Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тӑрӑх the word is in our database.
тӑрӑх (тĕпĕ: тӑрӑх) more information about the word form can be found here.
Аттен сӑввисене пилӗк кӗнеке кӑларса патӑм, вырӑсла куҫарнӑ сӑввисем ҫӗршыв тӑрӑх саланнӑ.

Help to translate

Питӗ ҫывӑх, ӑнланма йывӑр Сарпи // Надежда СМИРНОВА. «Хыпар», 2016.07.08, 106-107№

Йӑлана кӗнӗ тӑрӑх — ун пек чухне пӗр-пӗр сумлӑ ҫынна сӑмах параканччӗ.

По традиции - в таких случаях слово дают кому-либо из авторитетных людей.

Питӗ ҫывӑх, ӑнланма йывӑр Сарпи // Надежда СМИРНОВА. «Хыпар», 2016.07.08, 106-107№

Китай источникӗсем пӗлтернӗ тӑрӑх, авалхи хунн-тӗрӗк йӑхӗсем ҫулла вилнӗ ҫынсене кӗркунне, хӗлле вилнисене ҫур вӗҫӗнче пытарнӑ.

Help to translate

Кӗлӗ тата пил сӑмахӗсем // Виталий Родионов. Пилсемпе кӗлӗсем // Шупашкар: Чӑваш кенеке издательстви, 2005. — 5-11 с.

Нимӗҫ ҫулҫӳревҫи 3. Герберштейн XVI ӗмӗр пуҫламӑшӗнче ҫырнӑ тӑрӑх, Сӑр шывӗнчен тухӑҫалла пурӑнакансем пурте пуҫӗсене хырса ҫӳренӗ, вӗсем ислам тӗнӗпе пурӑннӑ иккен.

По записям немецкого исследователя начала XVI века 3. Герберштейна, к востоку от реки Сура все жители ходили с бритыми головами, и жили они по исламской религии.

Кӗлӗ тата пил сӑмахӗсем // Виталий Родионов. Пилсемпе кӗлӗсем // Шупашкар: Чӑваш кенеке издательстви, 2005. — 5-11 с.

Пӗлнӗ тӑрӑх, ҫамрӑк хӗрарӑм пуҫ ыратнипе, ӳт температури ӳснипе аптӑранӑ.

Насколько знаю, молодая женщина страдала от головной боли, повышения температуры.

«Пире те илтӗр: яланах чулпа ан перӗр!» // Алина ИЗМАН. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.06.30, 25 (6118) №

Пӗлнӗ тӑрӑх, ҫамрӑк хӗрарӑм пуҫ ыратнипе, ӳт температури ӳснипе аптӑранӑ.

Насколько знаю, молодая женщина заболела из-за головной боли и повышенной температуры.

«Пире те илтӗр: яланах чулпа ан перӗр!» // Алина ИЗМАН. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.06.30, 25 (6118) №

Анализ тӑрӑх, вӑл хӑйне 3 куна чӑтмалла мар йывӑр туйман.

На основании анализов, она в течении трёх дней не чувствовала непереносимую боль.

«Пире те илтӗр: яланах чулпа ан перӗр!» // Алина ИЗМАН. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.06.30, 25 (6118) №

Хӗрӗм те манӑн ҫамрӑксем пек каҫхине урам тӑрӑх янккаса ҫӳремест, ҫӗрлеччен утӑ турттарать, — калаҫрӗ Валентина Филиппова.

И дочь моя, как молодежь, по ночам по улице не гуляет, до поздней ночи возит сено, - говорит Валентина Филиппова.

«Элек саракансемех пулӑшу ыйтма килеҫҫӗ» // Алина ИЗМАН. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.06.30, 25 (6118) №

«Реклама», «Информаци тытӑмӗсен отраслӗсем тӑрӑх», «Промышленнӑҫ оборудованине пухса вырнаҫтарасси тата техника эксплуатацийӗ», «Автомобиль транспортне техника тӗлӗшӗнчен пӑхса тӑрасси тата юсасси», «Товароведени тата потребитель таварӗсен пахалӑхӗн экспертизи», «Экономика тата бухгалтери учечӗ» специальноҫсемпе професси пӗлӗвӗ паратпӑр.

Даём профессиональное образование по специальностям "Реклама", "Структура информационных отраслей", "Сборка промышленного оборудования и эксплуатация техники", "Техническое обслуживание и ремонт автомобильного транспорта", "Товароведение и экспертиза качества потребительского товара". "Экономика и бухгалтерский учёт".

Иртнӗ ҫулла... // Анатолий АБРАМОВ. «Тантӑш», 2016.06.30, 25№

Ҫын каланӑ тӑрӑх ыйтса пӗлнӗ информаципе вара статистика кӑтартӑвӗсене пӗтӗмлетнӗ чухне усӑ кураҫҫӗ.

Как говорят люди, остальные данные будут использовать при обобщении показателей статистики.

«Ялта йӗрке - ҫӗршывра ҫителӗклӗ пурнӑҫ» // Н.МИЛЛИН. «Елчӗк Ен», 2016.06.29

Тулли мар кӑтартусем тӑрӑх подпольщиксен йышӗнче 220 пин ытла ҫын шутланнӑ.

Help to translate

Вӗсен тӳпи пысӑк // А.КАРЛИН. «Елчӗк Ен», 2016.06.29

Тепӗртакран ҫумӑр шывӗ чӳрече кантӑкӗ ҫинчи тусанпа вараланса автомашина капочӗ тӑрӑх шарлатма пуҫларӗ.

Дождевая вода, смешавшись с пылью на стекле окна, рекой потекла по капоту автомашины.

Аманнӑ чӗресем // Сувар. «Сувар», 22(700)№, 2007.06.01

Элекҫей вырӑнне Эльза унӑн сӑнӳкерчӗкӗ тӑрӑх палларӗ.

Постель Алексея Эльза узнала по его фотографии.

Аманнӑ чӗресем // Сувар. «Сувар», 22(700)№, 2007.06.01

Иккӗмӗш пайне веҫех Тутарстана халалларӑмӑр, Г.Тукай, Б.Урманче халапӗсем тӑрӑх театрализациленӗ представлени те лартрӑмӑр.

Второе отделение полностью посвятили Татарстану, поставили театрализованные представления по сказкам Г.Тукая, Б.Урманче.

Японире — чӑваш юрри // Сувар. «Сувар», 22(700)№, 2007.06.01

Хамӑн сӑвӑсем тӑрӑх юрӑ та кӗвӗлетӗп,– хуравларӗ Саша.

И песни сочиняю на свои слова, - отвечает Саша.

«Юррӑмсем юрату ҫинчен» // Сувар. «Сувар», 21(699)№, 2007.05.25

Халӗ акӑ самоучитель тӑрӑх инструментсемпе калама хӑнӑхатӑп.

Сейчас вот учусь по самоучителю игре на инструментах.

«Юррӑмсем юрату ҫинчен» // Сувар. «Сувар», 21(699)№, 2007.05.25

Статистика тӑрӑх, гражданла мӑшӑрланура 3-5 ҫул пурӑннӑ хыҫҫӑн мӑшӑрсем уйрӑлаҫҫӗ е хӑйсен ҫыхӑнӑвӗсене саккунпа ҫирӗплетеҫҫӗ.

Help to translate

Ҫырӑнмасӑр кӑна пурӑнар-и? // Сувар. «Сувар», 21(699)№, 2007.05.25

Ун тӑрӑх, Раҫҫейри пур мӑшӑрлануран 10 проценчӗ ҫырӑнмасӑрах пурӑнакансем.

По этим данным, в России из числа всех зарегистрированных браков 10 процентов проживают без регистрации.

Ҫырӑнмасӑр кӑна пурӑнар-и? // Сувар. «Сувар», 21(699)№, 2007.05.25

Республика парламенчӗн спикерӗ палӑртнӑ тӑрӑх, журналистсен кулленхи тӑрӑшӑвне паянхи кун хаҫат-журналсемпе телеэкран ҫинче ҫеҫ мар, интернет уҫлӑхӗнче те курма пулать.

Help to translate

Нурлат хаҫачӗн чи нумай вулакан // Сувар. «Сувар», 21(699)№, 2007.05.25

Ун тӑрӑх 222595 ачапа ҫул ҫитмен ҫамрӑкран 38557-шне ҫу вӑхӑтӗнче ӗҫе вырнаҫтарма палӑртнӑ.

По нему было намечено принять на работу в летнее время 222595 детей и 38557 подростков.

Хыпарсен ярӑмӗ // Сувар. «Сувар», 21(699)№, 2007.05.25

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed