Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫывӑрма (тĕпĕ: ҫывӑр) more information about the word form can be found here.
Мӗнле ҫакӑн пек вӑхӑтра ытлашши ҫывӑрма пултарнӑ-ха эп.

Как я могла себе позволить проспать в такое время!

8 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

— Тӑваттӑмӗш «А» класрисем вара хисеплесех каймаҫҫӗ, ҫывӑрма памаҫҫӗ.

— А из четвертого «А», я вижу, не считаются и не дают мне спать.

2 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Анчах хӑйне ӑна ыран та ытла ӗшенме тиветчӗ, ҫавӑнпа эпӗ малтан кӑштах та пулин кӗрсе ҫывӑрма сӗнтӗм…

Но ему предстоял трудный день — я хотела, чтобы сперва он заехал к себе и уснул, хоть ненадолго…

Вуннӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Вӑхӑт иккӗмӗш сехете сулӑнсан мана Саша вырӑнӗ ҫине ҫывӑрма ячӗҫ, Петя ҫывӑрас килмест терӗ те телефон патнех аллине кӗнеке илсе ларчӗ.

Во втором часу меня отправили спать на Сашину постель, а Петя сказал, что ему не хочется спать, и устроился с книгой под телефоном.

Саккӑрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Ҫапла, ку каҫ пирӗншӗн ытлашши савӑнмалли каҫах пулмарӗ, пӗр Иван Иваныч ҫеҫ вут патӗнче ҫывӑрма пултарчӗ, унӑн ҫӗлӗкӗн вӑрам хӑлхисем вара, пуҫне яваласа ҫыхнӑскерсем, малица айӗнчен мулкач хӑлхисем пек курӑнчӗҫ.

Да, это была не очень весёлая ночь, и только Иван Иваныч спал у огня, и длинные концы его шапки, завязанные на голове, смешно торчали из малицы, как заячьи уши.

Вунпиллӗкмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Бортмеханике ҫывӑрма ирӗк парас марччӗ ҫеҫ.

Главное — не давать уснуть бортмеханику.

Вуниккӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Койкӑсем тем чухлехчӗ, анчах та эпӗ урайӗнче ҫывӑрма юрататӑп.

Коек было сколько угодно, но я всегда любил спать на полу.

Вуннӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Эпир вара, ывӑнса халтан кайнӑскерсем, ҫывӑрма выртрӑмӑр.

Мы, порядком устав, решили лечь спать.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Пурте ҫывӑрма выртрӗҫ, эпӗ, винтовка тытса, ту ҫинчен Флор сӑмсахне пӑхма тесе тухса кайрӑм.

Все легли спать, а я, взяв винтовку, пошёл посмотреть с утёсов на мыс Флора.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Час-часах вӗсем мана каҫхине ҫывӑрма памаҫҫӗ.

Как часто по ночам они не дают мне заснуть.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Вӑхӑтӑн-вӑхӑтӑн кӑна Миша Голомб, ман пекех пӗчӗкскер, манӑн ҫурӑм ҫине тӗренсе лӑпкӑн кӑна мӑшлатса ҫывӑрма пуҫлать.

Только время от времени Миша Голомб, который оказался такого же маленького роста, как и я, заваливается ко мне за спину и начинает тихонько сопеть.

Пӗрремӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Ҫывӑрма та вӑхӑтчӗ ӗнтӗ.

Давно пора было спать,

Ҫирӗм иккӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Эпӗ Савельича ырӑ сунса тав турӑм та, Зуринпа иксӗмӗр пӗр пӳлӗмех ҫывӑрма выртрӑмӑр.

Я благодарил Савельича и лег спать в одной комнате с Зуриным.

Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк. Арӗслени // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

Эпӗ хӑй патӗнче ҫывӑрма юлтӑм.

Я остался ночевать у него.

Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк. Арӗслени // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

Вӑл тӗттӗм ҫӗртех ҫывӑрма вырнаҫса, чылайччен ахлатса, ассӑн сывласа выртрӗ; юлашкинчен аранах хӑрлаттарса ҫывӑрма пуҫларӗ.

Он улегся в темноте и долго вздыхал и охал; наконец захрапел.

Вунпӗрмӗш сыпӑк. Пӑлхавлӑ слобода // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

Марья Васильевна таврӑнмасӑр вӑл нихҫан та ҫывӑрма выртмасть.

Он никогда не ложится спать, если Марьи Васильевны нет дома.

Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Каҫсенче, Катька ҫывӑрма выртсан, амӑшӗпе кукамӑшӗ пӗр вӗҫӗмрен калаҫса лараҫҫӗ.

особенно по вечерам, когда Катька ложилась спать, а мама с бабушкой все говорили и говорили.

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Пӗр сехет иртет, иккӗ, мӑйкӑч мӑя пӑвнӑҫем пӑвать, ҫывӑрма юрамасть…

Но проходит час, другой, рогатки впиваются в шею, спать нельзя…

6 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Кроватьсене сарнӑ, — ҫывӑрма выртмаллаччӗ те пулӗ.

Кровати постланы, — должно быть, уже собирались ложиться.

Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Ӗҫ укҫи илместпӗр эпир, хырӑм тӑрантаратпӑр та ҫывӑрма выртатпӑр.

Жалованья мы не получали — только стол и приют.

Вунулттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed