Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Арҫын the word is in our database.
Арҫын (тĕпĕ: арҫын) more information about the word form can be found here.
Анчах арҫын чӗрӗ мар.

Но мужчина уже был мертв.

Пӗлӗшне вӗлерсе путвалта чавса пытарнӑ // Софья Савнеш. https://chuvash.org/news/31854.html

Улатӑрта пурӑнакан 34 ҫулти арҫын пуш уйӑхӗнче ҫухалнӑ.

34-летний мужчина из Алатыря пропал в марте.

Пӗлӗшне вӗлерсе путвалта чавса пытарнӑ // Софья Савнеш. https://chuvash.org/news/31854.html

Ҫак арҫын кивҫен илсен тӗп парӑма та, процентсене те тӳлемен.

Этот мужчина не оплатил ни основной долг, ни проценты по займу.

18 млн тенкӗлӗх кивҫене кӗнӗ арҫынна 14 ҫултан тупнӑ // Софья Савнеш. https://chuvash.org/news/31864.html

2008 ҫулта арҫын Мускавра хваттер туянма тесе 18 миллион тенкӗ заем илнӗ.

В 2008 году мужчина получил 18 млн. рублей в займы на покупку квартиры в Москве.

18 млн тенкӗлӗх кивҫене кӗнӗ арҫынна 14 ҫултан тупнӑ // Софья Савнеш. https://chuvash.org/news/31864.html

— Хаҫат сутакан виҫӗ арҫын ача — ЭЭ 87, 104 тата 26.

— Трое мальчишек-газетчиков номера восемьдесят семь, сто четыре и двадцать шесть.

III. Никампа нимӗн валли те мар // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 385–426 с.

Эпӗ Фильс шӑпи пирки, пире тӗрлӗ инкек-синкек, синкер-телейсӗрлӗх ан ҫулӑхтӑр тесе вут умӗнче ҫулӑмла, хӗрӳллӗн кӗлӗ туни ҫинчен шухӑшлатӑп, ҫав авӑкрах ҫарран ҫӳрекен икӗ арҫын ачана умӑма уҫӑмлӑн кӑларса тӑрататӑп: лӑпкӑ вӑрманти ӗҫлӗ-шухӑшлӑ ачасем — малашлӑха туйса-сиссе пурнӑҫ шартламинчен вут-кӑвайтӑн вӗри ҫавра ҫилӗ патне лекме хӑтланаканскерсем…

Я думал о судьбе Фильса и наших пламенных молитвах огню об избавлении нас от всяких бед и несчастий, ясно представляя себе двух босоногих, серьезных мальчиков в тихом лесу, пытающихся, предчувствуя будущее, уйти от холода жизни к жарким вихрям костра.

II. Зурбаган // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 385–426 с.

​Ҫын ҫинче нимпе те палӑрса тӑман, тупринчен тупӑш курман Лев Саввич Турманов, кукша пуҫлӑ, ҫамрӑк арӑмлӑ арҫын, пӗрре, юлташӗн ҫуралнӑ кунне уявланӑ чухне, винтла вылянӑ.

Лев Саввич Турманов, дюжинный обыватель, имеющий капиталец, молодую жену и солидную плешь, как-то играл на именинах у приятеля в винт.

Тавӑру // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/lib/haylav/7548.html

Вара арҫын тинех асӑрхарӗ: Эстер ҫинче сарӑ пурҫӑн кӗпе тата ҫӳхе кӑвак тутӑр, кӗре мӑйне ӗнчӗ шӑрҫа капӑрлатать.

Тогда он заметил, что на Эстер желтое шелковое платье и голубая косынка, а смуглая шея украшена жемчужными бусами.

VII // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 319–383 с.

Горн, тен, хӗрӗн ҫав тери хӳхӗм кӗлеткипе сӑн-пичӗ ҫине арҫын куҫӗсемпе пӗрремӗш хут пӑхрӗ-ши…

Он, может быть, в первый раз посмотрел взглядом мужчины на ее безукоризненную фигуру и лицо, полное жизни.

V // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 319–383 с.

— Итлетӗп, музунгу! — терӗ арҫын ача.

— Слушай, музунгу! — сказал мальчик.

VII. Зимбауэни каварҫисем // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 165–317 с.

Вӗсем ларчӗҫ, ку тӑрӑхри арҫын ача Селим — яланах уҫӑ ҫӑварпа ҫӳрекенскер — вӑл е ку япалапа кӗре-кӗре тухать.

Они сели, прислуживал туземец Селим — мальчик с вечно открытым ртом.

VII. Зимбауэни каварҫисем // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 165–317 с.

— Манӑн канаш-сӗнӗвӗм кирек хӑш тӗлте те аван, — паллах, сана хӗрсе каякан, сӳпӗлти арҫын ача пек пӗлмен ҫӗрте.

— Мой совет хорош для всякого места, где тебя еще не знали болтливым и запальчивым мальчуганом.

II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–163 с.

— Ачам, эсӗ кӗҫех арҫын пулса тӑратӑн, ҫавӑнпа йӗретӗн те.

 — Мальчик, ты плачешь потому, что скоро будешь мужчиной.

XVIII // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–163 с.

Ку темле тӗлӗнмеллерех курӑнать пулин те — мана арҫын ачан тискер выҫлӑхӗ — ӑна пусӑрӑнтарсах ҫитернӗ ҫӗнӗ кӑмӑл-туйӑм, курӑну-пулӑм хушшинче тулсах ҫитнӗ выҫлӑх тӑруках хыттӑн ҫавӑрса ҫапрӗ; эпӗ хура эрехлӗ витӗр курӑнакан ҫӳллӗ стакана пушатса хутӑм, хама хам алӑра тытма пуҫларӑм та ним юлми икӗ хут ҫисе ятӑм, ҫакна кура турилкке виҫҫӗмӗш хут туллин таврӑнчӗ.

Как, может быть, ни покажется странным, меня вдруг захлестнул зверский мальчишеский голод, давно накоплявшийся среди подавляющих его впечатлений; я осушил высокий прозрачный стакан с черным вином, обрел самого себя и съел дважды все без остатка, почему тарелка вернулась полная в третий раз.

XVII // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–163 с.

— Эсӗ манпа юнашар вырнаҫатӑн, — терӗ вӑл, — ҫавӑнпа та манран сулахай енне лар, — Дюрок ҫакна каларӗ те ҫавӑнтах каялла кайрӗ, чылайӑшӗ вырнаҫсан тепӗртакран сӗтел умӗнчи креслӑна йышӑнтӑм; халӗ манран сылтӑмра Дюрок, сулахайра — шалҫа пек тӑсланкӑ, ырхан, хӗрӗхсенчи хӗрарӑм — хӗрлемес те хытанка арҫын сӑнлӑскер; хӗрарӑмӑн кача пӳрнисен чӗрнисем ҫав тери вӑрӑмран вӗсемпе вӑл вилка вырӑнне усӑ кураять-тӗр тесе шухӑшласа илтӗм.

— Ты сядешь рядом со мной, — сказал он, — поэтому сядь на то место, которое будет от меня слева, — сказав это, он немедленно удалился, и в скором времени, когда большинство уселось, я занял кресло перед столом, имея по правую руку Дюрока, а по левую — высокую, тощую, как жердь, даму лет сорока с лицом рыжего худого мужчины и такими длинными ногтями мизинцев, что, я думаю, она могла смело обходиться без вилки.

XVII // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–163 с.

Манпа пӗрле арҫын ача… тӗрӗсрех — питӗ лайӑх пӗр Санди, — эпӗ ӑна шанатӑп.

Со мной мальчик… то есть просто один хороший Санди, которому я доверяю.

IX // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–163 с.

— Тӳрех курӑнать: эсӗ чӑн-чӑн арҫын, — терӗ Дюрок, вара, йӑпӑлтату темӗнле кӑнттам пулсан та, эхлетмесӗр тӳсеймерӗм, ара, виҫесӗр хытӑ телейлентӗм мар-и-ха?

— Сразу видно, что ты настоящий мужчина, — заметил он, и, как ни груба была лесть, я крякнул, осчастливленный свыше меры.

VIII // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–163 с.

Мӑшкӑлтӑк шыв шӑтӑкӗ патӗнче улттӑри-ҫиччӗри арҫын ача мекӗрленсе, эхлетсе ӗҫлет, — пире курсан тӑчӗ те йӗмне сивлеккӗн хӑпартрӗ.

У помойной ямы тужился, кряхтя, мальчик лет шести, — увидев нас, он встал и мрачно натянул штаны.

VIII // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–163 с.

Ҫапла, унта арҫын ачасемпе ҫапӑҫаттӑмччӗ, куҫӑмсенчен вӗсем чармакланӑ пилӗк пӳрнипе чышнине ҫав тери кураймастӑмччӗ.

Да, я там дрался с подростками и ненавидел их манеру тыкать в глаза растопыренной пятерней.

VII // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–163 с.

Арҫын кам — ку та тӗшмӗртмешкӗн кӑткӑсах мар: эпир пире йӗкӗлтекен сасӑсене манмастпӑр.

Кто мужчина — догадаться не составляло особого труда: мы не забываем голоса, язвившего нас.

V // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–163 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed