Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Кӑшт the word is in our database.
Кӑшт (тĕпĕ: кӑшт) more information about the word form can be found here.
— Апла, кӑшт кӗтсе пӑхам.

Help to translate

ХХIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Ҫак вӑхӑтра ӑна хӗлле хӑй юсанӑ трактор кӑшт пӑсӑлнишӗн никам та мар, Михаил Никанорчпа Зоя айӑплӑ пек туйӑнчӗ, вӑл, тем пек кутӑнлансан та, хӑйне никам та ним те тума пултараймасть тесе шутларӗ.

Help to translate

ХХIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Вӑрлӑха виҫӗ колхозра та стратификацилесе хунӑ ӗнтӗ, вӑл, хуппинчен ҫемҫелсе, кӑшт сӑмсаланма тытӑннӑ.

Help to translate

ХХII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Илсе килнӗ чухне лашисем тем айӑппа ураран кӑшт ухсахланӑ пулнӑ, халӗ вӗсем чиперех ҫӳреҫҫӗ.

Help to translate

ХХI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Левентей сӑмахӗсенче кӑшт тӗрӗслӗх те пур: пирӗн эртел халлӗхе ытла мирлӗ.

Help to translate

ХХI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

— Ара, Камышин кӑшт тӗртсе илчӗ те, мӗн тума парас мар, парас, терӗм, — ҫӗлӗкне хывса ҫӳҫне якаткаларӗ Михала.

Help to translate

ХХ // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

— Вара плана кӑшт та ытларах тултармалла мар-и?

Help to translate

ХIХ // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Сехре ним калама пӗлмерӗ, ман паян менельник тесе кӑшт ҫеҫ лаплаттарса хуратчӗ, анчах, суйма аван маррине туйса, чӗлхе вӗҫне килнӗ пӗрремӗш сӑмаха персе ячӗ:

Help to translate

ХIХ // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

— Эс ан тӗлӗн-ха, Марине, ман санпа кӑшт кӑмӑла ҫемҫетсех калаҫса ларас килет.

Help to translate

ХIХ // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

— Ара, ачасене шуйӑхкаларӑм та, вӗсем выртнӑ хыҫҫӑн кӑшт йӗппе ҫип тытса пӑхас терӗм.

Help to translate

ХIХ // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Ан ҫилен те — эс кӑшт васканӑ, Иван Карпыч.

Help to translate

XVIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Унпа мӗншӗн интересленмеллине те пӗлместӗп кама кирлӗ вӑл? — сассине кӑшт йӑвашлатса, анчах ҫав-ҫавах сиввӗн ыйтрӗ Левентей.

Help to translate

XVI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Кӑшт тӑхтасан, пӳрте кӑнтӑрлахи апата таврӑннӑ Куҫма Иванч кӗчӗ, вара Анна Ивановна, ҫав-ҫавах чарӑнма пӗлмесӗр юмахласа, тутлӑ апатпа тата чӗкӗнтӗртен тунӑ пылак кӑваспа хӑналарӗ.

Help to translate

XIV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

— Ӑна эпир иртнӗ хӗлле ҫӗнӗ ҫул умӗн тунӑччӗ, — терӗ Укахви, кӑшт хӗрелсе.

Help to translate

XIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Ятман, вӑл каланине ҫырса пырас пек, умне пӗр листа шурӑ хут сарса хунӑ, аллине кӑранташ тытнӑ, анчах хӑй ҫырмасть, пуҫне кӑшт чалӑштарса итлесе ҫеҫ ларать.

Help to translate

XIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Кӑшт тӑрӑхларах пичӗ ҫинче ырӑ сӑн вылять, ҫӗмӗрт пек хуп-хура куҫӗсем ҫамрӑклӑх вучӗпе йӑлкӑшса ҫеҫ тӑраҫҫӗ, яштак пӗвӗ тулли те илемлӗ.

Help to translate

XIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Юлташла калаҫса вӑл ҫак ялта пурте пӗлсе тӑракан наянӑн чунне кӑшт та пулин пӗлесшӗн пулчӗ.

Help to translate

XII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Вӑл пуҫне кӑшт чалӑштарса хӑрах пӳрнине хӑлхи патне ҫӗклерӗ, «тутаркассем мӗнле ҫӗмӗрттереҫҫӗ!» тенӗ пек, таврари ҫынсем ҫине пӑхса ҫаврӑнчӗ.

Help to translate

XI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Каҫ кӳлӗм, кӑшт ӗҫлесен, Михалапа Сахрун ҫамрӑксене каснӑ хулла кимӗсем ҫине тиеме хушрӗҫ.

Help to translate

XI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Пурте ӗҫе тытӑннӑран малтан ҫынсем ытлашши калаҫсах каймарӗҫ, ялан шапӑлтатма, чӗлхе вылятма юратакан Кӑтра Михала та пӗр сехете яхӑн нимӗн те чӗнмерӗ, кӑшт хӗрсе ҫитсен вара ҫынсем пӗр-пӗринпе ытлӑрах хутшӑнакан пулчӗҫ.

Help to translate

XI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed