Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

район the word is in our database.
район (тĕпĕ: район) more information about the word form can be found here.
Ҫавӑн пекех ӗҫтешсем ҫинчен «Чӑваш Ен журналисчӗсем», «Чӑваш Республикинчи хуласемпе район хаҫачӗсем» кӗнекесем кун ҫути курчӗҫ.

Help to translate

Журналистика - уншӑн пурнӑҫ // К.ЭЛИНА. «Пурнӑҫ ҫулӗпе», 2016.03.18

В.Комиссаров пӗчӗклех район, республика кӑларӑмӗсемпе тачӑ ҫыхӑну тытма пуҫланӑ.

Help to translate

Журналистика - уншӑн пурнӑҫ // К.ЭЛИНА. «Пурнӑҫ ҫулӗпе», 2016.03.18

Тӗрлӗ олимпиада-конкурса хутшӑнса ҫӗнтерӳҫӗсен йышне лекеҫҫӗ, шкул, район чысне ҫӳлти шайра тытма тӑрӑшаҫҫӗ.

Help to translate

Умра — хӗрӳ тапхӑр // Тантӑш. «Тантӑш», 2016.03.17, 10№

Ялта, шкулта кӑна мар, ытти район тата республика тулашӗнчи ачасемпе те туслӑ ҫыхӑнура вӑл.

Help to translate

Асанне пек пуласчӗ // Тантӑш. «Тантӑш», 2016.03.17, 10№

Авӑ, манӑн хастар вӗренекен те малашне шкул, район ятне ҫӳлте тытасса пӗлсех тӑратпӑр, — терӗ Галина Леонидовна.

Help to translate

Шуршӑл илӗртет // Тантӑш. «Тантӑш», 2016.03.17, 10№

«Этем космоса пӗрремӗш хут вӗҫнӗренпе 55 ҫул ҫитнине халалланӑ Николаев вулавӗсем» район шайӗнчи хӗрӳ конкурсра та ҫӗнтерме ӗмӗтленет-ҫке!

Help to translate

Шуршӑл илӗртет // Тантӑш. «Тантӑш», 2016.03.17, 10№

Унсӑр пуҫне пике район шайӗнчи «Зарница» вӑййисене ҫулсеренех хастар хутшӑнать, ҫаврӑнӑҫулӑхӗпе тата чӑтӑмлӑхӗпе пурне те тӗлӗнтерет.

Кроме того, девушка ежегодно принимает активное участие в играх районного уровня «Зарница», поражая всех своей ловкостью и выносливостью.

Хаҫат-журнал вулакан — хастар пулакан // Лариса ПЕТРОВА. «Тантӑш», 2016.03.17, 10№

Акци вӑхӑтӗнче шалти ӗҫсен пайӗн ҫул ҫитмен ҫамрӑксемпе ӗҫлекен уйрӑмӗн аслӑ инспекторӗ Рева Жукова, Николай Медведев, Александр Владимиров участковӑйсем, тӗп больницӑн врач наркологӗ Людмила Ярышева, район администрацийӗн ҫул ҫитмен ҫамрӑксен прависене хӳтӗлекен сектор заведующийӗ Любовь Пушкина Александровка, Чӗчкен тӗп, Хирти Мӑнтӑр, Урмаел, Тукай Мишер вӑтам шкулӗсенче вӗренекенсемпе тӗл пулнӑ.

Help to translate

Ачасемпе тӗл пулаҫҫӗ // А.АХМЕЕВ. «Каҫал Ен», 2016, пуш, 18

Район центрне кайса ҫӗнӗ фильмсем илсе килеттӗмӗр.

Help to translate

Пӗрле кино курар-и? // А.ЕФРЕМОВА. «Каҫал Ен», 2016, пуш, 18

Ятарлӑ транспорт пулманран ачасемпе район центрӗнче иртекен ӑмӑртусене, олимпиадӑсене тухса ҫӳреме кансӗр.

Help to translate

Ыйтусене ял ҫыннисемпе сӳтсе явнӑ // А.ЕФРЕМОВА,Н.АРХИПОВА. «Каҫал Ен», 2016, пуш, 18

Чӑваш Республикин пурлӑх тата ҫӗр хутшӑнӑвӗсен патшалӑх комитечӗн председателӗн ҫумӗ Ольга Казарина, район администрацийӗн экономика, ҫӗр тата пурлӑх хутшӑнӑвӗсен уйрӑмӗн начальникӗ Светлана Ульдина Урмаел ял тӑрӑхӗнчи Тукай Мишер вӑтам шкулне тата ялти медресене ҫитрӗҫ, вӗрентекенсемпе тӗл пулчӗҫ.

Help to translate

Ыйтусене ял ҫыннисемпе сӳтсе явнӑ // А.ЕФРЕМОВА,Н.АРХИПОВА. «Каҫал Ен», 2016, пуш, 18

Шупашкартан килнӗ ушкӑн членӗсем ҫеҫ мар, район администрацийӗн специалисчӗсем те ялсене ҫитсе ӗҫ коллективӗсемпе, халӑхпа тӗл пулчӗҫ.

Help to translate

Ыйтусене ял ҫыннисемпе сӳтсе явнӑ // А.ЕФРЕМОВА,Н.АРХИПОВА. «Каҫал Ен», 2016, пуш, 18

Чи малтанах вӗсем район администрацийӗн пуҫлӑхӗпе Алексей Самаркинпа, пай начальникӗсемпе, специалисчӗсемпе тӗл пулчӗҫ, информаци кунӗнче уҫӑмлатма палӑртнӑ темӑсене сӳтсе яврӗҫ.

Help to translate

Ыйтусене ял ҫыннисемпе сӳтсе явнӑ // А.ЕФРЕМОВА,Н.АРХИПОВА. «Каҫал Ен», 2016, пуш, 18

Мартӑн 10-мӗшӗнче Вӑрмар район администрацийӗн пуҫлӑхӗ А.Тихонов строительство ӗҫӗсемпе тӗплӗн паллашнӑ.

Help to translate

Ҫӗнӗ ҫурт хӑпарать // Н.ШИШКИНА. «Хӗрлӗ ялав», 2016.03.15

Автор вӗсенче район пурнӑҫне, ӗҫ паттӑрӗсем ҫинчен ҫырса кӑтартнӑ.

Help to translate

Тӳрӗ кӑмӑллӑ, хӑйӗн ӗҫне чунтан парӑннӑ ӗҫтеш // Хӗрлӗ ялав. «Хӗрлӗ ялав», 2016.03.12

«Ачасене - уйрӑмах сусӑрсене, тӑлӑхсене - пулӑшу кӳни ыркӑмӑллӑхӑн чи ҫӳллӗ шайӗ. Ҫынсен чунран тухакан туйӑмӗ иксӗлменни савӑнтарать», - тенӗ район администрацийӗн пуҫлӑхӗ А.Тихонов хӑйӗн сӑмахӗнче.

Help to translate

«Ыркӑмӑллӑх» ят ырӑ сӑмахран пуҫланать // Хӗрлӗ ялав. «Хӗрлӗ ялав», 2016.03.12

Пӗррехинче район хаҫатне «Сехете хуҫине тавӑрса панӑ» материал ярса патӑм.

Help to translate

Валерий КОМИССАРОВ: «Пичетленме черет кӗтекен статьясене тӗлӗкре те кураттӑм» // Ирина ПУШКИНА. «Хыпар», 2016, пуш, 15; 33-34№

Чӑваш чӗлхипе литературин вӗрентекенӗ Георгий Рахмуллин шкулта юнкорсен кружокне йӗркеленӗччӗ — унта ҫӳренӗ май 4-5-мӗш классенчех район хаҫатне, республикӑри ача-пӑча валли тухакан «Пионер сассине» заметкӑсем ҫырма пуҫларӑм.

Help to translate

Валерий КОМИССАРОВ: «Пичетленме черет кӗтекен статьясене тӗлӗкре те кураттӑм» // Ирина ПУШКИНА. «Хыпар», 2016, пуш, 15; 33-34№

Район аталансах пырать, унӑн пуласлӑхӗ пысӑк.

Help to translate

Кӳкеҫсен ыйту нумай // ЛЮБОВЬ МАН. «Тӑван Ен», 19-20№, 2016.03.18-24

Ҫӗр айӗнчен каҫса ҫӳремелли вырӑн ыйтӑвне паллах район кӑна мар, республика та татса параймӗ, М-7 – федераци трасси.

Help to translate

Кӳкеҫсен ыйту нумай // ЛЮБОВЬ МАН. «Тӑван Ен», 19-20№, 2016.03.18-24

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed