Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Хӑйпе (тĕпĕ: ) more information about the word form can be found here.
Ват хӗрарӑм вилтӑпри патне ҫывхарчӗ те, ун ҫине тинкерсе, хӑйпе хӑй калаҫма тытӑнчӗ:

Та, другая мать, подошла совсем близко к могиле и, пристально вглядываясь в цветы, заговорила сама с собой:

IV // Николай Григорьев. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 23–36 стр.

Кӳлсе тӑратнӑ хыҫҫӑн ҫӑмӑл урапи ҫине улӑхса ларсан, хӑйпе хӑй кӑмӑллӑ пулса: «Ну, кайса килетпӗр те акӑ, пӗр патак ӗҫлесе илетӗп. Ку пурнӑҫ мана, тӑванӑмсем, питех те килӗше пуҫларӗ!» — текелет.

А кончая запряжку и садясь на дроги, самодовольно говорил: «Ну, вот съездим, и палочку заработаю. Жизня эта мне, братцы, начала дюже нравиться!»

31-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Унӑн чӗринче сасартӑк халиччен пулман мӑнкӑмӑллӑх тата, яланхи пекех, хӑйпе мухтанса илес шухӑш вӑранать: вӑл та акӑ, Щукарь мучи те, халӗ чухӑнлӑхран тухнӑскер, хӑйӗн лаши ҫинче ларса пынине кӑтартас килет.

В нем внезапно проснулись небывалая гордость и обычно всегда свойственное ему желание прихвастнуть, показать, что и он, Щукарь, теперь выбился из бедноты и едет хоть на плохой, но зато на собственной лошади.

31-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Тупӑка вӑл йывӑҫ варринчен кӑларать, ӑна хӑйпе пӗрле йӑтса каять те хула стени патне ҫӗр айне пытарса хурать.

Она освобождает гроб из середины дерева, несет его с собой и прячет в землю у городской стены.

X сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 85–143 с.

Усал-вӗчех Сет хӑйпе пӗртӑвана, турӑланнӑ Озириса, ӗҫкӗ-ҫике ултавпа илӗртсе кӗнӗ те чеелӗхпе ӑна чаплӑ, капӑр тупӑка хистесе вырттарнӑ, вара, ун ҫийӗн ҫивиттине шалтлаттарса хупса, тупӑка аслӑ турӑ ӳчӗпе пӗрле Нила кайса пӑрахнӑ.

Злобный Сет заманил своего брата, божественного Озириса, на пиршество, хитростью заставил его лечь в роскошный гроб и, захлопнув над ним крышку, бросил гроб вместе с телом великого бога в Нил.

X сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 85–143 с.

Пурнӑҫӗнчи тата нумай-нумай ӗҫ-пуҫ ҫинчен кала-кала кӑтартнӑ Соломон хӑйӗн савнине, ҫавсене ытти ҫынсенчен никам пӗлмен, Суламифь те вӗсене хӑйпе пӗрле масара илсе кайнӑ.

Рассказывал также Соломон своей возлюбленной многое из своей жизни, чего не знал никто из других людей и что Суламифь унесла с собой в могилу.

IX сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 85–143 с.

Ирхине, правленине кӗрсе тӑмасӑрах, Яков Лукич Банник патне тата «Дона ирӗке кӑларассишӗн кӗрешекен союза» явӑҫтарнӑ хӑйпе пӗр каварлӑ ытти ҫынсем патне тухса утрӗ.

Наутро Яков Лукич, не заходя в правление, отправился к Баннику и остальным единомышленникам, завербованным им в «Союз освобождения Дона».

23-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Манӑн сӑмахӑм тӗлсӗр пулас ҫук ҫав! — тет те, хӑйпе калаҫакан ҫын ҫине тӗссӗрленнӗ, савӑнӑҫлӑ пӗчӗк куҫӗсемпе пӑхса илет, калавӗ епле витӗмлӗ пулнине чухлакаласа тӑрать.

Мое слово небось мимо не пройдет! — И поднимал на собеседника выцветшие ликующие глазки, угадывая, какое впечатление произвел рассказ.

17-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Манӑн сӑмахӑм тӗлсӗр пулас ҫук ҫав! — тет те, хӑйпе калаҫакан ҫын ҫине тӗссӗрленнӗ, савӑнӑҫлӑ пӗчӗк куҫӗсемпе пӑхса илет, калавӗ епле витӗмлӗ пулнине чухлакаласа тӑрать.

Мое слово небось мимо не пройдет! — И поднимал на собеседника выцветшие ликующие глазки, угадывая, какое впечатление произвел рассказ.

17-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

— Ах, каҫ нӳрлӗхӗпе йӑлт йӗпеннӗ-ҫке унӑн кӑтрисем! — хӑйпе мӗн пулса иртнине ӑнланаймасӑр, чӳречерен пӑхса, пӑшӑлтатать хӗр.

И, не понимая, что с нею делается, она шепчет, глядя в окно: — Ах, кудри его полны ночною влагой!

VI сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 85–143 с.

Тӗлӗкре савнийӗ хӑйпе юнашарах выртнӑн туйӑнать ӑна.

Ей грезится, что милый лежит с ней рядом.

VI сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 85–143 с.

Акӑ, сӑмахран, эпӗ агрономсен журналне ҫырӑнса илеттӗмччӗ, ҫавӑнта пӗр питех те нумай пӗлекен ҫын, леш, студентсене вӗрентекеннисенчен, ҫапла ҫырнӑччӗ: ҫӗр ҫап-ҫара выртсан, ун ҫине юртан тунӑ тумтир витмесен, ыраш калчи шӑнать кӑна мар, пӗтсех ларать, ҫӗр ҫуркаланса каять те хӑйпе пӗрле калча тымарӗсене те таткаласа пӗтерет, тенӗччӗ.

Вот, к примеру, выписывал я агрономовский журнал, и в нем один дюже грамотный человек из этих, какие студентов обучают, писал, что, мол, жито даже не мерзнет, а гибнет через то, что голая земля, на какой нету снежной одежины, лопается и вместе с собой рвет коренья.

14-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Яков Лукич «союза» пӗр вӑтӑр казака яхӑн явӑҫтарчӗ, вӗсене «союза» кӗни ҫинчен, хӑйпе калаҫни ҫинчен никама та калама юраманни пирки хытарсах асӑрхаттарчӗ.

Навербовал Яков Лукич около тридцати казаков, строжайше предупреждая, чтобы ни с кем не говорили о вступлении в «союз», о разговоре с ним.

12-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Унтан хӑйпе калаҫакан ҫынна, — лешӗ ҫӑмӑллӑнах темле усал ӗҫ тума та хатӗр пулсан, — ӳкӗтлет, йӑлӑнать, чикӗ леш енчен «хамӑрӑннисем» килсен тавӑрассипе хӑратать, юлашкинчен, ҫапах та, мӗн кирлине тӑватех: хӑйпе калаҫнӑ ҫын «союза» кӗме килӗшнине пӗлсе тухса каять.

И, если собеседник оказывался податливым, злобно готовым на все, — уговаривал, упрашивал, грозил расправой, когда из-за границы придут «наши», и под конец добивался своего: уходил, заручившись согласием на вступление в «союз».

12-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Каҫ пулас умӗн Андрей Разметнов хӑйпе пӗрле ӗҫленӗ чухӑнсенчен тунӑ пулӑшу ушкӑнне килӗсене салатрӗ, раскулачить тунӑ Гаевӑн картишӗнчен конфискациленӗ пурлӑха юлашки лав ҫине тиесе Титок килне, кулаксен пурлӑхӗсене пурне те турттарса пуҫтарнӑ ҫӗре, ӑсатрӗ, хӑй ял Советне кайрӗ.

Уже перед вечером Андрей Размётнов распустил работавшую с ним группу содействия из бедноты, отправил со двора раскулаченного Гаева последнюю подводу конфискованного имущества к Титку, куда свозили все кулацкие пожитки, пошел в сельсовет.

9-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Анчах пике ун умне чӗркуҫленсе ларнӑ та хӗрлӗхне хӗрхенме кирли пирки куҫҫуль тӑксах тархаслама тапратнӑ, хураха хӑйпе мӗн пулса иртнине, ют хулана мӗншӗн кайнине пӗтӗмпех каласа кӑтартнӑ.

Но девица упала перед ним на колени и в слезах молила пощадить ее целомудрие, и рассказала она разбойнику все, что произошло с ней, и зачем идет она в чужой город.

V сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 85–143 с.

— Хӑна хӑйпе калаҫакан ҫын ҫумнех сиксе ларчӗ, кухньӑна тухмалли тачӑ хупнӑ алӑк ҫине ҫаврӑнса пӑхрӗ, унтан, сасартӑк шуралса кайса, пӑшӑлтатса калаҫма тытӑнчӗ: — Эпӗ тӳрех калатӑп сана: шанатӑп сан ҫине.

— Гость придвинулся к собеседнику вплотную, оглянулся на плотно притворенную дверь в кухню и, вдруг побледнев, заговорил полушепотом: — Я тебе прямо скажу: надеюсь на тебя.

3-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

— Сиртен кам та пулин тӑрать-и ҫав юлташлӑхра? — хӑйпе калаҫса ларакан ҫынсене пӑхса ҫаврӑнса ыйтрӗ Давыдов.

— Из вас кто-нибудь состоит в этом товариществе? — оглядывая собеседников, спросил Давыдов.

2-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

— Этем вӑл — тӑпра, куҫа курӑнакан ҫук япала, кӗл ҫеҫ, — тесе вӑл мӑшкӑлтӑк шывӗ тӑкмалли шӑтӑк тавра ҫаврӑнса кайнӑ чух ӳсӗрпе персе анасран хӑлаҫланкаласа, хӑйпе хӑй калаҫса пынӑ.

— Человек, — философствовал он, обходя помойную яму и балансируя, — есть прах, мираж, пепел…

Йытӑпа ҫын калаҫни // Иван Мучи. Антон Чехов. Калавсем. Чӑвашгосиздат, 1940. — 126–129 стр.

Калас пулать, Варенька шӑлнӗ Коваленко хӑйпе паллаштарнӑ кунтанпах Беликова курайми пулнӑ, ӑна тӳсме те пултарайман.

Нужно сказать, что брат Вареньки, Коваленко, возненавидел Беликова с первого же дня знакомства и терпеть его не мог.

Хупӑлчари этем // Иван Мучи. Антон Чехов. Калавсем. Чӑвашгосиздат, 1940. — 100–125 стр.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed