Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

нумайччен the word is in our database.
нумайччен (тĕпĕ: нумайччен) more information about the word form can be found here.
— Эх, ҫапла ҫавӑ, савнӑ ачамсем… аш шарккӑвӗ — унтан нумайччен ӳпкевлӗн пуҫне сулласа тӑчӗ.

— Милая ты моя… говядинка! — И долго укоризненно качал головой.

4 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Франя нумайччен пӗр хускалмасӑр выртрӗ, унтан тӑватӑ ура ҫине тӑчӗ.

Франя лежала долго, потом встала на четвереньки.

2 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Хуняшшӗсем патне Наталья нумайччен иккӗленсе тӑнӑ хыҫҫӑн тин пычӗ.

Пришла Наталья к свекрам после долгих колебаний.

1 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Нумайччен хыпашларӗ, итлесе сӑнарӗ хуйханса ӳкнӗ лашана, итлесе сӑнарӗ те, шурӑ халат аркисене вӑркӑштарса, йӗри-тавраллах йӳҫек карволовӑй кислота шӑрши сарса, пӑрахса кайрӗ.

Долго выслушивал и выщупывал насторожившегося коня и отошел, развевая полами белого халата, сея вокруг терпкий запах карболовой кислоты.

21 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Аксинья, чӗркуҫленсе ларса, юбкине тӑхӑнчӗ, ассӑн сывла-сывла, нумайччен шӑрпӑк шырарӗ.

Аксинья, привстав на колени, надела юбку; вздыхая, долго искала спички.

21 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Хыткан та шултра куктӗрриллӗ питкуҫлӑскер, ҫӳҫне-пуҫне тирпейлемесӗрех вӑл ҫатан карта умне тухса тӑрать те, куҫӗсене аллаппипе хӳтӗлесе, нумайччен аяккалла тинкерсе пӑхать, — килни курӑнмасть-и ӑнсӑртран?

Подолгу стояла у плетня, простоволосая и худая, с лицом, покрытым плитами матежин; прикрыв глаза ладонью, всматривалась — не едет ли, случаем?

18 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Пантелей нумайччен пӗр вырӑнтах тапӑртатса тӑчӗ, тӳрех ашӑпа чупма хатӗрленет тейӗн.

Пантелей Прокофьевич долго топтался на одном месте, будто сразу хотел перейти на рысь.

15 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Пуҫне усса, вӑл чӗтрекен хытӑ пӳрнисемпе сӗтелӗн ҫуман хӑмисене нумайччен шӑлкаласа ларчӗ.

Избочив голову, долго гладил дрожащими железными пальцами невымытую крышку стола.

12 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Ӑш пӑтранма пуҫларӗ Григорин, халтан кайрӗ вӑл; мӗн иккенне пӗлме тӑрӑшса, нумайччен ҫаврӑнкаласа, йӑшаланса выртрӗ.

Муторно становилось Григорию, не по себе; ворочался, бился в догадках:

10 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Степан аллипе сулчӗ, кӑрпӑклӑ ҫерем тӑрӑх кайма пуҫланӑ вӑкӑрӗсене ҫул ҫине кӑларса, пушшипеле шартлаттарса илчӗ, унтан ҫуна хыҫӗнчен утса пыракан Григорие нумайччен тинкерсе пӑхса ӑсатрӗ, Григорий малтанхи кӳлӗрен аякрах мар ҫул ҫине пӑрахса хӑварнӑ ҫунана курчӗ: ҫуна патӗнче Аксинья тӑрать.

Степан махнул рукой, щелкнул кнутом, заворачивая направившихся по целине быков, и проводил шагавшего за санями Гришку долгим взглядом, неподалеку от первой ендовы Григорий увидел брошенные среди дороги сани, около саней стояла Аксинья.

8 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Федор Маныцков, виҫҫӗмӗш ҫул атаман туйи йӑтса ҫӳрекенскер, хура клеёнка хуплашкаллӑ паспорта нумайччен хӑйӗн аллинче ҫавӑркаласа тӑчӗ, унтан ӑна писарь Егор Жарков ҫавӑркаларӗ, пӑхкаларӗ.

Федор Маныцков, носивший атаманскую насеку третий год, долго вертел в руках черный клеенчатый паспорт, потом вертел и разглядывал писарь Егор Жарков.

4 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Тепӗр кунне, Дон хӗрринче те, ҫӑл тарасисен сулхӑнӗнче те, кӗтӳ хӑваласа янӑ чух та ҫынсене нумайччен тӑрӑлтатса калаҫма сӑлтав панӑ ӗҫ пулса иртрӗ…

На другой день случилось событие, рассказ о котором долго пережевывали и у Дона, и под тенью колодезных журавлей, и на прогоне…

2 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Митька, кулкаласа, картишне чупса тухрӗ, анчах Гришака мучи нумайччен тарӑхса, Митькӑна темӗн те пӗр каласа, ятлаҫса супрӗ.

Митька сбежал на баз, посмеиваясь, а дед Гришака долго возмущался, ругал Митьку.

19 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Аксинья, чавсаланса ҫӗкленсе, упӑшкин ыйхӑпала улшӑннӑ илемлӗ пичӗ ҫине нумайччен пӑхса тӑчӗ.

Аксинья, приподнявшись на локте, подолгу глядела на красивое, измененное сном лицо мужа.

16 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Ҫӑкӑрне нумайччен чӑмлать хӑй, питҫӑмартийӗсем ҫийӗнче хӗрлӗ тирпеле туртӑнса тӑракан мӑкӑльсем сиккеленеҫҫӗ.

Хлеб жевал подолгу, на щеках катались обтянутые розовой кожей желваки.

14 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Кукӑрӑлса ларса, ҫинҫе пӳрнисемпе нумайччен чӗркуҫҫи чашкине хыпашласа аппаланчӗ.

Скрюченными тонкими пальцами долго щупала коленную чашечку.

13 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Унтан, пӑтӑпала чыхӑнса кайса, нумайччен кӗххӗмлетсе ӳсӗрсе тӑчӗ.

Поперхнулся кашей и долго трескуче кашлял.

9 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Кӑварне аллаппи ҫинче кустаркаласа, тутипеле чаплаттарса, нумайччен чикарккине тивертсе аппаланчӗ.

Плямкая губами, долго прикуривал, катал его по ладони.

6 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Григорий вӗсене нумайччен куҫне илмесӗр пӑхса тӑрса ӑсатса ячӗ.

Григорий провожал их долгим, неморгающим взглядом.

3 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Унтан вӑл арӑмне васкамасӑр, кил хуҫи пек, чуптуса илчӗ, аллине нумайччен унӑн хулпуҫҫийӗ ҫинче тытса тӑчӗ: хӗвелпе тата ӗҫпе пиҫнӗ алӑ Аксинйӑн шурӑ кофти ҫинче кӑмрӑк пек хура курӑнать.

Он не спеша, по-хозяйски, поцеловал жену и долго не снимал руки с ее плеча, сожженная загаром и работой рука угольно чернела на белой Аксиньиной кофточке.

3 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed