Шырав
Шырав ĕçĕ:
Сана ӑҫта пултарнӑ, эсӗ хӑш ҫӗртен тухнӑ, сана ҫавӑнта сут тӑвӑп: 31. сан ҫине Хамӑн ҫиллӗме ярӑп, сан ҫине Хамӑн хаярлӑхӑмӑн вут-ҫулӑмне ҫитерӗп, сана тискер ҫынсен, вӗлерме пӗлекен ҫынсен, аллине парӑп.
Иез 21 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
18. Мана Ҫӳлхуҫаран тата сӑмах пулчӗ: 19. этем ывӑлӗ, эсӗ Вавилон патшин хӗҫӗ каяс икӗ ҫула ӳкерсе кӑтарт — икӗ ҫулӗ те пӗр ҫӗртен тухмалла; хуласене каякан ҫулсем ӑҫтан пуҫланнине ӳкер, ҫавӑнта паллӑ ларт.
Иез 21 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
40. Манӑн сӑваплӑ тӑвӑм ҫинче ҫеҫ, Израиль ҫӗрӗн ҫӳллӗ тӑвӗ ҫинче ҫеҫ, тет Ҫӳлхуҫа Турӑ, пӗтӗм Израиль халӑхӗн — ҫӗр ҫинче мӗн чухлӗ вӗсем, пурте, кашни ҫын таранччен — Мана ҫавӑнта пуҫҫапмалла; Эпӗ вӗсене кӑмӑллӑн йышӑнӑп; Эпӗ унта сирӗнтен парнесем, малтан ӗлкӗрнӗ ҫимӗҫсемпе пӗтӗм таса япалӑрсене ыйтӑп.
Иез 20 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
35. Сире халӑхсен пушхирне илсе килӗп те ҫавӑнта сирӗнпе куҫа-куҫӑн сутлашӑп.35. И приведу вас в пустыню народов, и там буду судиться с вами лицом к лицу.
Иез 20 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
27. Ҫавӑнпа та Израиль килне кала, этем ывӑлӗ, кала вӗсене: Ҫӳлхуҫа Турӑ ҫапла калать те: Мана хирӗҫ ултавҫӑ пек хӑтланса, сирӗн аҫӑрсем Мана тата акӑ епле хурларӗҫ: 28. Эпӗ вӗсене, аллӑма ҫӗклесе, тупа туса пама пулнӑ ҫӗре илсе килтӗм — вӗсем вара, кашни ҫӳллӗ сӑрта, кашни туратлӑ йывӑҫа суйласа илсе, ҫавӑнта хӑйсен чӳк парнисене пусма пуҫларӗҫ, унта Мана хур тӑвакан парнесем кӳчӗҫ, ырӑ шӑршӑллӑ тӗтӗм тӗтӗрчӗҫ, ҫу юхтарса парне пачӗҫ.
Иез 20 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
20. Ун ҫине Хамӑн тетелӗме ывӑтӑп, вӑл Манӑн серепеме ҫакланӗ; ӑна Вавилона илсе килӗп те Мана хирӗҫ сутӑнчӑкла хӑтланнӑшӑн унпа ҫавӑнта сутлашӑп.
Иез 17 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
19. Ҫӗршыв халӑхне кала: Иерусалим ҫыннисем ҫинчен, Израиль ҫӗрӗ ҫинчен Ҫӳлхуҫа Турӑ ҫапла калать те: вӗсем хӑйсен ҫӑкӑрне хуйхӑрса ҫийӗҫ, хӑйсен шывне пӑшӑрханса ӗҫӗҫ, мӗншӗн тесессӗн Иерусалим ҫӗрӗ ҫавӑнта пурӑнакан пӗтӗм халӑх тунӑ тӗрӗсмарлӑхшӑн пӗр тулӑхсӑр тӑрса юлӗ.
Иез 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. Ун ҫине Хамӑн серепене ывӑтӑп, ӑна Хамӑн танатапа тытӑп, кайран Вавилона, халдейсен ҫӗрне, илсе кайӑп, анчах вӑл ҫав ҫӗре кураймӗ, ҫавӑнта вилӗ.
Иез 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Вӑл йӗтӗн тум тӑхӑннӑ ҫынна: «кустӑрмасем хушшинчен, херувимсен хушшинчен вут-кӑвар ил» тесе хушсассӑн, лешӗ ҫавӑнта кӗрсе кустӑрма патне пырсассӑн, 7. херувимсен хушшинчи пӗр херувимӗ аллине херувимсен хушшинчи вут-кӑвар енне тӑсрӗ те ӑна, ывӑҫпа ывӑҫласа илсе, йӗтӗн тум тӑхӑннӑскере пачӗ.
Иез 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Эпӗ ҫавӑнта Израиль Туррийӗн мухтавлӑхне, хам унччен хирте курнӑскере, куртӑм.4. И вот, там была слава Бога Израилева, подобная той, какую я видел на поле.
Иез 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Ку улттӑмӗш ҫулта, улттӑмӗш уйӑхра, ҫав уйӑхӑн пиллӗкӗмӗш кунӗнче пулчӗ: эпӗ хамӑн килӗмре лараттӑм, Иудейӑн аслӑ ҫыннисем ман умӑмра ларатчӗҫ, ҫавӑн чухне ҫавӑнта ман ҫине Ҫӳлхуҫа Турӑ алли анчӗ.
Иез 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. Вилнисем хӑйсен чӳк вырӑнӗсем тавра йӗрӗхӗсем хушшинче, кашни ҫӳллӗ сӑрт ҫинче, пӗтӗм ту тӑрринче, кашни ешерекен йывӑҫ айӗнче, кашни туратлӑ юман айӗнче, хӑйсен йӗрӗхӗсене ӑҫта ырӑ шӑршӑ тӗтӗрнӗ, ҫавӑнта выртнине курсан, Эпӗ Ҫӳлхуҫа иккенне пӗлӗр.
Иез 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
22. Ҫавӑнта ман ҫинче Ҫӳлхуҫа алли пулчӗ, Ҫӳлхуҫа мана каларӗ: тӑр та хире тух, Эпӗ унта санпа калаҫӑп, терӗ.
Иез 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2. Уйӑхӑн пиллӗкӗмӗш кунӗнче (ку вӑл Иоаким патшана тыткӑна илни пиллӗкӗмӗш ҫул ҫине кайсан пулчӗ) 3. Иезекииле, Вузий ывӑлне, священника, халдейсен ҫӗрӗнче, Ховар юханшывӗ хӗрринче, Ҫӳлхуҫаран сӑмах пулчӗ; ҫавӑнта ун ҫинче Ҫӳлхуҫа алли пулчӗ.
Иез 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Патшана ярса тытнӑ, ӑна Вавилон патши патне Ривла хулине, Емаф ҫӗрне, илсе пынӑ, ӑна ҫавӑнта Вавилон патши сут тунӑ.
Иер 52 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Ҫав кунсенче, ҫав вӑхӑтра Израиль ывӑлӗсемпе Иуда ывӑлӗсем пӗрле пуҫтарӑнӗҫ те Ҫӳлхуҫана, хӑйсен Туррине, шыраса йӗрсе ҫӳрӗҫ, тет Ҫӳлхуҫа; 5. вӗсем Сиона мӗнле каймалли ҫинчен ыйтӗҫ, ҫавӑнта каякан ҫула шырӗҫ, «каяр та Ҫӳлхуҫапа ӗмӗрлӗхе пӗрлешер, нихӑҫан манӑҫми килӗшӳ тӑвар» тейӗҫ.
Иер 50 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
15. Хӑйсен арӑмӗсем ют турӑсене тӗтӗрнине пӗлсе тӑракан пӗтӗм арҫын, ҫавӑнта йышлӑн тӑракан пӗтӗм хӗрарӑм, пӗтӗм халӑх — Египет ҫӗрӗнче, Пафросра пурӑнакансем — Иеремийӑна хуравласа ҫапла каланӑ: 16. эпир сана итлеместпӗр, Ҫӳлхуҫа ятӗнчен каланӑ сӑмахусене итлеместпӗр!
Иер 44 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. Египет ҫӗрне Эпӗ, Иерусалима пынӑ пекех, хӗҫпе те выҫлӑхпа, мур чирӗпе пырӑп, 14. вара чӗрӗ юлнӑ иудейсенчен, Египет ҫӗрне ҫитсе унта вӑхӑтлӑх пурӑнма вырӑнаҫнӑскерсенчен, пӗри те хӑтӑлаймӗ, пӗри те сывӑ юлаймӗ, Иудея ҫӗрне таврӑнаймӗ; вӗсем пӗтӗм чун-чӗрипе Иудейӑна таврӑнасшӑн, ҫавӑнта пурӑнасшӑн, анчах унтан тарса тухнисемсӗр пуҫне пӗри те каялла таврӑнаймӗ.
Иер 44 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Тафнисра Иеремийӑна Ҫӳлхуҫаран сӑмах пулнӑ: 9. пысӑк чулсем ил те вӗсене иудейсен куҫӗ умӗнче Тафнисра фараон ҫуртне кӗнӗ вырӑнта картишӗнче тӑм ӑшне пытарса хур, 10. вара вӗсене кала: Саваоф Ҫӳлхуҫа, Израиль Турри, ҫапла калать, те: Эпӗ кунта Хамӑн чурана Навуходоносора, Вавилон патшине, илсе килӗп, Хам пытарса хунӑ ҫак чулсем ҫине унӑн аслӑ пуканне лартӑп, ҫавӑнта вӑл хӑйӗн хӳхӗм чатӑрне карса лартӗ, 11. вара килӗ те Египет ҫӗрне аркатса тӑкӗ, вилме пӳрни вилӗм аллине лекӗ; тыткӑна лекмелли тыткӑна кайӗ; хӗҫ айне пулмалли хӗҫ айне пулӗ.
Иер 43 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
17. Египета кайма, ҫавӑнта вӑхӑтлӑх пурӑнма хатӗрленнӗ пӗтӗм халӑх хӗҫпе, выҫӑпа, мур чирӗпе вилсе пӗтӗ, пӗри те чӗрӗ юлмӗ, Эпӗ яракан хӗн-асапран хӑтӑлаймӗ.
Иер 42 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.