Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Паянхи the word is in our database.
Паянхи (тĕпĕ: паянхи) more information about the word form can be found here.
Паянхи кун тӗлне «Новый путь» хуҫалӑх плана тултарнӑ, пӗрчӗллӗ культурӑсене, кӗрхисене шута илсе, 1333 гектар акнӑ, (100 процент), кукуруза – 227 гектар (100 процент).

Help to translate

Ҫур аки тикӗс пырать // Пурнӑҫ ҫулӗпе. «Пурнӑҫ ҫулӗпе», 2016.05.20

Паянхи куна «Труд» ял хуҫалӑх предприятийӗнче ҫурхи ака ӗҫӗсене вӗҫленӗ.

Help to translate

Юрий Поповпа Петр Краснов ял ӗҫченӗсемпе курнӑҫрӗҫ // А.ЕФРЕМОВА. «Каҫал Ен», 2016.05.20

Паянхи куна илес пулсассӑн район территорийӗнче 10 пушар тухнӑ, пӗлтӗр ҫак вӑхӑтра 2 хутчен вут-ҫулӑм алхаснӑ.

Help to translate

Район ҫыннисемпе тӗл пулса ыйтусене уҫӑмлатнӑ // А.ЕФРЕМОВА. «Каҫал Ен», 2016.05.20

Районӗпе илес пулсассӑн паянхи куна ҫӗр участокӗ илес кӑмӑллӑ 214 ҫемьене шута илнӗ.

Help to translate

Район ҫыннисемпе тӗл пулса ыйтусене уҫӑмлатнӑ // А.ЕФРЕМОВА. «Каҫал Ен», 2016.05.20

Паянхи кун ял тӑрӑхӗсенче пурӑнакан нумай ачаллӑ ҫемьесене ҫӗр лаптӑкӗпе вӑхӑтра тивӗҫтерме тӑрӑшаҫҫӗ.

Help to translate

Район ҫыннисемпе тӗл пулса ыйтусене уҫӑмлатнӑ // А.ЕФРЕМОВА. «Каҫал Ен», 2016.05.20

Ҫӗнӗ программӑна пурнӑҫа кӗртнӗ май Чӑваш Енри шкулсем ҫӗнелеҫҫӗ тата паянхи пурнӑҫпа килӗшсе тӑраҫҫӗ – ӗнентерсе калать Алена Аршинова.

Help to translate

Алена Аршинова: «Ҫынсемшӗн усӑллӑ пулмалла!» // Тӑван Ен. «Тӑван Ен», 37-38№, 2016.05.20-26

Чӑваш Енри паянхи лару-тӑрупа Александр Степанович паллаштарчӗ.

Help to translate

Министр сас-хурана сирчӗ // ЛЮБОВЬ СЕМЕНОВА, ВЕРА ШУМИЛОВА, ВИКТОРИЯ ВЫШИНСКАЯ. «Тӑван Ен», 37-38№, 2016.05.20-26

Халӑх та паянхи сасӑлава йышлӑ пынӑ-мӗн.

Help to translate

Праймериза хутшӑнни мӗне пӗлтерет? // Вика Сорокина. http://chuvash.org/news/12447.html

Паянхи куна районта 4 пушар пулнине регистрациленӗ, иртнӗ ҫулхи ҫак тапхӑрта - 9. Пушарсен тӗп сӑлтавӗ - электрооборудованипе усӑ курнӑ чухне пушар хӑрушсӑрлӑхӗн правилисене пӑсни.

Help to translate

Уйӑхран уйӑха - ҫивӗч ыйтусем тавра // Н.Шишкина, Э.Михайлова. «Хӗрлӗ ялав», 2016.05.21

Пурте, пурте паянхи пек куҫ умӗнче.

Help to translate

Шкулта вӗреннӗ ҫулсем - чи телейлӗ, савӑнӑҫлӑ самантсем // З.ИЛЛАРИОНОВА. «Хӗрлӗ ялав», 2016.05.21

Кӑҫал паянхи кунччен районта пурӑнакансем пӗтӗмпе 67 ҫӑмӑллӑхлӑ кредита 12 млн та 738 пин тенкӗлӗх илнӗ.

Help to translate

Уйрӑм кил хуҫалӑхӗсене - пулӑшу // Хӗрлӗ ялав. «Хӗрлӗ ялав», 2016.05.21

Паянхи тӗлпулу хыҫҫӑн вырӑнти влаҫпа алла-аллӑн пурнӑҫлакан проектсен шучӗ ӳсессе шанатӑп, — терӗ Михаил Волков.

Help to translate

ВТБ Чӑваш Енпе ӗҫлессине анлӑлатма хатӗр // Николай КОНОВАЛОВ. «Хыпар», 2016.05.20, 77-77№

Ҫак сӗт завочӗ паянхи кун — Чӑваш Енӗн мухтавӗ.

Help to translate

Николай Малов: «Вӑй-хӑват ҫӑлкуҫӗ — шалти килӗшӳлӗх» // Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА. «Хыпар», 2016.05.20, 77-77№

Паянхи пурнӑҫ опытне кура хӑшпӗр тапхӑрта вӑхӑтпа перекетлӗрех усӑ курнӑ пулӑттӑм ҫеҫ.

Help to translate

Андрей Александров: Вӑхӑтпа тан утсан ӑнӑҫу пулатех // Ирина ПУШКИНА. «Хыпар», 2016.05.20, 77-77№

Вӗсем пирӗн ӑрӑва та, паянхи студентсене те, пулассисене те пӗтӗҫтерекеннисем.

Help to translate

Андрей Александров: Вӑхӑтпа тан утсан ӑнӑҫу пулатех // Ирина ПУШКИНА. «Хыпар», 2016.05.20, 77-77№

Ҫур ӗмӗре яхӑн каялла йӗркеленнӗ аслӑ шкул паянхи ҫитӗнӗвӗсем мӗнпе ҫыхӑннӑ-ха?

Help to translate

Андрей Александров: Вӑхӑтпа тан утсан ӑнӑҫу пулатех // Ирина ПУШКИНА. «Хыпар», 2016.05.20, 77-77№

Паянхи кун тӗлне Фонда республикӑри 15 организацирен 23 заявка тӑратнӑ.

Сегодня на рассмотрении в Фонде находятся 23 заявки 15 организаций республики.

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ 2016 ҫулта Патшалӑх Канашӗ патне янӑ Ҫыру // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/SiteMap.aspx?gov_id=49 ... id=2169792

Анчах та больницӑсенче пайӑр профильлӗ специалистсем ҫитменнипе пӗрлех черетсем пулни те – паянхи чӑнлӑх.

Но очереди в больницах наряду с дефицитом узкопрофильных специалистов - все еще реальность.

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ 2016 ҫулта Патшалӑх Канашӗ патне янӑ Ҫыру // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/SiteMap.aspx?gov_id=49 ... id=2169792

Ҫынсен пурнӑҫӗпе сывлӑхне сыхласси, чирсене маларах тупса палӑртасси тата вӗсене асӑрхаттарасси – паянхи чи пӗлтерӗшлӗ ӗҫ.

Охрана жизни и здоровья людей, раннее выявление и предупреждение заболеваний – важнейшая на сегодняшний день задача.

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ 2016 ҫулта Патшалӑх Канашӗ патне янӑ Ҫыру // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/SiteMap.aspx?gov_id=49 ... id=2169792

Эпир паянхи ӗҫ паттӑрӗсене те хисеплетпӗр.

Мы чтим и героев труда сегодняшнего дня.

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ 2016 ҫулта Патшалӑх Канашӗ патне янӑ Ҫыру // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/SiteMap.aspx?gov_id=49 ... id=2169792

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed