Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Инкек the word is in our database.
Инкек (тĕпĕ: инкек) more information about the word form can be found here.
Йывӑр инкек ӳпӗнчӗ ун пуҫӗ ҫине; унӑн ӑс-тӑнӗ пӑтранакан пулчӗ, пуҫ тӑнӗ чакма пуҫларӗ.

Тяжелая развязка настигала его неотвратимо; слабела память, и мутился рассудок.

16 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Инкек йыхӑрать вӑл, шуйттан.

Беду, дьявол, кличет.

1 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

— Ырра мар ку япала, — инкек ҫитесси ҫинчен малтанах каласа параҫҫӗ стариксем, масар ҫинче ӳхӗ кӑшкӑрнине илтсе.

— Худому быть, — пророчили старики, заслышав с кладбища сычиные выголоски.

1 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Тата тепӗр инкек пулчӗ, ҫӑварнире виҫӗ сурӑха кашкӑр тытрӗ.

А ишо беда: на Масленую зарезал волк трех овец.

1 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

— Пӑсӑлса юлчӗ Наталья ҫав инкек хыҫҫӑн…

— Наталья спортилась с того разу…

21 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Лашин пӗр вӑрттӑн инкек пулнӑ-мӗн.

Был у него один потаенный изъян.

21 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Пӗр инкек кӑна тертлентерет ӑна: кашни тӗлӗкех ҫӗнӗрен шутласа тупмалла.

Одно тяготило его: надо было изобретать новые сны.

21 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Инкек пулчӗ-ҫке, Гришка…

— Беда какая случилась, Гришка…

20 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Инкек пулчӗ, хуҫа!

— Беда, хозяин!

13 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Инкек нихҫан та пӗччен ҫӳремест, теҫҫӗ.

Беда в одиночку сроду не ходит.

13 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Унӑн канӑҫсӑррӑн кӗтекен сӑн-пичӗ тӑрӑх вӑл темле инкек пулнине ӑнланчӗ.

По лицу его, беспокойно выжидающему, понял: что-то случилось.

10 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Инкек вӑл начальствӑпа…

— С этим начальством беда…

4 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Кӗрӗве хаяр куҫ ӳксе мӗн те пулин инкек ан вӑрӑнтӑр тесе ҫапла тӑваҫҫӗ.

Для того, чтобы не сделалось чего с женихом с дурного глаза.

21 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Арӑма хӗнесех вӗлерет-и, е ҫук-и, — ҫакна курма чарӑнса тӑнӑ пулӗччӗ Шамиль (кирек кампа инкек пулас пулсан та, пурпӗрех пӑхас килет-ҫке-ха), анчах совесть ҫитмест, намӑс.

Остановился бы Шамиль поглядеть (на кого ни доведись, все ж таки любопытно ведь) — до смерти убьет или нет, — но совесть не дозволяет.

14 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Сире каласа пӗлтерем-ха, ырӑ государь; пӗр инкек хыҫҫӑн, пӗрре вырӑс корчминче ҫӗр каҫнӑ чух хӑлха шӑтӑкне таракан кӗнӗ ылханлӑ каҫранпа, ҫывӑрас умӗн хӑлхана чӳпӗк чиксе выртас йӑла пур манӑн.

Надобно вам знать, милостивый государь, что я имею обыкновение затыкать на ночь уши с того проклятого случая, когда в одной русской корчме залез мне в левое ухо таракан.

II. Ҫул // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.

«Инкек пулать!» теҫҫӗ ваттисем, пуҫӗсене сулкаласа.

— Беда будет! — говорили старые, крутя головами.

I // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.

Халь ӗнтӗ ткачпа кум ҫенӗке кӗрсен хӑйсене хӑйсем мӗнле туйнине хӑвӑрах чухласа илме пултаратӑр: кумӑн арӑмӗ килтех, вӑт кӗтмен инкек!

Теперь можно себе представить, как были озадачены ткач и кум таким неожиданным явлением.

Раштав умӗнхи каҫ // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.

Винокур мӗнпур тӗшмӗшле йӑласене ӗненнӗ, уншӑн пулсан, сак ҫине анчах ларнӑ ҫынна хӑваласа яни пӗр-пӗр пысӑк инкек пуласса пӗлтернӗ.

Винокур верил всем приметам, и тотчас прогнать человека, уже севшего на лавку, значило у него накликать беду.

IV. Йӗкӗтсем ашкӑнаҫҫӗ // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.

Анчах инкек вӗт-ха, чухӑн Петруҫӑн мӗн пурри те кӑвак сӑхман пекки ҫеҫ пулнӑ, вӑл та пулин ҫӗтӗлсе пӗтнӗскер, йӑлтах шӑтса пӗтнӗ шӑтӑкӗсене шутлас пулсан, тепӗр жид кӗсйинче злотых та унтан сахалтарах пулӗ.

Но то беда, что у бедного Петруся всего-навсего была одна серая свитка, в которой было больше дыр, чем у иного жида в кармане злотых.

Пӗр чиркӳри дьяк пулни-иртни ҫинчен каласа пани // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.

Анчах инкек вӗт-ха — ниепле хӑтӑлма ҫук: шыва пӑрахатӑн — путмасть шуйттан ҫӗрри, тенки те путмасть, шывра ярӑнса ҫӳрет-ҫӳрет те каллех сан аллуна кӗрет.

Но вот беда — и отвязаться нельзя: бросишь в воду — плывет чертовский перстень или монисто поверх воды, и к тебе же в руки.

Пӗр чиркӳри дьяк пулни-иртни ҫинчен каласа пани // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed