Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Кӑшт the word is in our database.
Кӑшт (тĕпĕ: кӑшт) more information about the word form can be found here.
Весенчен кӑшт юларах пыракан Ятман вӑрманта уяв чухнехи пек кӑмӑл туса хунӑ хуткупӑс кӗввине савӑнса итлерӗ.

Help to translate

XI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Витери тислӗке картишӗнчи пысӑк купа ҫине ывӑтса пӗтерсен тин ун ӑшӗ кӑшт пусӑрӑннӑ пек пулчӗ, вӑл, лашасене утӑ антарса парса, конюхсен пӳртне кӗчӗ.

Help to translate

X // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Ку Кӗтернене кӑшт виҫерен кӑларчӗ курӑнать, вӑл хыттӑнтарах каласа хучӗ:

Help to translate

X // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

— Кӑнтӑрлахи апат хыҫҫӑн кӑшт куҫ хупса илес терӗм — тӑрса ларчӗ Сехре.

Help to translate

X // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Анчах та ӗҫӗре кӑшт туса ҫитереймен пек.

Help to translate

IX // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

— Эп хам та кӑшт агроном.

Help to translate

IX // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Хӗрсем кӑшт иккӗленсе тӑчӗҫ, пӗтӗм ҫын куҫӗ умӗнче каччӑ патне кӗме аван мар терӗҫ пулас, унтан васкаса пӳрте чупса кӗчӗҫ.

Help to translate

IX // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Ятман кӑна илтсен кӑшт вӗриленнӗ пек пулчӗ:

Help to translate

VIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

— Эпӗ кӗҫӗр сирӗнпе ҫӗрулми ҫинчен мар, урӑххи пирки калаҫасшӑн-ха, — хыпарларӗ Кӑтра Михала кӑшт ҫырткаланӑ хыҫҫӑн.

Help to translate

VIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Унӑн куҫӗ те ытлашши витӗрех мар, иртнӗ тӗнче вӑрҫинче вӑл куҫран аманса кӑшт ҫеҫ суккӑр пулса ларман.

Help to translate

VII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Сӑнран Анушка ашшӗне хунӑ: ун пекех сап-сарӑ ҫӳҫлӗ, чӑп-чӑмӑр питҫӑмартиллӗ, хӑмӑр куҫлӑ, пӗвӗпе Укахвирен кӑшт лутрарах пулин те, ашшӗ евӗрлех тулли.

Help to translate

VI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Укахви ку ҫырӑва чӗререн савӑнса, мӗн пытармалли пур, вӑтаннипе кӑшт шикленсе кӗтет.

Help to translate

V // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Михала, яланах васкамасӑр, нимӗн чухлӗ те вӗриленмесӗр, кӑшт шухӑшларах калаҫаканскер, куннинче сӑмахне самаях хӗрӳллӗн вӗҫлерӗ.

Help to translate

IV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Пусма тӑрӑх хӑпаричченех Ятман уҫӑ выртакан алӑкран Кӑтра Михалан кӑшт ҫинҫерех сассине илтрӗ.

Help to translate

IV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Паҫӑр вӑл ҫӳлти кӑвак тӳпе пекех лӑпкӑн юхатчӗ, ун кӑтра хумӗсем ҫыран хӗрринче ҫеҫ кӑшт палӑратчӗҫ, халӗ ак Атӑл варринче кӗреш пек хумсем йӑваланаҫҫӗ, шыв йӳҫсе чылай ҫӳлелле ҫӗкленнӗ тейӗн.

Help to translate

III // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Кӑшт лӑплансан юрамасть-и?

Help to translate

II // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

— Эх, сире илсе кайса кӑтартасчӗ ҫавӑнта, вара эсир вӑрҫӑ мӗн иккенне кӑшт та пулин пӗлнӗ пулӑттӑрччӗ!

Help to translate

II // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

«Ав, Укахви, Анушка мӗнле ӗҫлеҫҫӗ, ҫавсенчен те пулин кӑшт намӑса пӗлӗр», тенӗ.

Help to translate

II // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Каҫхине Михала кӑмӑлӗ кӑшт ҫаврӑнчӗ темелле.

Help to translate

II // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Старик пуҫ тӑрӑх темиҫе курка сивӗ шыв ячӗ, вара кӑшт кӑвакара пуҫланӑ ҫӳҫне пӳрнисемпе туранӑ пек якатса, шывне сӑрӑхтарма пикенчӗ.

Help to translate

II // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed