Шырав
Шырав ĕçĕ:
Эпӗ, ҫак ӗҫ мана ӳссе ҫитӗнме кансӗрленине сиссе, хамӑн кукка патне, асран кайми Никита Зуев патне — кайрӑм, аннене ӑс пама хушрӑм…
Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Атте ятне илтсенех, вӑл ман ҫине хӑ-вӑрт пӑхса илчӗ: «Поже мой! тавно-ли, Андрей Петрович хӑй те санӑн ҫулусенче кӑначчӗ пулас; халӗ унӑн авӑ епле маттур каччӑ ӳссе ҫитнӗ!
Иккӗмӗш сыпӑк. Вожатый // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940
Хайхи пӗлӗт татӑкӗ йывӑррӑн ҫӗкленсе, пысӑк шурӑ пӗлӗт пулса тӑчӗ, ерипен ӳссе ҫитсе, вӑл пӗтӗм тӳпене хупласа илчӗ.Облачко обратилось в белую тучу, которая тяжело подымалась, росла и постепенно облегала небо.
Иккӗмӗш сыпӑк. Вожатый // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940
Вернер чухӑн ҫынччӗ, ҫапах миллионсем ҫинчен ӗмӗтленетчӗ, анчах укҫашӑн тесен вӑл пӗр утӑм та ытлашши ярса пусас ҫукчӗ: вӑл мана пӗрре, тусӑма лайӑх тӑвиччен тӑшмана лайӑх тӑватӑп, терӗ, мӗншӗн тесен тус-пӗлӗшне лайӑх туни ырӑ ӗҫе сутни пулать, ҫав вӑхӑтра тӑшмана мӗн чухлӗ ырӑ тунӑ, мӗн чухлӗ ырӑ кӑтартнӑ, ҫавӑн чухлех курайманлӑх та ӳссе пырать.
Майӑн 13-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
Вӑл, ҫав тери пӗчӗккӗ пулнӑран, ҫар форми тӑхӑннӑ ӳссе ҫитеймен илемлӗ арҫын ача пек ҫеҫ курӑнать.
Юлашкинчен калани // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Алексей хай куҫӗсем умӗнче хӑвӑрттӑн ӳссе пыракан ют самолётсемсӗр пуҫне урӑх нимӗн те курмарӗ, шлем наушникӗсенчи янравпа шавсӑр пуҫне нимӗн те илтмерӗ.
5 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Тепӗр кунхине эпир Бэлӑна крепоҫ тулашне, ҫырма хӗррине, хӑй юлашки хут ларнӑ тӗлех пытартӑмӑр; халӗ унӑн тӑпри тавра шурӑ акацисемпе бузина тӗмисем ӳссе тулнӑ ӗнтӗ.
Бэла // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
— Чимӗр-ха: «Пирӗн ҫамрӑк йӗкӗтсем яштак та, имӗш, вӗсен сӑхманӗсене те кӗмӗлпе тӗрленӗ иккен те, анчах вырӑс ҫамрӑк офицерӗ вӗсенчен яштакарах, галунсем унӑн ылтӑнран. Вӑл вӗсем хушшинче тирек пек курӑнать; ӑна ӳссе ешерме ясӑна пӳрмен пирӗн сад-ра», — тесе юрлать, Печорин ҫӗкленчӗ, пуҫ тайрӗ ӑна, аллине хӑй ҫамки патне, унтан чӗри патне тытрӗ те мана тавӑрса калама ыйтрӗ, эпӗ вӗсемпе калаҫма лапах пӗлеттӗм те унӑн сӑмахӗсене куҫарса патӑм.
Бэла // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
Пур ҫӗрте те питӗ вӑйлӑ ҫум курӑкӗ ӳссе ларнӑ, вӑл ӗҫ ҫыннисен нумай ӑрӑвӗсен тарӗпе шӑварӑннӑ ҫӗре ним курӑнми хупласа тӑнӑ.
4 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Хӑватлӑ юхӑм вырӑнтан хускалнӑ, халӗ вӑл ту ҫинчен аялалла шӑвӑннӑ пек пӗр май ӳссе, ҫул ҫинче мӗн пуррине пӗтӗмпех хӑйпе пӗрле илсе ыткӑннӑ, ҫакна вырӑнтан хускатакансен ӑна чарма вӑй пулман ӗнтӗ.
4 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Анчах вӑл сӗтел патне пырсан, лампӑн тӗтӗм хӑрӑмлӑ ҫути унӑн сӑнне ҫутатсан, Петров хӑй умӗнче илемлӗ, ӳссе ҫитӗннӗ хӗр тӑнине курчӗ.
2 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Хваттерте тӑнӑ тӑхӑр ҫынсӑр пуҫне, ҫак пӳртре тата хуҫисем те — ватӑ карчӑкпа ӳссе ҫитӗннӗ хӗр пурӑннӑ, пӳртре ҫывӑрма та вырӑн ҫуккипе вӗсем хӑйсем темӗн пысӑкӑш вырӑсла кӑмака ҫине вырнаҫнӑ.
2 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Вӑйлӑн ӳссе ларнӑ ҫумкурӑкӗсем хушшипе ҫиппе ҫапса тунӑ пек тӳррӗн тӑсӑлса выртакан, ҫынсем ҫӳреме пӑрахнӑ фронт ҫулӗ ҫинче вара, ҫак ҫуллахи шӑрӑхра пиҫсе выртакан уйсем пек, ҫуллахи пӗлӗтри тӑрисен янравӗ пек, ҫӳллӗ те тӗпсӗр пӗлӗт пек кивӗ те вӗсем пекех ҫамрӑк юрӑ кичеммӗн те вӑйлӑн янраса пычӗ.
1 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Ҫак ҫыруранах Алексей полкра хӑйне халӗ те асӑннине, столовӑйра, полкра ӳссе чапа тухнӑ геройсен портречӗсемпе пӗрле унӑн портретне те ҫакнине, гвардеецсем ӑна каллех хӑйсем патӗнче курма ӗмӗтленсе пурӑннине пӗлчӗ.
9 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Фронтри событисем ӳссе лару-тӑру йывӑрланнӑ майӑн ҫак туйӑм пушшех те вӑйлӑланнӑ.Она развивалась по мере того, как на фронте нарастали события и усложнялась обстановка.
2 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Кантӑк пек тикӗс курӑнакан шыв хӗрринче ҫулҫисене чӗтретекен ҫамрӑк ӑвӑссем ӳссе ларнӑ.
2 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Анчах куҫӗсем — туларах мӑкӑрӑлса тӑракан симӗсрех куҫӗсем — Мересьев ҫине ҫав тери ҫуттӑн, кӑмӑллӑн, чӑн-чӑн туслӑн пӑхрӗҫ, ҫавӑнпа та ку таранччен курман-палламан хӗр тахҫантанпах палласа пурӑннӑ ҫын пек, унпа пӗр кил-хушшинче ӳссе ҫитӗннӗ пекех туйӑнчӗ.
1 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Акулина хӑйӗн шухӑшне лайӑхрах ҫавӑрса калама часах хӑнӑхса ҫитнӗ, унӑн ӑсӗ-тӑнӗ паллӑнах ӳссе ҫитӗнсе пынӑ.Акулина видимо привыкала к лучшему складу речей, и ум ее приметно развивался и образовывался.
Хресчен хӗрӗ — пике // Ҫт. Ухантей. Александр Пушкин. Иван Петрович Белкин ҫырса хӑварнӑ повеҫсем. Ст. Угандей куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1936
Заводсенче саботаж, забастовкӑсен шучӗ ӳссе пычӗ.
VIII сыпӑк // Леонид Агаков. Юлиус Фучик. Асаплӑ вилӗм уменхи сӑмах. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953
Вӑрттӑн ӗҫлекен организаци сарӑлса пынӑ, ӗҫе ҫӗнӗ ҫынсем хутшӑннӑ, вӑл шутра партин резервра тытса усрамалла пулнӑ ҫынсем те хутшӑннӑ, аппарат ӳссе пырса ҫав тери пысӑкланса кайнӑ, — ӑна тӗрӗслесе пыма та йывӑр пулнӑ.
VIII сыпӑк // Леонид Агаков. Юлиус Фучик. Асаплӑ вилӗм уменхи сӑмах. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953