Шырав
Шырав ĕçĕ:
Юшкӑн ҫине чӗркуҫҫи таран кӗре-кӗре ларса, пӗр аллӑ чалӑш пек кайрӗҫ-и те, ҫакӑнта вара сылтӑм фланг енчен кӑшкӑрнӑ сасӑсем илтӗнчӗҫ: «Хыҫа ӳкеҫҫӗ!» «Казаксем!», «Хупӑрларӗҫ!»
XLVIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Хӑваласса сылтӑм енӗпе хӑваласа кил.
XLVII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Унсӑр пуҫне Еланскинчен — Дон урлӑ — тӑват-пилӗк ҫухрӑмра вырнаҫнӑ Плешаковпа Матвеевски хуторӗсем патне сылтӑм ҫыранпа самаях вӑйлӑ ҫар чаҫӗсене туртса пычӗҫ.
XLVI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Сӗвенсемччӗ унпа сылтӑм хулӑм ҫумне, Унтан хур эс ӑна сулахай енне, Сулахай енне, шурӑ кӑкӑр ҫине.И-эх! на правую сторонушку, На правую, да на левую, Да на грудь мою, грудь белую.
XLI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Сылтӑм флангра пулнӑ хӗрлӗармеецсем Чир хӗрринчи икӗ урама тытса илнӗ казаксен пулисем айӗнче ӳке-ӳке чупнӑ вӑхӑтра сулахай флангрисем Каргинскипе Архиповка хушшинчи Забуруннӑй ҫырми урлӑ хывнӑ кӗпер патне чупса та ҫитрӗҫ ӗнтӗ.
XLI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Хӗрлисен батарейи, хирти йӗтем ҫинче маскировка туса, сылтӑм ҫыран хӗрринче пухӑнакан повстанецсем ҫине Крутовскинчен Дон ҫумӗпе кӑнтӑралла кукӑрӑлса кӗрекен ту юппинчен кашни кун ир пуҫласа каҫчен тупӑсемпе персе тӑрса Мускав полкне пулӑшрӗ, унтан Дон леш енче вырнаҫнӑ Елански хуторӗ ҫине снарядсем тӑкма тапратрӗ.
XXXIX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Лашан каҫӑртса хунӑ кӑпӑклӑ пуҫӗ хыҫӗнчен Григорий юланута хӑйне курмарӗ-ха, анчах ун аллинчи хӗҫӗн мӑкӑрӑлчӑк хӗррине тӗксӗм лаппине аванах асӑрхарӗ, Григорий пӗтӗм вӑйран чӗлпӗре туртса карӑнтарчӗ, хӗрлӗармеец сулса янӑ хӗҫе аяккалла сирсе, чӗлпӗрӗн сылтӑм енчи чӗнне кӑрӑн-кӑрӑн хытарчӗ, хырса тикӗсленӗ пӗкӗрӗлчӗк мӑй урлӑ хӗҫӗпе питӗ вирлӗ туртса касрӗ.
XXXVII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Акӑ ӗнтӗ Григорий ун патне ҫитесси пӗр вунӑ чалӑш пек юлать те, лешӗ, хӗҫне ҫӳлелле ҫӗклесе, йӗнер ҫинчен хӑяккӑн тайӑлса ӗлкӗрет ҫеҫ, — ҫав вӑхӑтра Григорий, хӗҫне хӑвӑрт сулахай аллине ярса тытса, ун патне пӗр систермесӗр сылтӑм енчен ҫаврӑнса тухать.
XXXVII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Хӑй куҫласа хунӑ тӑшман ҫине вӑл, ытти казаксем пекех, ӑна сылтӑм аллипе касасшӑн пулнӑ пек, ун патне лашипе сулахай енчен пырса тухрӗ; Григорипе тытӑҫас тӑшман та ҫапла тума тӑрӑшать.
XXXVII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Анчах юлашки вӑхӑтченех вӑл сылтӑм алӑпа тӑвакан ӗҫсене пурне те сулахаййипе те чип-чиперех тума пултарчӗ.Но до последнего времени он мог с успехом делать левой все, что делал правой.
XXXVII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Вунӑ ҫултан пуҫласа унран «сулахай» тесе тӑрӑхлассипе пӗрлех вӑл япалана сылтӑм алӑран сулахаййипе улӑштарса тытас йӑла та пӗтрӗ.С десяти лет вместе с кличкой «левша» отпала у него привычка заменять правую руку левой.
XXXVII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Вӑл сикӗпе Петро еннелле вӗҫтерсе килчӗ; унӑн лашипе юнашар, сылтӑм енче, Петропа Федот Бодовсков учӗсем ӗрӗхтерсе пычӗҫ.Он наметом шел к Петру; две лошади, Петра и Федота Бодовскова, скакали рядом по правой стороне.
XXXIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Вӑл чӑнласах Петро карабинне илчӗ; сылтӑм урипе чӗркуҫленчӗ те пӑшал кӗпчекне арҫынла хӑюллӑн кӑкӑрӗнчен ҫӳлерехе, ҫинҫе хулпуҫҫийӗ ҫумне хӗстерсе тытрӗ, икӗ хутчен персе ячӗ.
XXXII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Сотня командирӗсемпе кӗскен канашланӑ хыҫҫӑн, Петро, сылтӑм фланга уҫӑ хӑварса, Елански казакӗсен икӗ сотнине позицирен илсе тухрӗ, Григорие хӑвӑртрах пулӑшма тесе, утлӑ стройпа ҫурҫӗр еннелле, Дон патне, кайма хушрӗ.
XXXII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Унӑнне сылтӑм хулпуҫҫине пуля шӑтарса тухнӑ, Григорий хӗҫӗ пуҫне хытӑ амантнӑ.У него было прострелено правое плечо, Григорьевой шашкой сильно зашиблена голова.
XXX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Вӑл, чӗлпӗре маттур йӗкӗт пек карӑнтарса тытса, утне чарса тӑратрӗ; кӗлеткипе каҫӑрӑлса ӳксе, сылтӑм аллине малалла тӑсрӗ:Он молодецки осадил лошадь; до отказа откидываясь назад, вытянул вперед правую руку.
XXVIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Сылтӑм аллине лӑпкӑн хӑйӗн кӑкӑрне хыпашларӗ, пӳрнисем хӑйсем тӗллӗнех аялти кӗпе тӳмисене вӗҫерте-вӗҫерте тӳмелерӗҫ.
XVI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Упӑшки куҫӗнчен шӑппӑн кулкаласа пӑхса, Дарья ун ҫийӗнчи кӗрӗк тӳмисене вӗҫертрӗ, наган кобурипе юнашар пиҫиххи ҫумне ҫыхнӑ ҫутӑ кӑвак граната патӗнчен сылтӑм енӗпе шиклӗн ҫаврӑнса иртрӗ.
XIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Сылтӑм флангри пулемет калама ҫук ӑста пеме вӗренсе ҫитнӗ Каргин казакӗ Антипов аллинче пульӑсене хӗрлӗармеецсем тӑрӑх умран пуҫласа варринелле сапаласа тӑкрӗ, чупа-чупа ҫывхаракан ретсене пӗр шелсӗр ҫулчӗ.
X // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
— Темле кӗлӗ юрри майлӑскер, — хуравларӗ тепри, унран сылтӑм енче выртаканни.— Вроде как с какой молитвой, — ответил ему другой, лежавший справа.
VIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.