Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Килне (тĕпĕ: кил) more information about the word form can be found here.
— Саня, мӗнле витӗмлӗ сӑлтавсене пула Катя пӗр кӗтмен ҫӗртен килне пӑрахса кайнине пӗлместӗп-ха эпӗ, анчах ҫавӑн пирки ыйтса пӗлмешкӗн тивӗҫӗм пур; эсӗ кунта килнипе ҫыхӑнман-ши ҫав сӑлтавсем?

– Я не знаю, какие непосредственные причины побудили Катю внезапно уехать из дому, но я вправе спросить: не связаны ли эти причины с твоим появлением?

Вуниккӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Эп ыйтмарӑм та, Кораблевпа вӗсем мӗн ҫинчен калаҫнине эпӗ пурпӗрех кашни сӑмах таранччен пӗлетӗп, килне таврӑнсан Николай Антонычпа епле калаҫнине те пӗтӗмпех туйса илетӗп.

Я не спрашивал, потому что я и так знал каждое слово ее разговора с Кораблевым и каждое слово, которое она сказала Николаю Антонычу, когда вернулась домой.

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Анчах вӑл питех васкаса каясшӑн марччӗ пуль-ха килне, унта ҫитиччен шухӑшламалли пурах-ха унӑн.

Но, как видно, она не очень-то торопилась домой, у неё было о чём подумать, прежде чем вернуться домой.

Саккӑрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Мӗн тесен те вӑл килне каять.

Без сомнения, она шла домой.

Саккӑрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

— Пенӗ ҫынни — килне кайнӑ.

— Кто стрелял — домой пошёл.

Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Килне вӑл «пушӑ алӑпа» таврӑнма пултарайман.

Он не мог вернуться домой «с пустыми руками».

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Катя килне чупса кайса, хӑйӗн пальтоне тӑхӑнса килчӗ.

Катя побежала домой и вернулась в своем пальто,

Ҫирӗм пӗрремӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Кӑнтӑрлахи апат вӑхӑчӗ те ҫитнӗччӗ ӗнтӗ, анчах та ҫакӑн пек ырӑ калаҫӑва ӑҫтан пӑрахса каяс тетӗн-ха, эпӗ вара Петькӑна килне ҫитичченех ӑсатса хӑварма шутларӑм.

Пора было обедать, но это был довольно интересный разговор, и я решил проводить Петьку до дому.

Ҫирӗм пӗрремӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Эпӗ ӑна, тыткӑнран ҫӑлса тухрӑм та халӗ аттесен килне пурӑнма ӑсататӑп.

Я вывез ее из плена и теперь провожаю до деревни батюшкиной, где и оставлю ее.

Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк. Арӗслени // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

Анчах лару пулман, ахӑр, мӗншӗн тесен вӑл килне таврӑнчӗ.

Но, должно быть, заседание отменили, потому что он вернулся домой.

Улттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Анчах Расщепей манпа тӳсӗмлен ӗҫлет, килне илсе кайса, сцена хыҫҫӑн сценӑпа паллаштарать, уйрӑм тетрадь ҫине «Устья дневникне» ҫыртарать.

Но Расщепей терпеливо работает со мной, проходит дома сцену за сценой, заставляет меня в особой тетрадке вести «дневник Усти».

10 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

— Халь ӗнтӗ килне кай, кан.

— Поезжай домой, отдохни.

5 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Пӗр-пӗр чаплӑ вагонри ещӗк айне кӗрсе ларса Туркестана кайман-ши вӑл, выҫӑхнӑ Мускавран ҫуранах хӑй килне таврӑнман-ши, теттӗм.

Уехал ли он в Туркестан, пристроившись в каком-нибудь ящике под международным вагоном? Вернулся ли домой пешком из голодной Москвы?

Пӗрремӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Эпӗ, Марья Ивановнӑна курас тесе, пуп килне кайма васкарӑм.

Я спешил в дом священника увидеться с Марьей Ивановной.

Тӑххӑрмӗш сыпӑк. Уйӑрӑлни // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

Мӗн килне ҫитичченех вӑл шавласа та кулса пычӗ.

До самого дома она говорила и смеялась поминутно.

Июнӗн 12-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964

Ҫӗрле вӑл аташма пуҫларӗ, пуҫӗ вӗриччӗ унан, вӑхӑчӗ-вӑхӑчӗпе вӑл пӗтӗм тӑлппӑвӗпе сивӗ чир тытнӑ чухнехи пек чӗтренсе илчӗ, ашшӗ ҫинчен те, шӑллӗ ҫинчен те темле ҫыхӑнусӑр сӑмахсем калакаласа аташрӗ; унӑн ту хушшинелле, килне каясси килчӗ пулас…

Ночью она начала бредить; голова ее горела, по всему телу иногда пробегала дрожь лихорадки; она говорила несвязные речи об отце, брате: ей хотелось в горы, домой…

Бэла // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964

— Чимӗр-ха, мӗншӗн тӑван килне каяссишӗн пултӑр?

— Помилуйте, отчего же с тоски по родине.

Бэла // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964

— Мӗнле-ши вара? — тесе ыйтрӑм эпӗ Максим Максимычран: — вӑл чӑнах та ҫавӑрнӑ-ши ӑна хӑй енне, е лешӗ тӑван килне каясшӑн пулнипе тыткӑнра ҫунса пӗтсех кайнӑ-ши?

— А что? — спросил я у Максима Максимыча, — в самом ли деле он приучил ее к себе, или она зачахла в неволе, с тоски по родине?

Бэла // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964

Ашшӗ килне таврӑннӑ ҫӗре хӗрӗ те, ывӑлӗ те пулман.

А когда отец возвратился, то ни дочери, ни сына не было.

Бэла // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964

Куҫса ҫӳремелли пурнӑҫ условийӗсене лексе, вӑл унпа чунтанах киленчӗ, ют ҫӗршывсем тӑрӑх нумай ҫӳренӗ хыҫҫӑн хӑйне хӑй тӑван килне лекнӗ пек туйрӗ.

Попав наконец в родную атмосферу бивачной жизни, он наслаждался ею вполне, чувствуя себя очутившимся в родном доме после долгого скитанья по чужим краям.

2 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed