Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пурнӑҫра (тĕпĕ: пурнӑҫ) more information about the word form can be found here.
Маларах саккуна пӑхӑнмасӑр преступлени тунӑ, халӗ ӑна пӑсман пек туйӑнакан, ҫав вӑхӑтрах пурнӑҫра хӑйӗн вырӑнне тупайман, эрехпе ашкӑнса пурӑнакан, хирӗҫ-тӑрӑва кӗме пултаракан граждансем вара айккинче юлаҫҫӗ.

Несмотря на закон совершались преступления, и даже сейчас гражданам кажется, что не нарушают его, в то же время не найдя свое место в жизни, пристрастившись к алкоголю, которые могут войти в драку, остаются безнаказанными.

Ан илӗрттӗр преступлени сукмакӗ // Н. ОСИПОВ. http://avangard-21.ru/gazeta/11451-an-il ... eni-sukmak

«Мэри те, ытти ведомствӑсемпе учрежденисем те ку ӗҫе пуҫламан-ха. Тутарстанра КХК-на сортлама пуҫлани пирки калаҫаҫҫӗ, анчах пурнӑҫра курмастӑп ҫакна. Муниципаллӑ учрежденисем тӗслӗх паччӑр малтан», – пулчӗ унӑн сӑмахӗ.

Help to translate

Кирлех-и завод? // Ирина Трифонова. «Сувар», 2019.03.07

Эпир ку пурнӑҫра пӗр-пӗринсӗр пуҫне никама та кирлӗ мар вӗт халӗ…

Help to translate

Шураҫка // Николай Ларионов. https://chuvash.org/lib/haylav/7331.1.html

«Килти пурнӑҫра» вара автор куҫӗ вичкӗнрех.

Help to translate

1962 ҫулхи чӑваш литератури. Прозӑ // Г. Я. Хлебников. «Вопросы чувашского языкознания и литературоведения». Ученые записки, выпуск XXVI, Чебоксары — 1963. 206–226 стр.

Тариҫсем пурнӑҫра ҫӗнтереҫҫӗ (Венера Эрхипрен сивӗнет, Эрхип хӑй те арӑмӗнчен каҫару тилмӗрсе ыйтать).

Тариси побеждают в жизни (Венера охладевает к Архипу, да и сам Архип просит у жены прощения).

1962 ҫулхи чӑваш литератури. Прозӑ // Г. Я. Хлебников. «Вопросы чувашского языкознания и литературоведения». Ученые записки, выпуск XXVI, Чебоксары — 1963. 206–226 стр.

Шкул директорӗ вара шӑпах ҫакна вӗрентет те: «Килӗшет-и, килӗшмест-и сире пӗр-пӗр ӗҫ — пурнӑҫра кирлӗ вӑл ӗҫе туни, ун валли ҫын ҫитмест, сирӗн ҫав енне сулӑнмалла».

Help to translate

1962 ҫулхи чӑваш литератури. Прозӑ // Г. Я. Хлебников. «Вопросы чувашского языкознания и литературоведения». Ученые записки, выпуск XXVI, Чебоксары — 1963. 206–226 стр.

Пуян содержаниллӗ юрӑсем пурнӑҫра — сывлӑх, сӗтел ҫинче — ҫӑкӑр-тӑвар, ҫумра мӑшӑр пурри мӗн тери хаклӑ пулнине аса илтерчӗҫ, кашнинех шухӑша ячӗҫ.

Богатые содержанием песни в жизни — здоровье, на столе — хлеб-соль, рядом супруг напомнили о том что является ценным, каждого заставили задуматься.

Юрри-ташши куҫ тулли // Н. КАЛАШНИКОВА. Каҫал Ен, 2019.02.26

Унсӑр пуҫне пурнӑҫра тӗрлӗ сӑлтава пула сусӑра тухнӑ тата квалификацине улӑштарас текен ҫынсем илекен профессисен тата вӗсене вӗренӳ енӗпе паракан пулӑшу ӗҫӗсен спектрне анлӑлатмалла.

Кроме того, требуется расширить спектр образовательных услуг и профессий, предоставляемых лицам, ставшим инвалидами во взрослом возрасте и нуждающимся в переквалификации.

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Михаил Игнатьев Патшалӑх Канашне янӑ Ҫыру (2013) // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/chuv/hierarhy.aspx?gui ... 65c49c7222

Паян хастар та ӗҫчен, яваплӑха туякан ял ҫамрӑкӗсен пурнӑҫра хӑйсен пултарулӑхне тӳрре кӑларма чӑн майсем пур, вӗсем малашлӑхалла шанчӑклӑн пӑхаҫҫӗ.

Сегодня активная, трудолюбивая, ответственная сельская молодежь получила реальную возможность самореализоваться, обрела уверенность в завтрашнем дне.

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Михаил Игнатьев Патшалӑх Канашне янӑ Ҫыру (2013) // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/chuv/hierarhy.aspx?gui ... 65c49c7222

– Унӑн ӗҫӗсем паянхи ҫӑрӑлчӑк пурнӑҫра – тасалӑх, савӑнӑҫ утравӗ…

Help to translate

Мӗтри мучи пек ватӑласчӗ // Юрий Яковлев. Хыпар, 1998.08.28

Республика Правительствине ватӑ ҫынсене пурнӑҫра хӑйсене йӗркеллӗ туйма пулӑшакан майсене сыхласа хӑварма тата анлӑлатма кирлӗ инфратытӑм туса хумалли тата ӑна аталантармалли комплекслӑ ӗҫе йӗркелеме хушатӑп.

Поручаю Правительству республики организовать комплексную работу по созданию и развитию необходимой инфраструктуры для пожилых людей, позволяющей сохранить и расширить их социальные возможности.

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Михаил Игнатьев Патшалӑх Канашне янӑ Ҫыру (2019) // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/chuv/hierarhy.aspx?gui ... 17b202c0e3

Пурнӑҫра йывӑрлӑхсем нумай пулсан та, эпир цивилизаци патшалӑхӗнче, культурӑллӑ обществӑра пурӑннине манар мар.

Help to translate

«Чӗлхӳ пыл пек пылак пултӑр…» // Ив. САЛАНДАЕВ. «Шӑмӑршӑ хыпарӗ», 2017.08.11

Анчах вӑл мӗлке – чӑн пурнӑҫра пулни.

Help to translate

Уксак Якку, Кӑмкан, Валяй Нафуй, Емтип Каҫҫи, Уйташ, Ясарпи тата ыттисем // Виталий Станьял. https://chuvash.org/content/3210-%D0%A3% ... A%D0%B0%D2

Пурнӑҫра ҫаплах пулнӑ-тӑр, ҫамрӑк арӑмӗ чирлӗ ҫынна хиселемен-тӗр – анчах фронтовика ӑшпиллӗ хӗрарӑм тӗлне пулманшӑн ҫав териех тиркемеллеччӗ-и?

Help to translate

Уксак Якку, Кӑмкан, Валяй Нафуй, Емтип Каҫҫи, Уйташ, Ясарпи тата ыттисем // Виталий Станьял. https://chuvash.org/content/3210-%D0%A3% ... A%D0%B0%D2

Чӑн пурнӑҫра Ястребовсем валли те вырӑн ҫитет.

Help to translate

Илемлӗ хайлаври типсемпе вӗсен пурнӑҫри прототипӗсем ҫинчен // Юрий Артемьев. https://chuvash.org/content/3128-%D0%98% ... 1%80%D0%B8

Тен, вулакансенчен чылайӑшӗ прототипа хӑйсен куҫӗпе кулленхи пурнӑҫра курманран, А. Волков кӑшт ӳстеререх, ҫӑрарах сӑрсемпе ӳкерсе кӑтартман-ши ректор сӑнарне тесе шутлама та пултарӗ.

Help to translate

Илемлӗ хайлаври типсемпе вӗсен пурнӑҫри прототипӗсем ҫинчен // Юрий Артемьев. https://chuvash.org/content/3128-%D0%98% ... 1%80%D0%B8

Ку ӗнтӗ прототипсен ыйтӑвне хускатнӑ май, пурнӑҫра хам сӑнанӑ пӗр эпизод.

Help to translate

Илемлӗ хайлаври типсемпе вӗсен пурнӑҫри прототипӗсем ҫинчен // Юрий Артемьев. https://chuvash.org/content/3128-%D0%98% ... 1%80%D0%B8

Тавах, Анатолий Никандрович, эсӗ сӑнласа кӑтартнӑ типа, тен, малашне пин-пин вулакан пурнӑҫра асӑрхӗ, курмӑш пулса иртсе каймӗ.

Help to translate

Илемлӗ хайлаври типсемпе вӗсен пурнӑҫри прототипӗсем ҫинчен // Юрий Артемьев. https://chuvash.org/content/3128-%D0%98% ... 1%80%D0%B8

Акӑ вӑл пурнӑҫра эпир пӗрре ҫеҫ мар тӗл пулнӑ, типласа ӳкернӗ художествӑлла сӑнар!

Help to translate

Илемлӗ хайлаври типсемпе вӗсен пурнӑҫри прототипӗсем ҫинчен // Юрий Артемьев. https://chuvash.org/content/3128-%D0%98% ... 1%80%D0%B8

Ястребовӑн вуза ертсе пырас ӗҫри стильне утӑм хыҫҫӑн утӑм уҫса сӑнлать калавҫӑ; тӗллӗн-тӗллӗн пуҫлӑхӑн шалти тӗнчи тавӑрса кӑтартнӑ пек ярханахланать те, шухӑша путатӑн: ай, чӑн та пулма пултарать-ши пурнӑҫра ҫакнашкал тӳнтерле этем?!

Help to translate

Илемлӗ хайлаври типсемпе вӗсен пурнӑҫри прототипӗсем ҫинчен // Юрий Артемьев. https://chuvash.org/content/3128-%D0%98% ... 1%80%D0%B8

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed