Шырав
Шырав ĕçĕ:
Асаилӳсемпе тертленсе ҫитнӗскер, вӑл ҫывӑрнӑ чухне те сӑнӑ аврине чӑмӑртаса тытнӑ сылтӑм алли епле чӗтресе тӑнине туйсах тӑрать; ыйхӑран вӑранса ку тӗлӗк иккенне тавҫӑрса илсенех, хӑйӗн тӗлӗкне хӑвалама тытӑнать, чуна ыраттараслах ҫатӑртаттарса хупнӑ куҫӗсене аллаппипе хуплать.
10 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Ӑна ҫав тери тинкерсе итлеҫҫӗ, хутран-ситрен кӑна, юмахри паттӑр хӑйӗн ҫулӗ ҫине тӗрлӗ-мӗрлӗ шуйттансем кӑларса тӑратнӑ чӑрмавсенчен питӗ ӑслайлӑн ҫаврӑнса тухни ҫинчен каланӑ вырӑнсенче, вут ҫути ярӑмӗнче хӑшӗн те пулин шурӑ алли, ҫӗкленсе илсе, пӗҫҫине шартлаттарса ҫапать те, тӗтӗмленсе кайнӑ чыхлануллӑ сасӑ хавасланнӑн кӑшкӑрса ярать:
7 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Вӑл утне утланасса кӗтсе тӑчӗ, унтан алли ҫумне ҫыхнӑ сехетӗн решетки ҫине пӑхса илчӗ.Выждал, пока он сел на коня, и кинул взгляд на решетку ручных часов.
5 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Ҫавине чӗре анине чиксе ярасшӑн пулнӑ вӑл, анчах алли чӗтренӗ те аякка лектернӗ, унсӑрӑн пулсан ҫавӑнтах вилетчӗ.Косу-то пырнула под сердце, а рука дрогнула, мимо взяла, а то б концы…
21 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Аксинья сулахай аллипе пӑр пек сивӗ йӑранаран ярса тытрӗ, сылтӑммипе — тумтир аркипе чӗркенӗ ачине хӑй ҫумне чӑмӑртарӗ, унтан Григорий ҫине курса тӑрӑнайми пӑхрӗ; пӗр хупӑнмасӑр пӑхакан чарса пӑрахнӑ куҫӗсенчен шӑпӑртатса тумлакан куҫҫулӗсене шӑлма та алли ерҫмест хӑйӗн.
21 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Григорин ҫӳлелле ҫӗкленӗ алли ывӑнса ҫитрӗ, пуҫӗнче тӗрлӗ шухӑшсем сӗрӗмленсе, ним йӗркесӗр ҫаврӑнаҫҫӗ.Поднятая рука Григория затекала, в уме вразброд шла угарная возня мыслей.
10 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Митька, нимӗн ыйтса тӑмасӑрах, Лизӑна хӑй алли ҫине ҫӗклерӗ те ҫыран хӗрринчи йывӑҫ тӗмӗсем хушшине утса кайрӗ.Не спрашиваясь, Митька поднял Лизу на руки и понес в кусты прибрежного боярышника.
2 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Хӑй вӑл ҫурма-уҫӑ ҫӑварӗпеле сывласа выртать, арӑмӗн кӑкӑрӗ ҫинех манса юлнӑ хура алли унӑн ӗҫре ҫуркаланса пӗтнӗ тимӗр пӳрнисене йӑшӑлтаттарать.
20 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Унӑн сылтӑм алли ҫинче Степанӑн пӗр еннелле тӑрмаланса тӑракан кӑтра ҫӳҫпе витӗннӗ ыйхӑллӑ пуҫӗ йывӑрланса пырать.На правой руке тяжелела во сне голова Степана, красивая, с курчавым длинным чубом на сторону.
20 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Наталья, аслашшӗ алли ҫинчи юн тымарӗсен эрмешки ҫине пӑхса, ҫакна аса илчӗ: картишӗнче пусӑ (ҫӑл) алтатчӗҫ те Наталья — вӑл ун чухне ача кӑначчӗ — патьепе нӳрӗ тӑм ӑсса кӑларса, ҫав тӑмран йывӑр пуканесем, хуҫӑлса ӳкекен мӑйракаллӑ ӗне кӗлеткисем тӑватчӗ.
19 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Петро, пӗшкӗнсе, алли ҫине тӑсӑлса ӳкрӗ, вара сенӗкӗ, ун урлӑ иртсе кайса, вершук тарӑнӑш чуллӑ типӗ тӑпра ӑшне чаклатса тӑрӑнчӗ те янӑраса чӗтресе илчӗ.
17 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Аксинья пуҫӗ ҫине унӑн хура алли хурчка пек пырса ӳкрӗ.
14 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Григорий кулам пекки тӑвать тата темӗн калама пикенет, анчах ҫавӑнтах туйса илет — ун пуҫӗ айӗнчи Аксинья алли темле сасартӑк лӗнчӗр-ленчӗр ҫемҫелсе кайрӗ, минтер ӑшне путса кӗчӗ, унтан чӗтренсе илчӗ те пӗр самантран каллех ҫирӗпленсе малтанхи вырӑна пырса выртрӗ.
12 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Григорий Аксюшӑн ҫара та сивӗрех алли ҫине пуҫне хунӑ та маччана, туплашкасен ярӑмӗ ҫине, пӑхса выртать.Григорий лежит на голой прохладной Аксиньиной руке и смотрит в потолок на цепку катушек.
12 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Дарья та, янкӑсланса кӗптеннӗ пек, урисене урапа каштисем хушшипе ҫӗрелле усса ларнӑ та, алли ҫинче тӗлӗрсе кайнӑ ачине хӑйӗн усӑнарах панӑ вӑрӑм кӑкрине ӗмӗртет.
9 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Алли ҫине тӗренсе ҫаврӑнкалать, унӑн илемлӗ нӑкӑ-нӑкӑ мӑйӗ хӗрелет.Поворачивается, опираясь на руку; тугая красивая шея розовеет.
5 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Ҫапла кирлӗ те: ытти ӳт-пӗвӗ мар, алли, пӳрнисем айӑплӑ, мӗншӗн илнӗ-ха вӗсем икерчӗне?
I. Иван Федорович Шпонька // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.
Старик тӗллерӗ… вӑл ватӑ ӗнтӗ, ҫамрӑк пекех витӗр кураймасть, апла пулин те, алли чӗтремест.Нацелился отец… он стар; он видит не так зорко, как молодой, однако ж не дрожит его рука.
III // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.
Питӗ тӗлӗнтӗм, питӗ хӑрарӑм эпӗ ҫапла каланине илтсен», терӗ Катерина, тутӑр кӑларса, ҫав тутӑрпа хӑйӗн алли ҫинче ҫывӑракан ачин питне шӑлса.
II // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.
Пӗчӗкҫӗ чӳречесем уҫӑлаҫҫӗ те, унтан пӗр-пӗр карчӑкӑн колбаса е кукӑль татӑкӗ тытнӑ типшӗмрех алли курӑнса каять.
Раштав умӗнхи каҫ // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.