Шырав
Шырав ĕçĕ:
Пирӗн характеристика пирки ан пӑшӑрханӑр: эпир тӑрӑшса ӗҫлекен ҫынсем.За нашу характеристику не беспокойтесь: мы люди старательные, работящие.
XII // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Хӑйсен аллисемпе ҫеҫенхире ҫӗнетекенсем патӗнче пулма Кондратьев юратать; вӗсен ӗҫне урасемпе вӑйлӑн пуснӑ пиншер кӗреҫесем сухаласа пӑрахнӑ нӳрлӗ те йӑлтӑркка хура тӑпра ӑшне кӗнине те; хӗрарӑмсем, алтса хунӑ шӑтӑксем умне чӗркуҫленсе ларса, ҫип пек ҫинҫе хура тымарсене тӑрӑшса тӳрлетнипе, йывӑҫсем яштака ӳсчӗр тесе, туратсене ирте-ирте пӑрахнине те; ҫеҫенхир тӑрӑх сарӑрах йывӑҫ тӗмисене тиенӗ лавсем вӗҫӗ-хӗррисӗр иртсе пынине те; тӗмесем хыҫӗнче лавҫӑсен ҫӗлӗкӗсем мӗлтлетсе пынине те ҫывӑхран курма аван та кӑмӑллӑ.
IX // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Хӑйӗн помощникӗ лайӑх тумланнипе тата маттур пулнипе савӑнса, Кондратьев пуҫне анчах сулса илчӗ, вара Алеша, ура кӗли ҫинче вӑрт ҫавӑрӑнса, такансемпе епле пулсан та майӗпентерех кӗмсӗртеттерме тӑрӑшса, пӳлӗмрен тухрӗ.
VII // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
— Вара, калаҫӑва урӑххи ҫине куҫарма тӑрӑшса, анчах Ильяпа мӗн ҫинчен калаҫмаллине пӗлмесӗр: — Илюша, санӑн повесть епле? — тесе ыйтрӗ.
VI // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Унтан тухса кайма хатӗрленсе, куҫлӑхӗн кантӑкӗсене васкамасӑр та тӑрӑшса тутӑрпа сӑтӑрчӗ, вара куҫлӑхне сӑмса ҫине лартсан, вӑл ҫийӗнчех ун ҫумне ҫыпӑҫрӗ.
V // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Унта, бригадӑра ӗҫлесе, колхозницӑсемпе калаҫнӑ чухне те, бригадӑшӑн тӑрӑшса, пӗрмаях хыпса ҫуннинче те вӑл хӑйне хӑй лӑпкӑллӑх тупнӑ, хусах арӑм пулнишӗн хурланасси майӗпен пӗтсе пыра пуҫланӑ.
XXIII // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Урисемпе тапаланса тата йытӑран хӑтӑлма пӗтӗм вӑйран тӑрӑшса, Евсей, йытӑ шӑлӗ хушшине йӗмӗн пӗр пысӑк таткине хӑварса, лаша ҫурӑмӗ ҫине аран-аран улӑхса ларчӗ.
X // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Эпӗ кружокра, астӑватӑн-и, питех те тӑрӑшса вӗрентӗм, манӑн пур енчен те пӗлӳ курӑнса тӑмалла ответлес килетчӗ, анчах ҫавӑнтан нимӗн те тухмарӗ.
V // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Улыбышева военфельдшертан пӗчӗк тӗкӗр ыйтса илсе нумайччен ун ҫине пӑхнӑ, хӑйӗн пит-куҫне савӑнӑҫлӑ тата тарӑн шухӑшлӑ сӑн пама тӑрӑшса ларнӑ, — герой савакан хӗрӗн пит-куҫӗ ҫакнашкал пулмалла та ӗнтӗ, — тесе хунӑ вӑл сасӑпах.
Вунпӗрмӗш сыпӑк // Иван Васильев. Эммануил Казакевич. Ҫӑлтӑр: повесть; вырӑсларан И.С. Васильев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 1622 с.
Быкова тата Голубе михӗсемпе тӑрӑшса витсе хунӑ хыҫҫӑн, Аниканов хӑй те, куҫӗсем валли ҫеҫ шӑтӑк хӑварса тата автоматне хатӗр тытса, михӗсем айне кӗрсе ларнӑ.
Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Иван Васильев. Эммануил Казакевич. Ҫӑлтӑр: повесть; вырӑсларан И.С. Васильев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 1622 с.
Мещерский занятисене питӗ тӑрӑшса, кашни ӗҫе ачалла хапӑлласа тунӑ.Мещерский занимался ревностно, находя во всем, что делал, почти детское удовольствие.
Пиллӗкмӗш сыпӑк // Иван Васильев. Эммануил Казакевич. Ҫӑлтӑр: повесть; вырӑсларан И.С. Васильев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 1622 с.
Унта ҫынсем шӑппӑн, анчах задание пурнӑҫлама каяс умӗн яланхи пекех тӑрӑшса мӑштӑртатнине курнӑ та, паян Марченко, ултӑ ҫынлӑ ушкӑна ертсе, шырава тухса каймаллине аса илнӗ.
Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Иван Васильев. Эммануил Казакевич. Ҫӑлтӑр: повесть; вырӑсларан И.С. Васильев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 1622 с.
Ҫапла, вӑл вилет, ӑна каҫарма пулать», — хӗрхенекен ыр кӑмӑллӑ ҫын пулма тӑрӑшса шухӑшларӑм эпӗ.Да, она умирает, и можно простить ее», — думал я, стараясь быть великодушным.
XXVIII // Ваҫлей Игнатьев. Лев Толстой. Повеҫсемпе калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 3–86 стр.
Ҫынсем тупӑк тӑвакан патне черете тӑраҫҫӗ пулсан, эпир тӑрӑшса тӗрлӗрен эмелсем пани вӑл ухмахла япала ҫеҫ пулса юлать.Вся наша фармакопея теряет смысл, когда люди начинают действовать в интересах гробовщика.
Юлашки ҫулҫӑ // Николай Степанов. О. Генри. Юлашки ҫулҫӑ // Илемлӗ литература: журнал. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1941. — №4. — 113-118 с.
Ҫак нумай ҫулсем хушши мирлӗ ӗҫре пулса, тӑрӑшса ӗҫлеме хӑнӑхни хӑвӑн кӑмӑлна пӑхмасӑрах ҫиеле тухнине эпӗ асӑрхарӑм.
XI // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.
Хӑвӑртах алтса пӗтерме хушрӑн, тӑрӑшса чавса пӗтертӗмӗр, — вӑрҫатӑн…
VI // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.
Акӑ вӗсемпе пӗрле вӗсемшӗн тӑрӑшса ӗҫлекен ҫын вилчӗ, нимӗҫ влаҫӗн представителӗ вара ӑна хӗрхенсе пӗр ырӑ сӑмах та каласшӑн пулмарӗ.
VI // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.
Унӑн Чернявкина хӗрхенмелле ӗнтӗ: вӑл хӑйне шанса панӑ ӗҫе чӗререн тӑрӑшса турӗ.А ведь ему стоило бы пожалеть Чернявкина: он был предан и верен своей службе.
VI // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.
Вӑл мӗн ҫинчен шухӑшланине чухласа илме йывӑр пулчӗ, анчах мӗн шухӑшлани, тӑрӑшса, пӑлханса шухӑшлани, ун кӑвакарса кайнӑ питӗнчен те, алчӑранӑ куҫӗсемпе пӑхнинчен те палӑрса тӑчӗ.
IV // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.
Унпа ачашрах пулма тӑрӑшса, тепӗр хут ыйтма тытӑнать:
IV // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.