Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пусса (тĕпĕ: пус) more information about the word form can be found here.
Пускӑч ҫине пусса ҫӗкленчӗ вӑл, анчах сулахай алли итлемерӗ, пӳрнисем тытмарӗҫ, вӑл ҫӗре месерле персе анчӗ…

Поднялся он на стремени, а левая рука подвела, разжались пальцы, и вдарился он навзничь, прямо спиной об землю…

V сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Вӑл, сулмаклӑн та сарлакан яра-яра пусса, хӑвӑрт утрӗ, Ҫӑрттан мучие, унран юлас мар тесе, вӑхӑчӗ-вӑхӑчӗпе чупса пыма лекрӗ.

Шел он таким скорым, размашистым и широким шагом, что Щукарь, поспешая за ним, время от времени переходил на дробную рысь.

IV сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Вӑл алӑк умӗнче кӑштах тӑчӗ те, темшӗн хӑвӑрт яра-яра пусса, кил картине тухса кайрӗ.

Он постоял возле двери и вышел во двор, почему-то ускорив шаги.

II сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Ҫак пӑтӑрмахлӑ ир ӑна мӗн-мӗн курма тивни ҫитмен пекех, тепӗр инкек сиксе тухрӗ: правлени кил картине кӗрсен, Яков Лукич такам ӳкерсе хӑварнӑ ҫӗр улмине пусса лапчӑтрӗ те, шуса кайса, яртах тӑсӑлса выртрӗ.

В довершение всех бед и несчастий, свалившихся на него в это злополучное утро, уже во дворе правления Яков Лукич наступил на оброненную кем-то картофелину, раздавил ее и, поскользнувшись, растянулся во весь рост.

II сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

— Манӑн, ватӑ ухмахӑн, кӗтмеллеччӗ, айккинче тӑмаллаччӗ, Александр Анисимовича тӳрех ним те каламалла марччӗ, Вӗсем коммунистсене пусса ӳкерсен, хатӗр ҫӗре вара манӑн та пыма юратчӗ, капла ак — лекет-ха вӗсене пула ыратман пуҫа тукмак…

— Было бы мне, старому дураку, выждать, постоять в сторонке, не примолвливать поначалу Александра Анисимовича. Взяли бы они верх над коммунистами — вот тогда и мне можно было бы к ним пристать на готовенькое, а так — очень даже просто подведут они меня, как слепого, под монастырь…

I сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Яков Лукич алӑк умӗнче пӗр ури ҫинчен теприн ҫине пусса тӑрать, шӗл кӑвар ҫинче тӑнӑ пек.

Яков Лукич возле двери переступал с ноги на ногу, словно стоял на горячих угольях.

I сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Йӗри-тавра пуш-пушах, япаласем те, текех кирлӗ пулас ҫукскерсем, ӑна пусса тӑраҫҫӗ.

Все вокруг превратилось в пустоту, пустота сдавила ее.

Ыран // Николай Григорьев. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 37–45 стр.

Анлӑн яра-яра пусса утать вӑл.

Он шел все дальше, широко шагая.

I // Николай Григорьев. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 23–36 стр.

Колхоз витинчен тухсан, вӑл Тимофей Рваныйпа тӗл пулнӑ хыҫҫӑн пусса илнӗ йывӑр шухӑш-кӑмӑлпа килне утса ҫитрӗ.

От колхозной конюшни шел домой все под тем же, не покидавшим его весь день тягостным впечатлением от встречи с Тимофеем Рваным.

40-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Анчах ҫумӑрӗ ҫук, ҫакна пула уй талккишӗпех пӗтерсе пӗтми тата ниме тиркемен ҫумкурӑкӗсем хунаса кайса пусса илме пуҫларӗҫ.

Но дождя не было, и пашни густо зарастали сильными, живучими и неприхотливыми сорняками.

37-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Тулӑ акнӑ пусса тухмассерен Давыдов лаши ҫинчен анать, чӗркуҫленсе ларса тӑпрана аллипе чаваласа сирет, вара ҫип-ҫинҫе калча кӑларнӑ тулӑ пӗрчине ывӑҫ тупанӗ ҫине хурса пӑхать.

Давыдов спешивался на пашне — стоя на коленях, разрывал рукою землю и, рассматривая на ладони зернышко пшеницы с выметавшимся тоненьким ростком.

37-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Сӑмах вӗҫне Давыдов илтсе юлаймарӗ: каллех пусса килнӗ ыйӑх унӑн пуҫне сывлӑмпа йӗпеннӗ кӗрӗк ҫине тайӑлтарчӗ, мӗнпурне мантарса лӑплантарчӗ.

Давыдов не слышал конца фразы: сон снова опрокинул голову его на мокрую от росы шубу, покрыл забытьем.

36-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Демка Любишкин чӑпӑркки ҫинелле пӑхса илчӗ те шӑпӑртах пулчӗ, Любишкинӗ, урисене таплаттарса пусса, пӳрте кӗрсе кайрӗ.

Демка покосился на любишкинскую плеть, умолк, а Любишкин потопал в курень.

36-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Колхоз правленин курӑк пусса илнӗ картишӗнче хутор хыҫӗнчи кӗтӳ кӑлармалли вырӑнти пекех шӑп.

На затравевшем дворе колхозного правления было тихо, как на выгоне за хутором.

36-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Карӑнтарса хунӑ чӗтресе тӑракан сӑмси шӑтӑкӗсемпе вӑл мӗнпурне витсе выртакан юрӑн тӑварсӑр шӑршине те, шартлама сивӗсем хӑртса янӑ армутин сирсе сирӗлми йӳҫҫине те, ҫывӑхри мӑн ҫул ҫинчи лаша тислӗкӗн уттӑнни пек техӗмлӗ те вӑйсӑр шӑршине те, хытхура пусса илнӗ инҫетри чикӗ йӑранӗ ҫине пырса вырнаҫнӑ хир чӑххи пуслӑхӗнчен варкӑшса килекен, аран-аран сисӗнекен, анчах та калама ҫук хытӑ хумхантаракан тутлӑ шӑршине те антӑхсах шӑршлать.

Ловит жадно разверстыми, трепещущими ноздрями и пресный, все обволакивающий запах снега, и неугасимую горечь убитой морозами полыни, и сенной веселый душок конского помета с ближнего шляха, и несказанно волнующий, еле ощутимый аромат куропаткиного выводка, залегшего на дальней бурьянистой меже.

34-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Эпӗ ҫакна алӑпа кап! ярса тытрӑм — пӗтӗмпех ҫӑм пусса илнӗ ура чӗрни алла кӗчӗ кайрӗ.

Я рукой цап — копыто, и все в шерсте!

33-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Дымокӗ вара, ҫӗтӗк-ҫатӑк пушмаксем тӑхӑнса янӑ урисене тискер кайӑкла ҫемҫен иле-иле пусса, шӑл витӗр хуллен шӑхӑркаласа, ҫатан картасемпе хӳмесем ҫумӗн хӑйӗн ҫулӗпе утса пырать, пайӑркан-пайӑркан сапаланса тӑракан авӑнчӑк вӗҫлӗ куҫ хӑрпӑкӗсем айӗн кантӑксем ҫинелле, картишсем еннелле пӑхкаласа иртет, ҫав хушӑрах ӑҫта та пулин пӗр-пӗр хӗр пуҫӗнчи тутар вӗлтлетсе илтӗр кӑна, — сӑнран пӑхма ӳрӗк-сӳрӗк пек, ҫаврӑнӑҫусӑр пек курӑнакан Дымок пӗр самантрах улшӑнса каять: вӑл питӗ хӑвӑрт, кӑрт-карт ҫеҫ хусканса илсе, пуҫне хурчӑка пек вӑртах ҫаврать те тӳрленсе тӑрать.

А Дымок, зверино-мягко ступая обутыми в рваные чирики ногами, тихонько посвистывая сквозь зубы, идет себе мимо плетней и заборов, из-под загнутых, лучистых ресниц посматривает на окна, на базы, и лишь только мелькнет где-нибудь девичий платок, — мгновенно преображается ленивый с виду, неповоротливый Дымок: он коротким, точным движением, по-ястребиному быстро поворачивает голову, выпрямляется.

33-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Унӑн упанни пек ҫурӑмне, ҫухи таранах ылтӑн тӗслӗ кӑтрашка ҫӑм пусса илнӗ тӗреклӗ хӑмӑр ӗнсине анма пуҫланӑ йӑмӑх-хӗрлӗ хӗвел, ҫутине шеллемесӗр, ҫутатать.

Закатное багряное солнце щедротно освещало его медвежковатую спину, могучую бурую шею, до самого воротника заросшую золотистой курчавейшей шерстью.

29-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Эпир сире хамӑр ухмахлӑха пула алӑ пусса панӑ распискӑсене пире каялла тавӑрса парӑр та кайӑрах хӑвӑр ҫулӑрпа, эпир сире сиен туса тӑмӑпӑр, мӗншӗн тесен хамӑр та вараланнӑ…

Отдайте нам расписки, какие мы вам по нашей дурости подписали, и ступайте, куда хотите, мы вам вреда чинить не будем через то, что сами мазаные…

27-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Анчах тапхӑр-тапхӑр пусса килекен йывӑр ыйхипе темиҫе минут хушши тӗлӗрсе илнӗ хыҫҫӑн, шартах сиксе вӑранчӗ, сак ҫинчи урисене ҫӗрелле усрӗ, куҫӗсене уҫрӗ.

Но через несколько минут темного наплывного сна вздрогнул, спустил с лежанки ноги, открыл глаза.

27-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed