Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пушӑ the word is in our database.
пушӑ (тĕпĕ: пушӑ) more information about the word form can be found here.
— Кӑна эпӗ пушӑ вӑхӑтра тӑватӑп.

— То я в свободное время.

Тунсӑхлама вӑхӑт ҫук // Тани Юн. Карнаухова И. В. Туслӑ ачасем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 256 с.

Дуня инке больницӑра икӗ уйӑх выртрӗ те киле начарланса, шурса, пушӑ сулахай ҫанӑпа таврӑнчӗ.

Два месяца пролежала тетя Дуня в больнице и вернулась домой худенькая, бледная, с пустым рукавом на правом плече.

Дуня инкепе Тимка // Тани Юн. Карнаухова И. В. Туслӑ ачасем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 256 с.

Хӗвел анма пуҫласан, тӳрех вӗсем патне пушӑ лав пычӗ.

Когда солнце уже садилось, прямо к ним на поле приехала телега.

Пулӑшакансем // Тани Юн. Карнаухова И. В. Туслӑ ачасем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 256 с.

Пушӑ алӑпа таврӑнма намӑс пулать.

Стыдно с пустыми руками возвращаться.

Власьевна вӑрманта мӗнле ҫӳрет // Тани Юн. Карнаухова И. В. Туслӑ ачасем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 256 с.

Пур ҫӗрте те шӑп та пушӑ.

Кругом тишина и пустота.

Ту ҫинче // Тани Юн. Карнаухова И. В. Туслӑ ачасем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 256 с.

Акӑ вырӑнсене те сарчӗҫ, минтерсене те ҫивиттипе витрӗҫ; ҫӳлӗк ҫине кӗнекесем тирпейлӗн купаласа хучӗҫ, икӗ чӳрече хушшине амӑш карточкине ҫакрӗҫ, ашшӗ карточкине Лена кровачӗ тӗлне вырнаҫтарчӗҫ; сӗтел ҫине ҫырмалли хатӗрсем лартрӗҫ, — акӑ пушӑ пӳлӗм ҫынпа тулса ларчӗ…

И вот уже постланы постели, накинуты покрывала на подушки; аккуратной стопочкой легли на полку книги, повешен портрет мамы в простенке, карточка папы над Лениной кроватью; поставлен чернильный прибор на стол, — вот и обжита комната.

Власьевна // Тани Юн. Карнаухова И. В. Туслӑ ачасем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 256 с.

Якур мучи пушӑ аврипе кантӑкран шаккарӗ.

И дядя Егор постучал кнутовищем в окно.

Власьевна // Тани Юн. Карнаухова И. В. Туслӑ ачасем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 256 с.

Йӗри-тавра пушӑ вырӑн.

Кругом площади пусто.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Никифор Ваҫанкка, Алексей Этмен, Илле Тукташ. Алексеев, М. А. Большевиксем: роман / вырӑсларан Н. Ваҫанкка, А. Этмен, И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгиз, 1936. — 242 с.

Пирӗн тавра пушӑ хир пек тип-тикӗс уҫӑ вырӑн.

Кругом нас было пустынно.

Иккӗмӗш сыпӑк // Никифор Ваҫанкка, Алексей Этмен, Илле Тукташ. Алексеев, М. А. Большевиксем: роман / вырӑсларан Н. Ваҫанкка, А. Этмен, И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгиз, 1936. — 242 с.

Ҫар ҫыннисем ирхи парада пӗтерсен, пушӑ вӑхӑта штатскисем хушшинче ирттерес терӗҫ.

Военные, закончив утренний парад, решили провести свободное время среди штатских.

LХХХVI сыпӑк // Феодосия Ишетер. Рид, Томас Майн. Пуҫсӑр юланут: роман / Майн Рид; вырӑсларан Ф. Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1949. — 412 с.

Фляжки те, пысӑк савӑчӗ те — пурте пушӑ.

И фляжка и бутыль — все пусто.

LVII сыпӑк // Феодосия Ишетер. Рид, Томас Майн. Пуҫсӑр юланут: роман / Майн Рид; вырӑсларан Ф. Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1949. — 412 с.

Акӑ савӑчӗ те пробкӑсӑр хӑяккӑн выртать, унпа юнашар фляги те — вӑл та пушӑ.

А вот и бутыль без пробки валяется на боку, рядом фляга — тоже пустая.

LII сыпӑк // Феодосия Ишетер. Рид, Томас Майн. Пуҫсӑр юланут: роман / Майн Рид; вырӑсларан Ф. Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1949. — 412 с.

Каллех пӑл-пӑл-пӑл! тутарни илтӗнчӗ, каллех чӑ-пӑрт! туса илни, ҫапла вара юлашкинчен пушӑ фляга ҫӗрелле кӗмсӗрт! анса ӳкичченех черетпеле ҫавнашкал илтӗнсе пычӗ.

Слышалось бульканье, чмоканье — и так длилось до тех пор, пока наконец не раздался звук упавшей на пол пустой фляги.

LI сыпӑк // Феодосия Ишетер. Рид, Томас Майн. Пуҫсӑр юланут: роман / Майн Рид; вырӑсларан Ф. Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1949. — 412 с.

Фляга пушӑ.

Фляга пуста.

ХLVII сыпӑк // Феодосия Ишетер. Рид, Томас Майн. Пуҫсӑр юланут: роман / Майн Рид; вырӑсларан Ф. Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1949. — 412 с.

Пиллӗкмӗш кунне, патша хӗрне арӑслан пушӑ хиртен илсе тавӑрӑннӑ вӑхӑт ҫитсен, хурт чӗрӗлет те каллех ҫулҫӑ ҫие пуҫлать.

На пятый день, в тот самый срок, как царевну принес лев из пустыни,— червь ожил и опять стал есть лист.

Ылтӑн ҫӳҫлӗ патша хӗрӗ // Чӗмпӗр чӑваш шкулӗ. Толстой Л. Н. Упа тытни: Калавсем, халапсем, юптарса каланисем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 264 с.

Ылтӑн ҫӳҫлӗ хӗр пушӑ хирте тӑватӑ кун пурӑннӑ.

Золотоволосая девушка четыре дня прожила в пустыне.

Ылтӑн ҫӳҫлӗ патша хӗрӗ // Чӗмпӗр чӑваш шкулӗ. Толстой Л. Н. Упа тытни: Калавсем, халапсем, юптарса каланисем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 264 с.

Арӑмне итлесе, патша ылтӑн ҫӳҫлӗ хӗре пушӑ хире леҫтерсе яртарнӑ.

Золотоволосую свели далеко в пустыню и бросили.

Ылтӑн ҫӳҫлӗ патша хӗрӗ // Чӗмпӗр чӑваш шкулӗ. Толстой Л. Н. Упа тытни: Калавсем, халапсем, юптарса каланисем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 264 с.

Пӗрре вӑл патша патне пынӑ та: «Ылтӑн ҫӳҫлӗ хӗре пушӑ хире леҫтерсе яртар», — тесе тимле пуҫланӑ.

И уговорила царя сослать ее в пустыню.

Ылтӑн ҫӳҫлӗ патша хӗрӗ // Чӗмпӗр чӑваш шкулӗ. Толстой Л. Н. Упа тытни: Калавсем, халапсем, юптарса каланисем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 264 с.

Ун патне ҫук тумтире илсе пыраҫҫӗ те пушӑ ҫӗре кӑтартаҫҫӗ.

Ему принесли и показали пустое место.

Патшанӑн ҫӗнӗ тумтирӗ // Чӗмпӗр чӑваш шкулӗ. Толстой Л. Н. Упа тытни: Калавсем, халапсем, юптарса каланисем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 264 с.

Улпут патне пушӑ алӑпа каяс мар тесе, пӗр хур тытса ӑшалать те хура йӑтса каять.

Чтобы было с чем идти к барину, он поймал гуся, изжарил его и понес.

Пӗр ҫын хур уйӑрни // Чӗмпӗр чӑваш шкулӗ. Толстой Л. Н. Упа тытни: Калавсем, халапсем, юптарса каланисем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 264 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed