсан чӑрмантарма юраманни пирки пӗлтерчӗ.

Help to translate

Тирпей хамӑртан килет // А. ЛЕОНТЬЕВ. «Авангард», 2016, пуш, 11

Вара ял советне хапха умне карта тытма юранипе юраманни пирки калаҫма кайрӑм.

Help to translate

Тирпей хамӑртан килет // А. ЛЕОНТЬЕВ. «Авангард», 2016, пуш, 11

Шӑпах ҫакӑн пирки пӑшӑрханать те ӗнтӗ В. Селиванов.

Help to translate

Тирпей хамӑртан килет // А. ЛЕОНТЬЕВ. «Авангард», 2016, пуш, 11

Ку вара маншӑн Упамсари Аксукас пирки каланӑнах туйӑнчӗ.

Help to translate

Тирпей хамӑртан килет // А. ЛЕОНТЬЕВ. «Авангард», 2016, пуш, 11

«Тӑван ялшӑн кашнийӗ кар тӑтӑр» статьяра (автор В. Селиванов) ӗлӗкхи, эпир ҫамрӑк чухнехи урамсем пирки, ик айккипе те курӑк ешерни ҫинчен ҫырать.

Help to translate

Тирпей хамӑртан килет // А. ЛЕОНТЬЕВ. «Авангард», 2016, пуш, 11

Шӑпах яваплӑ тапхӑра кӗске вӑхӑтра ирттерсе ярасси, ҫавӑн пекех ялсене аталантарасси пирки хускатрӗ те юнкун, мартӑн 9-мӗшӗнче, Чӑваш Республикин ял хуҫалӑх министрӗ Сергей Артамонов бизнес-центрта район активӗпе, районти депутатсен Пухӑвӗн депутачӗсемпе, ял тӑрӑх пуҫлӑхӗсемпе ирттернӗ канашлура.

Help to translate

Районта — ял хуҫалӑх министрӗ // Авангард. «Авангард», 2016, пуш, 11

Тавралӑхра юр ирӗлсе пынӑ май анлӑ ларура вырӑнсенче тирпей-илем тӑвас, ҫӳп-ҫапа пуҫтарас, ҫуркунне йывӑҫ-тӗм лартса хӑварас ӗҫсене йӗркелес пирки те калаҫрӗҫ.

Help to translate

Чи ҫивӗч ыйтусене сӳтсе яврӗҫ // Н. МАЗЯКОВА. «Авангард», 2016, пуш, 11

Ҫавӑнпа документсене пулас ӑрусемшен сыхласа хӑварасси пирки халех шутламалла.

Поэтому именно сейчас надо думать о сохранении документов для будущих поколений.

Документсенче - халӑх кун-ҫулӗ // Т.ПУПИНА. «Елчӗк Ен», 2016.03.10

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed